Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чи вăйлисене - медальсемпе парнесем, çирĕп сывлăх - пурне те

Категория: Общество Опубликовано: 15.02.2019, 10:28 Просмотров: 396

Февралĕн 9-мĕшĕнче пирĕн районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2019" массăллă чупу иртрĕ. Спорт уявĕ Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта пулчĕ. Илемлĕ вырăнта йĕркеленĕ ăмăртăва йĕлтĕр спортне кăмăллакансем, тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем, ачасенчен пуçласа аслă çулсенчисем таранах пухăнчĕç.

Йĕлтĕрçĕсене ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин ЗАГС пайĕн начальникĕ Алексей Вязов, район пуçлăхĕ Александр Степанов тата райадминистрацин пуçлăхĕ Александр Башкиров саламларĕç, спортсменсене финиша çĕнтерỹпе çитме сунчĕç.

Чи малтанах VIP-чупу иртрĕ. Унта район ертỹлĕхĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ тытăм подразделенийĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине шкул ачисем, унтан аслисем тăчĕç. Спортсменсем ỹсĕмне кура 1,5 тата 3 километрлă дистанцисене парăнтарчĕç.

10-12 çулхи хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Çĕн Атикасси шкулĕнчи Кристина Михайлова тухрĕ. Питĕркасси шкулĕнчи Лера Федоровапа Диана Михуткина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çак çулхи арçын ачасем хушшинче Артем Ярдыванкин (Хусанушкăнь шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ, Хĕрлĕ Чутайри шкулта ăс пухакан Ярослав Даниловпа Дмитрий Лукин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

13-14 çулхи хĕрачасенчен çаксем палăрчĕç: Елена Мурайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - пĕрремĕш, Вероника Дадюкова (Питĕркасси шкулĕ) - иккĕмĕш, Ксения Иванова (Атнар шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак çулхи арçын ачасенчен Богдан Яркин (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) финиша пĕрремĕш çитрĕ, Михаил Жуков (Çĕн Атикасси шкулĕ) - иккĕмĕш, Владимир Кондратьев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - виççĕмĕш.

15-16 çулхи пикесем хушшинче Питĕркасси шкулĕнче ăс пухакан Ева Кутузована çитекен пулмарĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнчи Олеся Корчаковапа Олеся Маламайкина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Асăннă çулхи каччăсем хушшинче Атнар шкулĕнчи Алексей Кузьмин тата Çĕн Атикасси шкулĕнчи Александр Ефремов пĕрремĕшпе иккĕмĕш пулчĕç. Питĕркасси шкулĕнчи Семен Сядайкин - виççĕмĕш.

7-18 çулхи хĕрсенчен çаксем палăрчĕç: Çĕн Атикассинчи Анастасия Вашурки-напа Светлана Ванюшкина пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç, Атнар шкулĕнчи Надежда Тибогайкина - виççĕмĕш. Çак çулхи каччăсем хушшинче мала тухнисем: Кирилл Бронюков (Атнар шкулĕ) - пĕрремĕш, Валерий Якимов (Çĕн Атикасси шкулĕ) - иккĕмĕш, çак шкулти Денис Ремизов - виççĕмĕш.

19-29 çулхи хĕрарăмсем хушшинче Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи Анастасия Осеева финиша пĕрремĕш çитрĕ, район больницинче тăрăшакан Лилия Зайцева - иккĕмĕш, Кив Атикасси ял тăрăхĕнчи Надежда Устинова _ виççĕмĕш. Çак çулхи арçынсем хушшинче Питĕркасси ял тăрăхĕнчи Василий Вазин пĕрремĕш пулчĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи Игнат Смирновпа Юрий Степанов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

30-39 çулхи хĕрарăмсенчен "Хĕвел" ача садĕнче тăрăшакан Оксана Андрианована çитекен пулмарĕ, Альбина Макарова (Хусанушкăнь шкулĕ) - иккĕмĕш, Татьяна Мидакова ("Пилеш" ача сачĕ) - виççĕмĕш. Арçынсем хушшинчи хĕрỹ тупăшура райпора ĕçлекен Дмитрий Волков финиша пĕрремĕш çитрĕ, Олег Миронов (Кив Атикасси ял тăрăхĕ) - иккĕмĕш, Николай Сатлайкин (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ) - виççĕмĕш.

40-49 çулхи хĕрарăмсенчен мала тухнисем: Галина Волкова (райпо) - пĕрремĕш, Алевтина Дадюкова (район администрацийĕ) - иккĕмĕш, Валентина Кондратьева (район администрацийĕ) - виççĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсем хушшинче Владимирсене çитекенни пулмарĕ. Владимир Михуткин (Питĕркасси ял тăрăхĕ) пĕрремĕш пулчĕ, Владимир Мурайкин ("Нива" ЯХПК) - иккĕмĕш, Владимир Швецов (Хусанушкăнь ял тăрăхĕ) - виççĕмĕш.

50-59 çулхи хĕрарăмсенчен Мишеркасси шкулĕнчи Римма Вазякова финиша пĕрремĕш çитрĕ, Елена Парикова (Кив Атикасси ял тăрăхĕ) - иккĕмĕш, Галина Гусельщикова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) - виççĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсенчен Иван Сатлайкин (Тури Çĕрпỹкасси шкулĕ) пĕрремĕш пулчĕ, Иван Михопаров ("Нива" ЯХПК) - иккĕмĕш, Василий Афанасьев ("Нива" ЯХПК) - виççĕмĕш.

60 çулхи тата унтан аслăраххисем хушшинче темиçе çул ĕнтĕ Людмила Михуткинана çитекенни çук, Надежда Ермакова (Мăн Этмен шкулĕ) - иккĕмĕш. Çак çулсенчи арçынсенчен Питĕр-касси шкулĕнчи Владимир Элеменкин пĕрремĕш пулчĕ, Мăн Этмен шкулĕнчи Владимир Кукушкин - иккĕмĕш.

70 çулхи тата унтан аслăраххисем хушшинче Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Валентин Харитонов финишра пĕрремĕш пулчĕ. Вăл çултан-çул йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса хăйĕн маттурлăхне çирĕплетсе парать, çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартать.

Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ "Пилеш" ача садне çỹрекен 3 çулхи Елисей Ладайкин пулчĕ.

Малти вырăнсене йышăннă йĕлтĕрçĕсене Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин Дипломĕпе наградăларĕç, "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2019" тенĕ калпак пачĕç. Район администрацийĕ тăрăшнипе медальсем те патăмăр.

Алексей НИКИТИН, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксен политикин секторĕн заведующийĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5