ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Пухтанкасси ялĕ хамăр районăн çурçĕр хĕвеланăç пайĕнче Утаркасси еннелле каякан çул хĕрринчен çур çухрăм-ра, çывăхри кỹршĕллĕ Пантьăкпа Мишеркасси ялĕсемпе юнашар вырнаçнă. Ял пуçланнă тапхăрта Сăр тăрăхĕн-чи тавраш Хусан кĕпернин шутланнă. Çавна май истори докуменчĕсем çинче ялăн вырăсла ячĕ (тутар чĕлхин Кăш - птица - тенине пĕлтернĕ) чăвашла Кил тесе çырăннă.
Ку вырăн районти ватă ялсен шутĕнче. 18-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче вăрманлă та çăлкуçлă тăрăха Пухтан ятлă чăваш хресченĕпе пĕрле (И.Н.Ашмарин, Х ,59) темиçе çемье куçса килнĕ. Вĕсен çĕр çинче ĕçлеме лаша, ĕне, тунката вĕлле (пыл хурчĕсем) тата ытти выльăх-чĕрлĕх пулнă. Каярах-па ирĕклĕ те илемлĕ çĕрсем çине ыттисем те туртăнма тытăннă.
Ял ячĕсене тĕпченĕ чухне пур енчен те тишкерме тивет. "Касси" сăмах чăваш чĕлхинче уйрăммăн çỹремест, вăл яланах хушăнса ял ячĕ тăвать, унăн пайне пĕлтерет. Пирĕн районта "касси" хушăнса пулнă ялсем чылай.
Пухтанкасси ялĕ пирки ваттисем каласа хăварнисенчен, ачалăхра илтсе юлнисенчен мĕн астунине Хирлỹкассинче çуралса ỹснĕ, кайран учительте ĕçленĕ, район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулнă, халĕ предпринимательте тăрăшакан Михаил Александрович Чемашкинтан ыйтса пĕлтĕм. Унпа калаçнă май вăл ку тăрăхри çырмасен, улăхсен ячĕсене, ялсем çумĕнче юхса иртекен Хăнатар шывĕ çинчен ăнлантарчĕ. Вĕсем топонимикăпа, тутар тата çартмас чĕлхипе çыхăннă. Çавна май вĕсене тарăнтарах тĕпчемелли нумай. Паллах, ку урăх ыйту ĕнтĕ.
1795 çулта ялта 155 арçын, 137 хĕрарăм шутланнă (ЧР энциклопедийĕ, 337 стр.). 1861 çулта Раççейре крепостла йĕркене пĕтерсен чăваш ялĕсенче те ытти çĕрти пекех кăштах ырă улшăнусем пулнă. Пухтанкасси ялĕнче те çемьесем хушăннине, 44 килте 248 çын пурăннине палăртнă. Ялта çăм таптаракан хатĕрсем, кĕрпе, тыр-пул авăртакан армансем тусан пурнăç çăмăлланнă. Кăрмăш 450 çула яхăн чутайсемшĕн тĕп хуламăр пулнă май пухтанкассисем те унта апат-çимĕç, тырă сутма, кирлĕ япаласем туянма çỹренĕ. Пантьăк ялĕнче чиркỹ хăйĕн алăкĕсене уçсан халăх чун-чĕрене тасатма, çỹлти асамлă вăй-хăвата, патшана кĕл тума унта кайнă.
Çĕнĕ самана
Октябрьти Аслă революци çĕнтернĕ хыççăн ял çĕнĕ вăй илсе малалла аталанать, улăм витнĕ çуртсем вырăнне ял урамĕнче çĕннисем çĕкленеççĕ, халăх йышĕ хушăнса пырать. 1939 çул тĕлне 284 çын пурăннă. 1923-1930 çулсенче ялта ăсталăхпа промысла юлташлăхĕсем ĕçленĕ, ирĕккĕн суту-илỹ тунă. Ĕçчен çынсем вĕллесем, йывăç куркасем, пичкесем, хăвапа çỹçе хуллисенчен ăсталанă карçинккасем тата хуçалăхра кирлĕ ытти япаласем туса, вăрман çимĕçне пухса укçа-тенкĕ тунă. 1930 çулта ялти çынсем пĕрлешсе "V пленум РИКа" ятлă колхоз йĕркеленĕ. Ял пухăвĕнче хуçалăх ертỹçине, хресчен депутатсен канашне, уй-хир агрономне суйланă. Çĕнĕлле ĕçлеме питĕ йывăр пулнă, çапах та халăх тăрăшнипе уйра тыр-пул япăх мар çитĕннĕ, çарансенче уттине те çителĕклĕ çулса пуçтарнă. Ялти кашни килте выльăх-чĕрлĕх усранă, ачасем хутла вĕренме тытăнни юмах пек туйăннă.
Нумаях та вăхăт иртмен, мирлĕ пурнăçа татса пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи тапăннă. Алла хĕç-пăшал тытма пултаракан 73 арçын çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă, вĕсенчен 41-шĕ çапăçу хирĕнчен тухайман. Ялти хăш-пĕр çемьесенчен икшер-виçшер пĕртăван юнлă çапăçусенчен киле таврăнайман. Вăрçăн хаяр çулĕсенче ял çыннисем фронт валли апат-çимĕç, кĕпе-тумтир, укçа пухнă. Колхоз членĕсем 56 сурăх тирĕ, 25 килограмм çăм, 12 мăшăр чăлха, 11 çĕлĕк, 28 метр пир пухса районти пункта леçсе панă. 1941 çулта хĕл çав тери сивĕ - хушăран сывлăш температури 40 градусран та иртнĕ - пулнă пулин те ял çыннисем Сăр хĕррине окоп чавма, танксенчен хỹтĕ-ленмелли сооруженисем тума хастар хутшăннă.
Пирĕн тăрăхри пур ял та вăрçа пула лашасем енчен чухăнланса юлнă. Халăх пурнăçĕ те самай йывăрланнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пĕчĕк хуçалăхсем хăйсем тĕллĕн тĕрлĕ ялхуçалăх техники туянма май çитереймен, чылай ĕçе алă вĕççĕн тума тивнĕ. Тыр-пул тухăçĕ те пысăках пулман. Çак йывăрлăхсене çĕнтерес тесе 50-мĕш çулсенче пухтанкассисем те "Искра" хуçалăхпа пĕрлешеççĕ. Вунă ялтан тăракан хуçалăхăн усă куракан çĕр лаптăкĕ те чылай пысăкланнă май уй-хирте техникăпа ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх фермисенче те продукци ытларах туса илме май пулнă. Çавăнпа та кашни ялта комплекслă бригадăсем йĕркеленĕ. Пухтанкасси, Хирлỹкасси, Пантьăк, Ирчкасси ялĕсен управляющийĕнче (ертỹçинче) чылай çул хушши Александр Михайлович Чемашкин вăй хунă. Вăл пысăк пĕлỹллĕ специалист пулнă май кашни çулах вĕсем лайăх тухăç туса илнĕ, выльăха чи самăр виçепе сутнă, колхоз тупăшлăхне çултан-çул ỹстерме пулăшнă. Çавăн пекех Александр Михайлович хурт-хăмăр ăсти пулнă, колхозăн утар ĕçне те аван йĕркелесе янă.
Пухтанкассинче çуралса ỹснĕ мухтавлă та паллă çынсем сахал мар. Учительте ĕçленĕ Николай Семенович Кудряшов хаяр вăрçă çулĕсенче салтакран пуçласа подполковника çитнĕ. Ăна фашистсене хирĕç пынă çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата ытти медальсемпе чысланă. Вăрçă пĕтсен вăл Совет çарĕнче службăра тăнă, отставкăна тухсан хамăр районта гражданла оборона тата "Пĕлỹ" обществине ертсе пынă. Ялта кун çути курнă Герман Семенович Пудейкин та 4-мĕш Украина фронтĕнче çапăçнă. Симферополь, Запорожье хулисене ирĕке кăларнă чухне аманнă. Вăрçă вĕçленсен 1945 çулта Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăннă.
Паянхи кун халăха пăшăрхантаракан ыйтусем Пухтанкассинче те чылай. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçла-мăшĕнче çĕршывра пулса иртнĕ пысăк улшăнусем хыççăн "Искра" хуçалăхра вăй хунă ял халăхĕ ĕçсĕр тăрса юлнă, бригадăн автомашинисене тата ытти техникăна сутса пĕтернĕ, колхоз çĕрĕпе усă курма пăрахнă. Пухтанкасси малашлăхĕ йывăрлăхра тесе калас килмест. Халĕ çамрăк арçынсемпе хĕрарăмсем Мускава тата ытти вырăнсене ĕçлеме çỹреççĕ. Пултаруллă та ĕçчен çемьесем кĕсьере яланах кĕмĕл пултăр тесе хăйсен çĕр лаптăкĕ çинче пахча çимĕç лартса ỹстереççĕ, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, караслă пыл туса илеççĕ. Кун пек чух ял сывлать, пурăнать темелле.
Паянхи кун ялта 62 килте 101 çын пурăнать. Шкула çỹрекенсем тăваттăн, ача садне икĕ шăпăрлан каять. Вĕсене Мăн Этменти вăтам шкула автобуспа турттараççĕ.
Валерий РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.
Ноябрь 2024 |