Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Газ ĕçченĕсене киле кĕртни хамăршăнах

Категория: Общество Опубликовано: 25.01.2019, 10:28 Просмотров: 423

Иртнĕ çулăн юлашки кунĕнче, декабрĕн 31-мĕшĕнче, Магнитогорск хулинче хăрушă инкек пулнине, нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕннине телекуравпа чылайăшĕ илтнех ĕнтĕ. Нумаях пулмасть, Ростов облаçĕнчи Шахты хулинчи çакăн евĕр синкерлĕ пулăм та чуна хускатрĕ, каллех нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕнчĕ. Çавна пула çĕршыври регионсенче газ енĕпе планпа пăхса хуман тĕрĕслевсем ирттерме пуçлани пирки пĕлтерсех тăчĕç телекуравпа пыракан хыпарсемпе паллаштаракан программăсенче.

Çак çивĕч ыйтăвах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе кăçал ирттернĕ канашлусенче те хускатрĕ, унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк пулнине палăртрĕ.

Районти лару-тăру пирки районти газ участокĕн начальникĕ Валерий Орлов туллин уçăмлатса пачĕ. Çавăн пекех Валерий Гурьевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку ыйтупа пулăшма ыйтрĕ, хăш ялта миçе кил-хуçалăхра пурăнни, хăшĕсенче пачах пурăнманни пирки, час-часах аякка ĕçлеме тухса каякансем çинчен список хатĕрлеме сĕнчĕ. Çакă газ участокĕнче ĕçлекенсене малашне ялсем тăрăх çỹренĕ чух пысăк пулăшу парĕ.

Чăн та, газ сирпĕнни - калама çук хăрушă инкек. Нумай хваттерлĕ çуртра сирпĕнсен вара темиçе çемьене те çак инкек пырса тивет: кил-çуртсăр, тумтирсĕр, кирлĕ документсемсĕр хăварать. Шел те, çынсем пурнăçран уйрăлни те сахал мар тĕл пулать. Телекуравпа, радиопа кун пек синкерлĕ пулăмсем пирки курсан-илтсен, пирĕн патра ун йышши ан пултăр тесе шухăшлатпăр, е хăшĕ-пĕри кунта ун пекки пулмасть тесе шутласа та илет. Инкекĕ вара çывăхра кĕтсех тăма пултарни пирки чылайăшĕ шухăшламастпăр та.

Кун евĕр инкексен айăпĕ нумай чухне çынсенче хăйсенче вĕт-ха. Мĕншĕн тетĕр-и? Акă ялсем тăрăх районти газ участокĕн ĕçченĕсем çỹренине курнах ĕнтĕ пурте. Вĕсем кил хуçисемпе тĕл пулса çулталăклăх килĕшỹ тăвасшăн, паллах, газ оборудованине пăхса тăмашкăн, специалистсене чĕнсе илмешкĕн укçа тỹлеме тивет. Ял çыннин кашни пусĕ шутра пулни каламасăрах паллă. Анчах та килĕшỹ туни, специалистсем çуртри газ кăмакипе плитине пăхса тухни, газ сăрхăннипе сăрхăнманнине тишкерни хамăршăн-çке. Мĕншĕн тесен тепĕр чухне газ пĕчĕккĕн сăрхăнса тăнине сисме çук, специалистсем вара ăна ятарлă хатĕрпе е кăпăкласа тытса пăхса тĕрĕслеççĕ. Хăш чухне газ кăмаки е плити патĕнчи шланг çинче çурăксем пулаççĕ, ăна тăхтаса тăмасăр ылмаштармалла. Çакăн пирки эпир кулленхи пурнăçра шухăшламастпăр та, ку ыйтăва тимлĕх уйăрмастпăр та. Паян пулать, ыран, çапла чылай вăхăт иртет. Пĕчĕккĕн сăрхăнса тăнă газ вара пысăк инкек патне çитерме пултарать. Газ участокĕн специалисчĕсене тỹлемесĕр перекетлени вара тепĕр майлă та çаврăнса тухма пултарать, çăмăлттайлăхпа тимсĕрлĕхе пула ытларах та тăкак курма пулать.

Çакна та каласа хăвармалла, полици уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул вĕçĕнче Березовка ялĕнче ют çĕртен килнĕ çынсем çỹренĕ, вĕсем ял çыннисене счетчик улăштарма е ытти пулăшусем сĕннĕ. Ватă çынсен шанăçне ытларах кĕреççĕ кун пек çынсем. Палламан çынсене киле кĕртмелле мар. Пулăшу сĕнекенсенчен яланах чи малтан удостоверени ыйтмалла. Счетчик улăштарас ĕç питĕ яваплă, ăна тума хуть те мĕнле çынна шанмалла мар. Иккĕленетĕр пулсан ял тăрăхĕн администрацине е газ участокне шăнкăравласа ыйтма пулать, вĕсем сире ăнлантарса параççех. Çитменнине, суя специалистсем лайăх счетчикне кăларса кайса пахалăхсăр йỹнĕ япала лартса парса ытларах укçа шăйăрма пултараççĕ. Вĕсем лайăх тупăш тăвас тĕллевпе кăна çỹреççĕ. Ан манăр, районти газ участокĕн ĕçченĕсене кăна газ оборудованине тĕрĕслеме, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама шанмалла.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем газ участокĕн ĕçченĕсене канмалли кунсенче, ĕçлекен халăх килте пулнă вăхăтра, çỹреме, кун пирки ял çыннисене маларах пĕлтерме сĕнсе хăварчĕç. Тĕрĕсех ĕнтĕ, ял çыннисем специалистсем хăçан килессине пĕлсен, ют çынна кĕртмеççех.

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: газпа çыхăннă инкек-синкекрен сыхланасчĕ, хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен пурнăçне упрасчĕ. Хăйсен ĕçне пĕлекен, ятарласа вĕреннĕ ĕçченсене хăйсен ĕçне пурнăçлама чăрмантарас марччĕ, çулне пỹлес марччĕ. Вĕсем пирĕн хăрушсăрлăхшăн тăрăшнине ан манăр.

Валерий ОРЛОВ, районти газ участокĕн начальникĕ:

- Районĕпе пурĕ 6 пин ытла абонент шутланать. Вĕсенчен пĕлтĕр 75 проценчĕ, урăхла 4500-шĕ патне, пирĕн специалистсем çитрĕç. Ыттисем патне кĕме май пулман: е кĕртмеççĕ, е пурăнмаççĕ, е ĕçлеме тухса кайнă. Анчах та çакна та каласа хăвармалла, темиçе кайсан та юри кĕртменнисем те сахал мар ялсенче, хăшĕ-пĕрисене хушаматранах паллатпăр ĕнтĕ. Теприсене хăрушсăрлăх мерисем пирки ăнлантарма йывăр. Кун пеккисем те пур.

Ăнланакан, яваплă çынсем те çук мар. Акă Хусанушкăньпе Черемушкинче 90 процент ытла, Мучикассипе Кĕрлевре, Çĕн Атикассипе Пантьăкра, Ирчкассинче тата Кỹпешре 80 процент ытла киле кĕме пултартăмăр. Хĕрлĕ Чутай салинче вара 1022 килтен 692-шне кăна кĕме май килчĕ. Тĕрĕсрех каласан, кĕртменнисем 5 процента яхăн йышăнаççĕ, ытти килсене вара кĕме май çук.

Палăртса хăварасшăн, специалистсем пырсан газ оборудованийĕсене тĕрĕслеме тивĕç. Ĕçе пахалăхсăр пурнăçласан е пачах та нимĕн те тĕрĕслемесĕрех тухса кайсан пĕлтерме ыйтатăп. Ун пек ĕçченсене эпир яваплăх тыттаратпăр. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1