Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Патриотизмла воспитание - пысăк тимлĕх

Категория: Общество Опубликовано: 15.02.2019, 10:43 Просмотров: 773

IMG 5913Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхĕ пырать. Январĕн 23-мĕшĕнче пуçланнă уйăхлăх февралĕн 23-мĕшĕнче вĕçленет. Çак хушăра пирĕн районта та çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парассипе тĕрлĕ мероприяти иртет.

Февралĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта асăннă уйăхлăх шайĕнче Раççейĕн çар историйĕнчи паллă кунне - 1943 çулта совет çарĕсем Сталинград патĕнче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнине - халалланă мероприяти иртрĕ.

Асăну мероприятине Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç.

Мероприятире чыслав саманчĕ те пулчĕ. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕç ленĕшĕн тата ачасене патриотизмла воспитани парас ĕçе тỹпе хывнăшăн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Нестерович Живоев, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Петровна Альгешкина, вырăс чĕлхипе литература учителĕ Светлана Вадимовна Яруськина, математика учителĕ Эльвира Варсанофьевна Иванова Николай Малов депутатăн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

10-мĕш класра вĕренекен София Куликова та тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăннăшăн Тав çырăвне тивĕçрĕ. София кăçал вырăс чĕлхипе 9-11-мĕш классем хушшинче иртнĕ республика шайĕнчи олимпиадăра палăрма пултарнă, призерсен шутне кĕнĕ. Палăртмалла, олимпиадăна ăна вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Алина Геннадьевна Магаськина хатĕрленĕ.

Унпа пĕрлех София Куликова ыран Шупашкарта шкул тулашĕнчи ĕçсене пурнăçлакан "Эткер" центрта иртекен вăрман олимпиадин финалне хутшăнать. Елена Николаевна Орлова биологи учителĕ ертсе пынипе мат тур шкул ачи республикăри 35 ача йышĕнче асăннă олимпиадăн финалне хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ.

Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕç тулли шайра пурнăçланса пырать. Ку енĕпе юлашки çулта туса ирттернĕ ĕçсем пирки шкул директорĕн ĕçĕсене туса пыракан Вероника Николаевна Архипова каласа пачĕ.IMG 5957

Пурте пĕлетпĕр, ку шкултан вĕренсе тухнă "Авангард" кадет класĕ республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче те ырă ят çĕнсе илчĕ. Сăмах май, кадет класĕнчен вĕренсе тухнă яшсенчен чылайăшĕ хальхи вăхăтра çарпа çыхăннă аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илет: Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищи, Краснодарти Совет Союзĕн Геройĕ А.К.Серов ячĕпе хисепленекен çар авиацийĕн летчиксене хатĕрлекен аслă училищи, Раççей Оборона министерствин Хусанти аслă танк училищи, Сызраньти çар авиацийĕн вертолетпа вĕçекенсене хатĕрлекен аслă училищи, Раççей Оборона министерствин Мускаври çар университечĕ, Раççей МЧС-ĕн Мускаври Патшалăхăн пушара хирĕçле службин академийĕ. Кадетсем отпуск е каникул вăхăтĕнче тăван шкула килсех тăраççĕ, вĕрентекенĕсемпе тата шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ.

Кадет класĕн наставникĕ пулнă физкультура учителĕ Эдуард Васильевич Романов салтак çулне çитмен çамрăксемпе аван ĕçленипе палăрса тăрать. Халĕ педагог тĕрлĕ классенче вĕренекен арçын ачасенчен çĕнĕ команда йĕркеленĕ. Шкулта иртнĕ мероприятире вĕсем салтак çулне çитмен çамрăксен кăçалхи Спартакиадине мĕнле хатĕрленнине кăтартса пачĕç: стройпа утассин хăш-пĕр пайĕсемпе паллаштарчĕç, автомат сỹтсе пухрĕç. Мероприятие пухăннисем çавăн пекех тĕл пеме вĕренмелли ятарлă "Скат" хатĕрпе мĕнле ĕçленине сăнама пултарчĕç.

Галина Александровна Мидюкова физкультура учителĕ ертсе пыракан çамрăк армеецсем те (вĕсен йышĕнче пĕлтĕрхи Спартакиадăна хутшăнса республика шайĕнче çĕнтернисем те пур) хăйсен гимнастикăри пултарулăхĕпе паллаштарчĕç: арçын ачасем турник çинче туртăнчĕç, хĕрачасем кĕвĕ янăранă май тĕрлĕ хăнăхтарусем турĕç.

Хăнасем салтак çулне çитменнисен тата çамрăк армеецсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç, ачасене патриотизмла воспитани парас ĕç шкулта малашне те çỹллĕ шайра пулса пырасса шаннине палăртрĕç.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1