Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Европа ăмăртăвне хутшăнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 15.02.2019, 10:32 Просмотров: 345

fedorofФевралĕн 6-10-мĕшĕсенче Киров хулинче 14-18 çулхи яшсемпе хĕрсем хушшинче кире пуканне çĕклес енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ. Ăмăртусене çĕршывăн 52 регионĕнчи 580 çамрăк хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - районти "Хастар" физкультурăпа спорт комплексне кире спорчĕн уйрăмне çỹрекен Иван Федоров та (тренер-преподавателĕ - Ю.Бронюков).

Ăмăртусен пĕрремĕш кунĕнче спортсменсем кире пуканне вăрăм циклпа йăтас енĕпе тупăшнă. Иван 58 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче 68 очко пухса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Иккĕмĕш кунне каччă икĕ енлĕ ăмăртса 146,5 очко пухнă, улттăмĕш пулнă.

Лайăх кăтартусене пула Иван Федорова Европа ăмăртăвне хутшăнма Раççейĕн пĕрлештернĕ командин резерв тытăмне кĕртнĕ. Вăл кăçал июлĕн 6-мĕшĕнче Францири Париж хулинче иртĕ.

Спортсмен ăнăçу çулĕ çинчен малашне те ан пăрăнтăр, кун-çулĕ çĕнтерỹсемпе пуян пултăр.

А.АЛЕКСЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31