Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Пурăнатпăр вăрахăн..."

Категория: Общество Опубликовано: 15.02.2019, 10:28 Просмотров: 469

Çапла калать Красный Яр ялĕнче виççĕмĕш çул пĕччен хĕл каçакан

Ача чухне утăçи вăхăтĕнче тăтăшах çỹренĕ Красный Яр ялĕнче юлашки хут хăçан пулнине астумастăп та. Çавăнпа та çак ялта хĕлле пĕр çын кăна пурăннине пĕлсен унта çитсе курма шутларăм.

Малтан Атнар ял тăрăхĕн администрацине çитсе Красный Яр ялĕнчи лару-тăру пирки ыйтса пĕлтĕм. 43 киллĕ ялта пропискăра 11 çын тăнине, хĕлле вара пĕр çын пурăннине каларĕç мана кунта.

Район центрĕнчен 18 километрта вырнаçнă пĕчĕк яла хĕллехи вăхăтра та çул тасатсах тăраççĕ. Эпир редакци машинипе унта çитнĕ чух пире хирĕç ялтан трактор юр тĕксе тухатчĕ. Çакă мана хăйне евĕр тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те: "Апла пулсан кунта пурнăç пĕтсех ларман-ха", - шухăшларăм эпĕ. Пырса кĕнĕ чух юпа çине çырса çакнă ял ятĕнче пĕр саспалли тухса ỹкнине, ăна çырнă материалĕ çĕтĕлнине курсан ку ял çинчен манса кайнăнах туйăннăччĕ.

Урам варрипе çулĕ пур-ха, çуртсем патне вара тахçантанпах этем ури ярса пусманни сисĕнчĕ - шурă юр çинче пĕр йĕр те çук. Çурчĕсем вара ку ялта тĕрлĕрен - кивелнисем те, чалăшнисем те, йăлтах арканнисем те пур, çав хушăрах чип-чипер ларакан, йывăçран хăпартнă е кирпĕчрен купаланă çуртсем те курăнкалаççĕ.

Ялăн чи вĕçĕнче пурăнакан Николай Иванович Сорокин эпир çитнĕ чух гаражран тухрĕ, аллине пралук яваласа тытнăччĕ. "Юпа çинче çутă çук, хам майласа пỹрт умне лампочка çакасшăн-ха, - терĕ вăл эпир мĕн çăмăлпа çỹренине пĕлсен. - Ял тăрăхĕн администрацине çитсе каларăм-ха ялта çутă юлманнине. Унччен пурччĕ çутă..."

Çапла калаçкаланă май Николай Иванович пỹрте кĕме сĕнчĕ. Пысăк кирпĕч çуртра пỹлĕмĕсем те пысăк, çутă, таса, хăтлă. Яла газ кĕртменрен хĕлле пỹрте вутăпа хутса ăшăтать кил хуçи. Сăмах çăмхи сỹтĕлнĕçемĕн Николай Сорокин хăйĕн пирки каласа пачĕ.

1957 çулта Красный Яр ялĕнче кун çути курнă Николай Иванович. Çемьере тăватă ача пулнă, Коля - асли. Пуçламăш класра вăл ялти шкултах вĕреннĕ, унтан - Березовкăри шкулта. Шкултан вĕренсе тухсан Украинăна электрослесарь-автоматика вĕренме кайнă, кайран унтах шахтăра ĕçленĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Николай Сорокин тăван тăрăха таврăнса Сăр урлă кĕпер тунă çĕрте çỹллĕ çĕрте ĕçлекен монтажникра виçĕ çул хушши тимленĕ. 1976 çулта Çĕмĕрлери ДОСААФ-ран водителе вĕренсе тухнă та 1981 çулччен ПМК-3 организацире шоферта ĕçленĕ, унтан - Сельхозхиминче автобуспа, бульдозерпа.

1983 çулта Николай Иванович хăйсен тăрăхĕнче лесникра ĕçлеме пуçлать. Тем вăхăтран Кишлĕри лесника куçать те унта 24 çул хушши тимлет. Кайран "Коминтерн" хуçалăхра трактористра вăй хурать, унтах тивĕçлĕ канăва тухать, анчах тỹрех ĕçлеме пăрахмасть. Пĕлтĕр май уйăхĕнче тин ĕçе çỹреме чарăннă Николай Иванович.

Николай Ивановичпа мăшăрĕ 5 ача - тăватă хĕрпе пĕр ывăл - çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, мăнукĕсем те чылай Николай Ивановичăн. Май пур таран тăван килне килсех çỹреççĕ вĕсем. Шел те, Николай Ивановичăн мăшăрĕ ултă çула яхăн каялла пурнăçран уйрăлнă.

Халĕ пурăнакан çурта Сорокинсем 1986 çулта çĕкленĕ, 2001 çулта пурăнма кĕнĕ. Хăй вăхăтĕнче çемье икшер лашапа ĕне, вăкăр, сысна усранă. Халĕ те кил картишĕ пушах мар темелле ĕнтĕ: сурăх, кроликсем, чăх-чĕп пур.

Аякри пĕчĕк ялта пĕччен пурăнакан çын пирки темшĕн-çке малтанласа вăл ыттисемпе çыхăну та çухатнăн туйăннăччĕ мана. Анчах та чăннипе пач урăхла иккен. Сотовăй телефон çыхăнăвĕ те пур кунта, спутник антенни урлă телевизор курма пулать. Çăмăл машина пулнăран Николай Иванович апат-çимĕçпе хуçалăхра кирлĕ пулакан ытти тавара туянма тăтăшах район центрне тухса çỹрет. Çулла пахчари ĕçсене пурнăçлама трактор, хĕлле юр тăрăх çỹреме мототехника пур унăн.

Пире ăсатма тухсан Николай Иванович, çуралса ỹснĕ ялăн урамĕ тăрăх пăхса, хăйĕн шухăшне çапла палăртрĕ:

- Яла газ кĕртнĕ пулсан пурăнатчĕç те пулĕ кунта çынсем. Халĕ вара, куратăр пулĕ, тăван ялăм пушанса юлчĕ, виççĕмĕш хĕл пĕччен тенĕ пек хĕл каçатăп. Тепĕр чухне пулăçсем иртсе çỹреççĕ пирĕн ял витĕр - Сăр инçе мар та. Унччен тĕрлĕ колхоз çаранĕсем пулнă уйсем вара халĕ никама та кирлĕ мар, çулла килсе çулакан та çук. Малтанхи пек çу каçма колхоз ĕнисене те илсе килмеççĕ. Вырăнĕ хитре вара кунта, вăрман çывăхрах, йĕри-тавра çырла-кăмпа - пуçтарма ан ỹркен кăна. Çу кунĕсенче яла килекенсем пур-ха, ача сассисем те илтĕнеççĕ. Пурăнатпăр çапла вăрахăн...

Саспа каламарĕ пулин те, Николай Ивановичăн сăмахĕсенчен çакă сисĕнчĕ - вăл та çакăнтан пăрахса каяс пулсан ку ялта яланлăхах тĕтĕм сỹнме пултарать. Çакна ăнланнăранах, тăван ял шăпишĕн шухăшланăранах Николай Сорокин çак тĕтĕме сỹнме памасть те пулĕ.

Валерий Орловăн районти ялсемпе саласен историне сăнлакан "Отчий край" кĕнекинче (2011 çулта кун çути курнă) Красный Яр (Хĕрлĕ Çыр) пирки çапла çырнă: ял 1920 çулта йĕркеленнĕ, ялта 11 хуçалăх пулнă, 48 çын пурăннă; 1926 çулта 19 хуçалăхра 80 çын пурăннă; 1939 çулта - 211 çын. 1930 çулта кунта "Красный остров" колхоз йĕркеленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăран 14 çын таврăнайман. 1979 çулта ялта 112 çын пурăннă (50 арçынпа 62 хĕрарăм), 2002 çулта 43 хуçалăхра 45 çын (22 арçынпа 23 хĕрарăм) пурăннă.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5