Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кунран-кун сахалланса пыратпăр, е Районта пĕр çын пурăнакан ял та пур

Категория: Общество Опубликовано: 08.02.2019, 10:11 Просмотров: 789

yal 3Йăлана кĕнĕ тăрăх, черетлĕ çулталăк вĕçленсен эпир пĕтĕмлетỹсем тăватпăр, çав шутра - демографи енĕпе те. Иртсе кайнă 2018 çула тишкернĕ май, пĕлтĕр те районта вилекенсен шучĕ çуралакансенчен самай ытларах пулни палăрать. Мĕнре-ши çакăн пек кăтартусен сăлтавĕ? Мĕншĕн эпир кунран-кун, çулран-çул сахалланса та сахалланса пыратпăр?

Цифрăсем савăнтармаççĕ

Райадминистрацин ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта районта 312 çын вилнĕ, вĕсенчен 6-шĕ - ачасем. Çут тĕнчерен уйрăлнă ултă ачаран тăваттăшĕ тулашри сăлтавсене пула (шыва путса, çул-йĕр инкекĕнче тата ытти) вилнĕ. 2017 çулта районта 325 çын пурнăçран уйрăлнă.

Пĕлтĕр пирĕнтен 149 арçынпа 163 хĕрарăм яланлăхах уйрăлса кайнă. 2017 çулта 152 арçынпа 173 хĕрарăм вилнĕ. Хĕрарăмсем вăтамран 77-78 çул пурăнаççĕ, арçынсем - 64-65 çул.

2018 çулта 91 ача çуралнине шута илнĕ, 2017 çулта вара 98 ача çуралнă.

Çемье çавăракансен шучĕ те сахалланнă: 2017 çулта 64 мăшăр пĕрлешнĕ, 2018 çулта - 53 мăшăр.

Уйрăлакансен шучĕ те пирĕн пĕр шайрах тăрать темелле - çулсерен 27-28 çемье арканать.

Çулсерен пĕрер ял "пĕтет"

Çỹлерех илсе кăтартнă цифрăсем чăннипех шухăша яраççĕ - пĕлтĕр вилекенсен шучĕ виçĕмçулхинчен кăшт чакнă пулин те çулталăкне пĕр ял чухлĕ çын пĕтет вĕт районта! Танлаштарса пăхма хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчи 300 ытла çын пурăнакан ялсене илсе кăтартатăп: Ачкасси ялĕнче хальхи вăхăтра 380 çын пурăнать, Тури Çĕрпỹкассинче - 362, Уйпуçĕнче - 355, Ишеккассинче - 345 çын, Трапайра - 315, Шĕмшешре - 307, Çĕн Ирчемесре - 304.

Куç умне çакăн пек ỹкерчĕк кăларса тăратар-ха: çулсерен çак ялсем пĕтсе пырас пулсан 63 ялпа 6 саларан тата пĕр поселокран тăракан районтан мĕн юлать? Хăш-пĕр ялта çын тата сахал пурăннине шута илсен вара пĕчĕкрех йышлă ялсем çулталăкне темиçешер те пĕтнĕпе танах вĕт ку. Калăпăр, Хурапыр (155 çын пурăнать), Яманкасси (148 çын), Хусанушкăнь (143), Пĕчĕк Этмен (142), Пĕрремĕш Хурашаш (126), Урикасси (126), Сорăм (119), Ирчкасси (114), Упукушкăнь (104), Пухтанкасси (101), Шуккакасси (100) ялĕсем йышшисем икшер-виçшер те пĕтеççĕ теме те пулать вĕт капла. 28 çынлă Вишенер, 24-шар çын пурăнакан Кишлĕпе Пчелка тата 18 çынлă Дубовка йышши ялсем пирки каламалли те çук.

Ик-виç çын кăна тăрса юлнă ялсем те пур пирĕн районта - Лобара икĕ çемьере тăватă çын пурăнать (пропискăра - сакăр çын). Красный Яр ялĕнче вара пĕртен-пĕр çын юлнă!

Ялсенче пурăнакансен шучĕпе кăсăкланнă май ял тăрăхĕсен администрацийĕсене шăнкăравларăм. 400-900 çын пурăнакан ялсем те пур-ха районта, анчах та манăн 300 е ытларах çын пурăнакан ялсем пуррипе çуккине пĕлес килчĕ (çулталăкне шăпах çавăн чухлĕ çын вилнĕрен). Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕнчен панă хурав чи "тунсăхли" пулчĕ: "Виççĕр?! Ун чухлĕ çын пурăнакан ял юлман та пирĕн". Тĕрĕссипе, юлма юлнă иккен-ха кун пек ялсем, Мишеркассинче 313 çын пропискăра тăрать, Утаркассинче - 351 çын. Пурăнма тулĕк пурте ялта пурăнмаççĕ...

Кив Атикасси тата Тралькасси ял тăрăхĕсенче виççĕр çынлă ялсем чăннипех юлман иккен. Кунта çын чи нумаййи - Кив Атикасси (274) тата Хăмаркка (270), чи сахалли - Акташ (38 çын).

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 13985 çын пурăннине шута илнĕ, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 13600 çын (статистика кăтартăвĕ).

Районти çынсен шучĕ чакнине çуралакансем пулни кăшт "майлаштарса" пырать-ха темелле. Тулĕк вăт вилекенсен шучĕпе пăхсан çуралакансен шучĕ ытла та сахал-çке. Пурнăçран уйрăлакансен шучĕ кăшт чакнине кура çуралакансен шучĕ ỹснĕ пулсан тем пекехчĕ. Çĕнĕ 2019 çулăн малтанхи кăтартăвĕсем те ку енĕпе савăнтармаççĕ - паянхи куна районта 8 ача çуралнă, 34 çын вилнĕ.

Ачасем сахал çуралнин тĕп сăлтавĕ - çамрăксем яла таврăнасшăн пулманни. Çакна çемье çавăракансен шучĕ чакни те çирĕплетет. Сăмах май, районти ЗАГС пайĕнче çырăннă пур çамрăк мăшăр та хамăр тăрăхра тĕпленмест, çавăнпа та туйсем пулни районта çамрăк çемьесен шучĕ ỹснине çирĕплетмест.

Хăшĕ-пĕрисем "çамрăксем яла таврăнасшăн халĕ" теме пăхаççĕ пулин те, чăннипе, алла диплом илнĕ хыççăн тăван района килсе ĕçлекенсем, çемье çавăракансем сахалтарах. Районта ĕç вырăнĕсем çук тесе те калаймăн, ĕçĕ пур, пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕ тĕлне 700 ытла ваканси пулнă. Анчах та шалу пĕчĕк пулнăран тата çамрăксем ялхуçалăхĕнче вăй хума васкаманран çак ĕç вырăнĕсем астарсах каймаççĕ. Малтанласа тăван тăрăха таврăннисем те тем вăхăтран каллех хулана тухса тараççĕ.

Район çыннисенчен чылайăшĕ республика тулашне ĕçлеме çỹрет, хамăр тăрăха вăхăт-вăхăт çеç килсе каять. Ял тăрăхĕсене шăнкăравласан та вĕсем паракан цифрăсем ытларах чухне пропискăра тăракан çынсене кăтартнине, тĕрĕссипе, нумайăшĕ ялта пурăнманнине пĕлтерчĕç мана. Ку лару-тăрăва хăнăхрăмăр ĕнтĕ эпир. Речĕ-речĕпе пушă ларакан, этем ури тахçантанпах пырса пусман пỹртсем те паянхи ялсемшĕн _ куç хăнăхнă ỹкерчĕк...

Хальхи вăхăтра районта халăх чи нумай пурăнаканни Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ шутланать (5 пине яхăн çын), чи сахалли - Штанаш ял тăрăхĕ (741 çын). Кашни ялта миçе çын пурăннине кăтартакан информаципе район хаçачĕн сайтĕнче (nashazhizn21.ru) тата "Одноклассники", "ВКонтакте" социаллă сетьсенчи ушкăнĕсенче паллашма пултаратăр.

Алина ИТТИ.

№ п/п

Наименование сельских поселений и населенных пунктов (на русском языке)

Наименование сельских поселений и населенных пунктов (на чувашском языке)

Проживают (чел.) на

01 января 2019 года

(данные администраций сельских поселений – в одних по прописке, в других по факту проживания)

Акчикасинское сельское поселение

 

1854

1.

д.Акчикасы

Ачкасси ялĕ

380

2.

с.Баймашкино

Серенкасси сали

408

3.

д.Калугино

Калкасси ялĕ

276

4.

д.Ямаши

Ваçкаçырми ялĕ

225

5.

д.Шоля

Шулю ялĕ

474

6.

д. Липовка Первая

Липовка ялĕ

91

Атнарское сельское поселение

 

1795

7.

с.Атнары

Атнар сали

592

8.

д.Тоганаши

Туканаш ялĕ

275

9.

д.Тарабай

Трапай ялĕ

315

10.

д.Сормово

Сорăм ялĕ

119

11.

д.Берёзовка

Берёзовка ялĕ

140

12.

д.Кишля

Кишля ялĕ

24

13.

д.Красный Яр

Красный Яр ялĕ (Хĕрлĕ Çыр ялĕ)

факт. - 1 (по прописке - 11)

14.

д.Сосново

Урикасси ялĕ

126

15.

д. Липовка Вторая

Иккĕмĕш Липовка ялĕ

64

16.

д.Шорово

Шорово ялĕ

78

17.

пос.Черёмушки

Черемушки поселокĕ

61

Большеатменское сельское поселение

 

1403

18.

д.Большие Атмени

Мăн Этмен ялĕ

251

19.

д.Малые Атмени

Пĕчĕк Этмен ялĕ

142

20.

д.Шумшеваши

Шĕмшеш ялĕ

307

21.

д.Аликово

Уйпуç ялĕ

355

22.

д.Мочковаши

Çĕн Ирчемес ялĕ

304

23.

д.Малиновка

Малиновка ялĕ

44

Испуханское сельское поселение

 

1299

24.

д.Испуханы

Тралькасси ялĕ

224

25.

д.Мочей

Мучикасси ялĕ

217

26.

д.Кумаркино

Хăмаркка ял 

270

27.

д.Урумово

Кив Ирчемес ялĕ

184

28.

д.Карк-Сирма

Карăкçырми ялĕ

120

29.

д.Жукино

Шуккакасси ялĕ

100

30.

д.Торханы

Турхан ялĕ

184

Красночетайское сельское поселение

 

4999

31.

с.Красные Четаи

Хĕрлĕ Чутай сали

3021

32.

д.Черепаново

Туктамăш ялĕ

955

33.

д.Янгильдино

Енкĕлт ялĕ

411

34.

д.Ижекей

Ишеккасси ялĕ

345

35.

д.Томлей

Тумликасси ялĕ

225

36.

д.Пчёлка

Пчёлка ялĕ

24

37.

д.Дубовка

Дубовка ялĕ

18

Пандиковское сельское поселение

1573

38.

с.Пандиково

Пантьăк сали

196

39.

д.Мижеркасы

Мишеркасси ялĕ

313

40.

д.Питишево

Утаркасси ялĕ

351

41.

д.Кошкильдино

Пухтанкасси ялĕ

101

42.

д.Хвадукасы

Хватукасси ялĕ

267

43.

д.Осиново

Ирчкасси ялĕ

114

44.

д.Хирлукасы

Хирлÿкасси ялĕ

223

45.

д.Лоба

Лоба ялĕ

4 (факт.) 8 (прописка)

Питеркинское сельское поселение

 

993

46.

д.Питеркино

Питĕркасси ялĕ

645

47.

д.Кубяши

Кÿпеш ялĕ

165

48.

д.Хорабыр

Хурапыр ялĕ

155

49.

д.Вишенеры

Вишенер ялĕ

28

Староатайское сельское поселение

1109

50.

д.Старые Атаи

Кив Атикасси ялĕ

274

51.

д.Русские Атаи

Вырăсушкăнь ялĕ

166

52.

д.Новые Атаи

Çĕн Атикасси ялĕ

181

53.

д.Чербай

Чурпай ялĕ

65

54.

д.Яманы

Яманкасси ялĕ

148

55.

д.Кошлауши

Кушлавăш ялĕ

59

56.

д.Кузнечная

Анат Çĕрпÿкасси ялĕ

178

57.

д.Акташи

Акташ ялĕ

38

Хозанкинское сельское поселение

1526

58.

д.Хозанкино

Хусанушкăнь ялĕ

143

59.

д.Санкино

Сĕнтĕкçырми ялĕ

285

60.

д.Ягункино

Тракушкăнь ялĕ

176

61.

д.Тиханкино

Тихăнушкăнь ялĕ

181

62.

д.Верхнее Аккозино

Тури Çĕрпÿкасси ялĕ

362

63.

с.  Хоршеваши

Пĕрремĕш Хурашаш сали

126

64.

д. Вторые Хоршеваши

Иккĕмĕш Хурашаш ялĕ

253

Штанашское сельское поселение

741

65.

с.Штанаши

Штанаш сали

375

66.

д.Арайкасы

Арайкасси ялĕ

85

67.

д.Обыково

Упукушкăнь ялĕ

104

68.

д.Кюрлево

Кĕрлев ялĕ

87

69.

д.Горбатовка

Горбатовка ялĕ

38

70.

д.Лесная

Вăрманкас ялĕ

52

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1