Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Кашни кунпа савăнса пурăнаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 15.02.2019, 10:39 Просмотров: 356

Январь уйăхĕ ветерансен сумлă юбилейĕсемпе пуян пулчĕ. Февраль уйăхĕ те унран кая мар. Акă нумаях пулмасть Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакан Анна Петровна Михеева, Хĕрлĕ Чутайри Ольга Ильинична Мохнатова хăйсен 95 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ. Тихăнушкăнь ялĕнчи Елена Ермолаевна Митинан вара 90 çулхи юбилейĕ пулнă. Çуралнă кунĕсенче ветерансем çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен, хăнасенчен салам сăмахĕсем йышăннă. Çак ятпах вĕсем РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ.

Юбилярсен кун-çулĕ çăмăл иртмен, нушине самаях тутанма тивнĕ вĕсен. Мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, çутă пуласлăхшăн малалла талпăннă. Кĕçĕнреххисем вĕсенчен ĕçе хăнăхса пынă, тĕслĕх илнĕ.

"Çак çула çитиччен мĕнле пурăнса çитнине сисеймерĕм те. Пурте самантра пулнă пек иртсе кайрĕ - вăрçи те, ĕçленĕ çулсем те. Халĕ хама лайăх туятăп. Юн пусăмĕ мĕнне пĕлместĕп те. Çамрăк чухне çăмăл тивмен, ĕçпе пиçĕхнĕ. Паянхи кун вара пурнăç питĕ лайăх. Кашни кунпа савăнса пурăнатăп. 100 çула çитме те шухăшлатăп", - тет Анна Петровна. Хăйĕн сумлă юбилейне вăл Алина мăнукĕпе тата тăванĕсемпе кĕтсе илнĕ.

Ольга Ильинична Мохнатова та хăйĕн Çуралнă кунне хăнасене хапăл туса йышăннă. 95 çул тултарнă кун кил хуçи тĕпелте кукăль пĕçернĕ. Вăл 39 çул хушши район больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче санитаркăра тăрăшнă. Мăшăрĕпе, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕпе, ывăл ỹстернĕ. "Çак çула çитнин вăрттăнлăхĕ - шанăçпа пурăннинче. Хăвăн ĕçе юратмасан та усси пулмасть. Çавăнпа та тỹрĕлĕхре ĕçлемелле, пурнăç тăршшĕпех çын юлмалла, тăван киле, çемьене, çĕршыва юратмалла", - тет Ольга Ильинична.

Елена Ермолаевна тăлăх хресчен çемйинче çуралнă. Хăйĕн кун-çулне ялхуçалăхăпе çыхăнтарнă. Вăл чылай çул хушши тăван колхозра дояркăра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Иван Яковлевичпа, 66 çул пĕрле пурăнаççĕ ĕнтĕ вĕсем. Мăшăр пилĕк ывăл çуратса ỹстернĕ (шел те, иккĕшин кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă), вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Вĕсем аякра пурăнаççĕ пулин те ашшĕ-амăш патне май пулсанах килсе çỹреççĕ, пулăшаççĕ. Елена Митинан Ача амăшĕн медалĕ пур. Митинсен çемйи вара "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ.

Паянхи кун ватăсем вăй пур таран хăйсемех тăрмашаççĕ, пахчари, хуçа-лăхри ĕçсене пурнăçлаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсан алла хаçат тытаççĕ, телевизор пăхаççĕ. Çывăх çынсен тимлĕхĕпе юратăвĕ ветерансене 100 çул таран пурăнма вăй-хăват парсах тăтăр. А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5