Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Студентсене вĕрентекен Татьяна

Категория: Общество Опубликовано: 25.01.2019, 10:21 Просмотров: 430

fXud11pjC68Пур çынна та шăпа хăй çуралса ỹснĕ вырăнта тĕпленсе пурăнма пỹрмест. Атте-анне йăвинчен вĕçсе тухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине саланасси пиртен тухнă йăла мар. Уйрăмах çын пурнăçне хăй çуралнă çĕрте тупма май çук ĕçпе, калăпăр, наукăпа, çыхăнтарасшăн пулсан унăн аякка кайма тиветех.

Районта çуралса ỹснĕ çынсенчен чылайăшĕ çĕршыв тăрăх саланса хăйсен вырăнне тупнă, ĕçре тĕрлĕ çитĕнỹсемпе палăрса хисепе тивĕçнĕ. Паян манăн вулакансене çакăн пек çынсенчен пĕринпе паллаштарас килет.

Филолог та, юрист та

Тумликасси ялĕнче 1974 çулта кун çути курнă Татьяна Борисовна Ульянова (хĕр чухнехи хушамачĕ Алексеева) хальхи вăхăтра çемйипе Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче пурăнать, Раççей МЧС-ĕн Гражданла хỹтĕлев академийĕнче гражданла право дисциплинисен кафедринче преподавательте тăрăшать. Унсăр пуçне вăл Мускаври Финанспа юридици университетĕнче те студентсене вĕрентет.

Татьяна Борисовнăна шăпа Мус-кава тỹрех илсе çитермен. Малтанах вăл хăйĕнпе пĕр вăхăтри ачасем пекех Ишеккассинчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ, унтан Серенкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ илнĕ. Çак шкулта вĕреннĕ чухнех класри тата шкулти стена хаçачĕсене кăларассипе тимленĕ. Татьянăн материалĕсем район хаçатĕнче тата республикăра тухса тăракан хаçат-журналта кун çути курнă. Район хаçачĕпе тачă çыхăну тытнăшăн вăл пĕрре кăна мар хисеп хучĕсемпе тав сăмахĕсене тивĕçнĕ.

Аслă классенче Татьяна Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕреннĕ, 1992 çулта Чăваш патшалăх университетне чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕнĕ.Юлашки курссенче вĕреннĕ чухнех преподавательте тимленĕ. 1997 çулта асăннă университетра вĕренсе чăваш чĕлхипе литература специальноçне, преподавателĕн, филологăн, журналистăн квалификацийĕсене тивĕçнине ĕнентерекен хĕрлĕ диплома алла илнĕ.

"Ачасене вĕрентме, ăс-тăн пама пĕрре те çăмăл мар, - тет Татьяна Борисовна. - Кунта педагог профессине алла илни кăна çителĕксĕр, чăн-чăн учителĕн психолог та, философ та пулмалла, ачасене тарăн пĕлỹ памалли майсене туллин пĕлмелле".

1997-2013 çулсенче Татьяна Борисовна ЧПУ-н культурологи кафедрин доцентĕнче тимлет. Çак хушăра вĕрентỹ программисене хатĕрлес ĕçе хутшăнать, чылай наука статйи çырать.

2007 çулта Татьяна Борисовна Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аспирантурине пĕтерет, кандидат диссертацине хỹтĕлет. 2008 çулта ăна филологи наукисен кандидачĕн ятне параççĕ.

Филологи енĕпе илнĕ аслă пĕлỹ пур пулсан та Татьяна Ульянова хăйне ытларах юрист ĕçĕ илĕртнине туять, çавăнпа та 2010 çулта вăл Мускаври Раççей патшалăх социаллă университечĕн юридици факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, 2014 çулта унтан пĕлĕвне пысăк шайра кăтартса вĕренсе тухать. Унсăр пуçне Татьяна Борисовна 2013 çулта "Профессиллĕ коммуникаци сферинчи куçаруçă" хушма программăпа диплом илет.

Шăпах çак вăхăтра шăпа Ульяновсене çĕршывăн тĕп хулине илсе çитернĕ темелле. Мускавра ĕçлекен мăшăрĕ хыççăн Татьяна Борисовнăпа ывăлĕ те унта куçса каяççĕ. 2013 çулта Татьяна Ульянова Мускаври арбитражлă судра ĕçлеме пуçлать. Кунта юридици енĕпе паха опыт пухнă хыççăн ăна 2014 çулта Мускаври Финанспа юридици университечĕн гражданла право дисциплинисен доценчĕн должноçне ĕçе илеççĕ. 2016 çултанпа вара унăн тĕп ĕç вырăнĕ Раççей МЧС-ĕн Гражданла хỹтĕлев академийĕ шутланать.

Татьяна Борисовна Ульянова - 35 наука статйин, икĕ методика указанийĕн, пĕр вĕрентỹ пособийĕн, 10 программа авторĕ.

Татьяна кунĕ - чи юратнă уяв

Çапла вара Татьяна Ульянова пирки хăйне наукăра, студентсемпе курсантсене вĕрентес ĕçре тупнă çын тесе çирĕппĕнех калама пулать. Анчах та хĕрарăмăн, хăйĕн ĕçне темĕнле парăнсан та, хăй мăшăр тата амăшĕ пулнине те манмалла мар. Тумликасси каччипе Геннадий Ульяновпа 20 çул ытла килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Ывăлĕ Кирилл Мускаври авиаци институтĕнче иккĕмĕш курсра пĕлỹ илет, вăл космос енĕпе кирлĕ пулакан техника тытăмĕсемпе усă курма вĕренет.

Мускавра ĕçлесе пурăнаççĕ пулсан та Ульяновсем тăван Чутай тăрăхне манмаççĕ, тăванĕсемпе çыхăну татмаççĕ. Ĕçĕ темĕнле нумай пулсан та Тумликассине килме вăхăт тупаççĕ - кунта Геннадийăн амăшĕ те, пиччĕшĕсем те çемйисемпе пурăнаççĕ. Шел те, Татьяна Борисовнăн ашшĕпе амăшĕ темиçе çул каяллах пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ-амăшĕ çинчен аса илнĕ май, Татьяна хăйне çак ята хĕресне амăшĕ (амăшĕн пĕртăванĕ) панине каларĕ. Амăшĕ вара хĕрĕ валли Лена ят суйланă пулнă иккен.

"Мана хĕресне анне суйласа панă ят питĕ килĕшет. Эпĕ хамăн çуралнă куна та Çветтуй Татьяна кунне паллă тунă пек паллă тумастăп", - терĕ Татьяна Борисовна.

"Этем ăçта пурăнни мар, вăл мĕнле çын пулни пĕлтерĕшлĕ", - тесе ахальтен каламаççĕ пуль. Татьяна Борисовна Ульянова хăй Мускавра ĕçленипе пĕрре те мăнкăмăлланмасть, пачах урăхла, хамăр тăрăхра пурăнакансене хăйĕнчен мĕнле те пулин пулăшу е сĕнỹ-канаш кирлĕ пулсан май пур таран пулăшма, тĕрев пама тăрăшать.

Хăйĕн ĕмĕчĕсене çапларах палăртать Татьяна Борисовна: доктор диссертацине çырмалла. Тата ывăлĕ ăнăçлă вĕренсе тухса пысăк çын пултăрччĕ тет.

Мĕнех, çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанса, Татьянăсен кунĕпе саламласа Чутай çĕрĕ çинче çуралса ỹснĕ, Мускав çĕрĕ çинче кирлĕ пулнă Татьянăна малашлăхра тата пысăк ăнăçу сунатпăр.

Алина Карпова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1