ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Ăна итлеме хутшăннисен йышĕ те пысăк пулчĕ, çав йышра - пирĕн район делегацийĕ те.
Пирĕн депутатсем тата район делегацийĕн йышне кĕнисем Çыру пирки хăйсен шухăшне пĕлтернине паян тата хаçатăн малашнехи номерĕсенче паллаштарăпăр.
Валерий ПАВЛОВ, депутат Государственного Совета Чувашской Республики, председатель Совета Чувашпотребсоюза:
- Главный лейтмотив Послания - обеспечение комфортного проживания жителей Чувашской Республики. В этих целях значительные средства ежегодно выделяются на развитие реального сектора экономики, строительства, агропромышленного комплекса, обеспечение продовольственной безопасности, модернизацию социальной сферы, Глава Чувашии Михаил Игнатьев подчеркнул, что в развитии агропромышленного комплекса ключевые задачи - обеспечить население качественными продуктами питания, сделать село современным, привлекательным для жизни, поддерживать деловые инициативы. Сегодня личные подсобные хозяйства являются полноценным сектором экономики, производя более половины всей сельхозпродукции в республике. Организации потребительской кооперации вносят свой вклад в решение этих приоритетных задач, бесперебойно обеспечивая сельчан качественными товарами и услугами, осуществляя закупки сельхозпродукции и сырья, развивая перерабатывающую промышленность. Повышение качества жизни граждан, открытость были и остаются приоритетами государственной политики, отметил Глава. Важно, чтобы это чувствовал каждый житель республики.
Александр СТЕПАНОВ, район пуçлăхĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи Çырура пирĕн тĕп çул-йĕр уçăлăхпа тỹрĕлĕх, çынсен пурнăçне лайăхлатасси пулнине палăртрĕ. Кулленхи пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕртни, çынсен пуçарулăхĕ, халăх пултарулăхĕ пире малашлăхри пурнăçра çитĕнỹсем тума пулăшни пирки каларĕ.
Çынсен нушисем çине тимлĕх уйăрасси, пурăнма лайăх майсем туса хурасси пирки каланă май республика ертỹçи коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли çĕнĕ тытăм çине куçни пирки те чарăнса тăчĕ, ку енĕпе татса паман ыйтусем чылаййине те пĕлтерчĕ. Кăçал халăх пурăнакан пур вырăнта та çынсемпе сỹтсе явса çỹп-çап пухса пымалли лаптăксем туса хумаллине палăртнă май Михаил Васильевич Чăваш Республикин Строительство министерствине ялта пурăнакан çынсемшĕн коммуналлă хытă каяшсене пухса пымалли виçесене, пухăнакан каяшсен чăн калăпăшне шута илсе, çĕнĕрен пăхса тухма хушрĕ.
Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыру республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрне палăртакан чи пĕлтерĕшлĕ стратеги докуменчĕ шутланать. Çырура пирĕн районшăн актуаллă чылай ĕç направленийĕсене палăртнă. Ку инвестици илĕртỹлĕхĕ, социаллă сфера модернизацийĕ, автомобиль çулĕсен сечĕн лару-тăрăвне лайăхлатасси, пĕчĕк тата вăтам бизнеса, агропромышленность комплексне аталантарасси, урам территорийĕсене хăтлăх кỹресси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси...
Юлашки çулсенче республика аталану çулĕпе çирĕппĕн утать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çапла палăртса хăварчĕ: "2018 çул Чăваш Еншĕн черетлĕ аталану çулĕ пулчĕ". Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕнче рес-публика тăватă çул хушши 10 лидер йышĕнче çирĕп позици йышăнать; экономикăн пур сферинче те инвестици проекчĕсем аван пурнăçланаççĕ; çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртеççĕ; культурăпа вĕрентỹ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене модернизацилеççĕ. Çакă республика чăн та социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çулĕпе малалла çирĕппĕн утнине çирĕплетсе парать. Регионта çынсем хăтлă условисенче пурăнччăр тесе пур ĕçе те тăваççĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, Çыру çынсен пурнăç пахалăхне малашне те лайăхлатас тата республикăн тĕп отраслĕсене аталантарас тĕллевлĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн черетлĕ Çырăвĕнче палăртнă задачăсем пире малашне ĕçлеме тĕп çул-йĕр кăтартса пырĕç. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пирĕн пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле.
Ноябрь 2024 |