Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Социализмла ĕç Геройне А.Смалайкина - 90 çул

Категория: Общество Опубликовано: 15.02.2019, 10:45 Просмотров: 558

Кăтартуллă хуçалăх ятне тивĕçнĕ

smalaykin vazakov1956 çулта КПСС Хĕрлĕ Чутай райкомĕ сĕннипе Александр Смалайкина "Искра" колхоз председателĕ пулма шаннă. 15 çул ялхуçалăх производствине аталантарас тата патшалăха çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем сутмалли пилĕкçуллăх плана тултарас тĕлĕшпе чаплă çитĕнỹсем тунăшăн Александр Дмитриевич Смалайкина, "Искра" колхоз председательне, Социализмла Ĕç Геройĕн ятне, Ленин орденĕ тата "Çурлапа мăлатук" ылтăн медаль пачĕç.

1971 çулта "Искра" колхоз Чăваш Республикинче кăтартуллă хуçалăх ятне тивĕçрĕ. Унăн çитĕнĕвĕсемпе паллашма тата А.Смалайкинăн пултарулăхне вĕренме килетчĕç. Ỹсĕмсем чăннипех пысăкчĕ. Вăрçă çулĕсенче кивелнĕ çуртсене çĕнетрĕç, ялсенче шкул çурчĕсене çĕнĕрен турĕç. "Шкул - вăл колхозăн кадрсем хатĕрлемелли цехĕ", - тетчĕ Александр Дмитриевич. Чăннипех, вăтам шкул пĕтернисем аслă пĕлỹ илсе тăван колхоза, района таврăнса агрономра, зоотехникра, инженерта ĕçлеме пуçларĕç. 15 çул вăй хучĕ А.Смалайкин. Çак хушăра колхозра Венгри, Болгари çĕршывĕсен делегацийĕсем хăнара пулчĕç, 1965 çулта космонавтсене йышăнчĕç. 8-мĕш пилĕкçуллăх (1965-1970 çç.) колхозшăн çĕнĕ те татăклă ỹсĕмсен çулĕсем пулчĕç. Çак хушăрах комплекслă бригадăсем йĕркеленчĕç, вĕсене хуçалăхăн расчечĕ çине куçарчĕç. Ун çинчен "Сельское хозяйство СССР" журналта (1971 ç., 4-мĕш №) статья пичетленчĕ. Çавăн хыççăн Болгарири Пловдив хулинчен çыру килчĕ. Унти ялхуçалăх институчĕн экономика кафедрин заведующийĕ Янков пирĕн "Искра" колхоз опычĕ хăйне интереслентерни çинчен çырса ячĕ. Ку ыйтупа çыхăннă материалсене ярса пама ыйтрĕ. Я.Д.Михатайкин экономистпа А.Д.Смалайкин ученый ыйтăвне хаваспах тивĕçтерчĕç. Пирĕн "Искра" колхозăн ỹсĕмĕпе ют çĕршывра та усă курма шутлани пире савăнтарчĕ. Выльăхсене интенсивлă майпа самăртасси, улăх-çарансене лайăхлатасси, улма-çырла сачĕ ĕрчетесси, хисеплĕ колхозник ятне, ятран тивекен пенси парасси, ĕçпе юрă уявĕ (Акатуй) ирттересси, нумай тиражлă "Хĕлхем" хаçат кăларасси, радиоузелпа усă курасси районта чи малтан "Искра" колхозран пуçланчĕ.

Шкулсене пулăшса ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн А.Д.Смалайкина РСФСР Çутĕç министерстви 1970 çулта "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа наградăларĕ. Кун пекки районта пĕрремĕш пулчĕ. Шкул çурчĕсем, пионерсен лагерĕ, медицина пункчĕсем, лавккасем, ветеринари учас-токĕ, почта, столовăй, правлени çурчĕсене тăвассипе нумай ĕçлерĕ, ял çыннисен пурнăçĕ лайăхланчĕ.

А.Смалайкин çавăн пекех çамрăксемшĕн тăрăшатчĕ. Колхозри комсомолецсен шучĕ 164 çитрĕ. 1986 çулта ВЛКСМ Хĕрлĕ Чутай райкомĕн комсомолецсен конференцийĕн ĕçне А.Смалайкинпа Л.Кашкарова партком секретарĕ хутшăнчĕç, шкул тата колхоз делегацийĕсемпе сăн ỹкерчĕç. А.Смалайкинăн ырă ĕçĕсене халăх манмасть. Вăл çуралнăранпа 90 çул çитнине районта паллă тунине Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакансем ырлаççĕ, уншăн район ертỹçисене тав тăваççĕ.

И.ВАЗЯКОВ, обществăлла корреспондент,

А.ПОРФИРЬЕВ, Пантьăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Ачалăхра курнă нушана никама та сунман

smalaykin romanovФевралĕн 21-мĕшĕнче Социализмла Ĕç Геройĕ Александр Дмитриевич Смалайкин çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл пурнăçра мĕнлерех пулнă, хăйĕн кун-çулне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарма ăна кам, мĕн пулăшнă? Çак тата ытти ыйтусен хуравне уçăмлатас тесе алла ручка тытса çырма лартăм эпĕ.

Кирек камăн пурнăçĕ ачалăхран пуçланать. Александр 1929 çулта Туканаш ялĕнче пилĕк ачаллă çемьере çуралса çитĕннĕ. Çав çулсенчех ашшĕпе амăшĕ анчах йĕркеленнĕ колхоза кĕнĕ. "Кам çĕр ĕçне юратать, вăл выçса вилмест", - тенĕ вĕсем ачисене. Ялти пуçламăш тата Атнарти вăтам шкулсенче вĕреннĕ вăхăтрах ачисем çулсерен çуллахи каникулсенче ашшĕпе тата халăхпа пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă, пĕчĕк хресчен шутне кĕнĕ.

Вăрçă пуçлансан ашшĕне Тăван çĕршыва хỹтĕлеме, нимĕç фашисчĕсене çапса аркатма илсе каяççĕ. Анчах та мăшăрĕпе ачисем ăна çĕнтерỹпе кĕтсе илеймен. Çав çулах ашшĕ Ленинград хулине хỹтĕленĕ чухне паттăрла çапăçса пуçне хунă. Вăрçă вăхăтĕнче ялта та никама та çăмăл пулман: пĕр-пĕрне пулăшмасăр, çирĕп тĕрев тупмасăр ура çинче тăма çав тери йывăр пулнă. Вăрçă пĕтнĕ çул вĕсен çемйине тепĕр пысăк хуйхă пырса çапать, амăшĕ йывăр чирленине пула ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Хурлăх. Пысăк хурлăх... Кунта сăмах вăйсăр. Çемьере Александр асли пулнă май пĕтĕм пурнăç йывăрлăхĕ ун çине тиеннĕ. Кĕçĕннисене тăрантарма, тумлантарма çăмăл пулманни паллă. Темĕнле хурлăх пулсан та кĕçĕннисене пăхса ỹстермеллех тесе шутланă вăл. Сĕтел çинче çăкăр пултăр, вĕсен пурнăçне çăлса хăварас тесе вунпилĕк çулхи çамрăк ача хĕллехи вăхăтра уя тислĕк кăларма тухнă, вăрлăх тасалама пулăшнă. Çулла тырă вырнă çĕре хутшăннă.

Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. 17 çулта вăл хăйсен çемйине йыш хушать, ялти хĕре арăм тăвать. Иккĕшĕ вара колхозра вăй хунă вăхăтрах килти хуçалăха тытса пынă. Вĕсем тума пĕлмен ĕç пулман, кил-йышра туслăх палăрса тăнă. Тăрăшулăхне кура çамрăка колхоз бригадирĕ пулма шанаççĕ. Çав çулсем унăн ертỹçĕ ĕçĕн пуçламăшĕ теме пулать. 1952 çулта çартан таврăнсан ялхуçалăхĕнче ĕçлессине вăл малалла тăсать. Тепĕр çултан ăна Шупашкарти колхозсем валли ертỹçĕсем хатĕрлекен ялхуçалăх вăтам шкулне вĕренме яраççĕ. Ăна вĕренсе пĕтерсе алла диплом илсен вăл Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз агрономĕнче ĕçлеме тытăнать. Кунта вăл тăрăшса вăй хурать, вăйлă тыр-пул çитĕнтермелли ĕç яваплăран та яваплă пулнине туйса илет. Çав çулсенчех Александр Дмитриевич коммунистсен партине кĕрет, общество ĕçне хастар хутшăнма тытăнать.

1956 çулта февраль уйăхĕнче ăна çĕнĕ ĕçе куçараççĕ, "Искра" хуçалăхăн председателĕ пулма суйлаççĕ.

Ĕçпе пиçĕхнĕ, халăхшăн тăрăшнă

Хĕрỹллĕн, çухалса каймасăр, пысăк яваплăха туйса тытăннă ĕçе çамрăк председатель. Чи малтан вăл юхăннă колхоза ура çине тăратмалли çул-йĕр шырать, ĕç дисциплинине çирĕплетет, кашни ĕçшĕн яваплă специалистсене уйăрса лартать, районти колхозсемпе тата ытти организацисемпе çыхăнăва йĕркелесе ярать, пысăк ĕçсене пурнăçлама вĕсемпе килĕшỹсем тăвать. Çапла майпа хуçалăх пĕчĕккĕн ураланса вăй илет, ĕçсем майĕпен кирлĕ пек йĕркеленсе кайма тытăнаççĕ. Хĕрỹ çураки е вырма вăхăтĕнче ертỹçĕ хăй те уй-хиртен кĕме пĕлмен темелле.

Колхозра ĕç шавĕ сарăлса пынă, хире лашасемпе тислĕк, торф кăларнă. Ĕнесен ăратлăхне лайăхлатнă май сĕт суса илесси те самаях пысăкланнă, дояркăсене укçа хушса тỹлеме тытăннă, ферма çурчĕсене юсаса тăнă.

1956-1957 çулсенче ялхуçалăх культурисен тухăçне ỹстерсе тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес тĕлĕшпе тунă çитĕнỹсемшĕн колхоза Пĕтĕм Союзри ялхуçалăх куравне хутшăнма çирĕплетнĕ, электричество вăйĕпе ĕçлекен установка парса чысланă. Колхозшăн ку чи пĕрремĕш çитĕнỹ пулнă темелле.

1959 çулта Хăнатар тăрăхĕнчи пĕчĕк хуçалăхсене "Искра" колхозпа пĕрлештернĕ хыççăн вăл çултан-çул çирĕпленсе пынă. Пĕрлештериччен пĕчĕк хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисем юхăннă пулнă, вĕсем тупăш парас вырăнне тăкак çеç кỹнĕ. Юсаса çĕнетнĕ хыççăн выльăхсене пăхма ĕçе юратакан колхозниксене çирĕплетнĕ. Тепĕр çултан фермăсенчи ĕçсем йĕркеленсе çитнĕ. Ку тĕле кашни 100 гектар çĕр пуçне 31 центнер аш-какай, 70 центнер сĕт, 4135 çăмарта илнĕ.

Пĕрлешсе пысăклансан строительство ĕçĕ те сарăлнă: гараж, мастерской, арман, тырă усрамалли складсем, кашни ялта витнĕ йĕтемсем тата ыттине те тунă. Тăрăшни ахаль пулман, хуçалăх экономики тĕрекленсе пынă, патшалăха тырă, çĕрулми, сĕт, аш-какай сутмалли плана ăнăçлă пурнăçланă. Çав çулсенче экономикăри пур кăтартусене те шута илсен "Искра" хуçалăх районти 34 колхозран тăваттăмĕш вырăна тухнă.

1965 çултан пуçласа ялхуçалăхне патшалăх пысăк пулăшу пама тытăнсан колхоз ĕçĕ тĕпрен улшăну тума тытăнать, пурлăхпа техника никĕсĕ татах вăйланать. Ялхуçалăх продукцийĕн сутăн илмелли хакĕсене ỹстерни, планран ирттерсе сутнăшăн хушса тỹлемелле туни - пурте колхоза лайăхрах ĕçлеме паха майсем туса панă. Александр Дмитриевич çĕр ĕçченĕсен нушине ăнланакан çын пулнă. Колхозниксен ĕçри хастарлăхне ỹстерес тесе вĕсен çемйисем валли йывăç çуртсем тутарттарнă. Кашни уйăхрах колхозăн 37 ĕç ветеранне пенси çумне 30 тенкĕ хушса тỹленĕ. Колхоз хăйĕн вăйĕпе "Хĕлхем" хаçат кăларма тытăннă. 1967 çулта колхозăн таса тупăшĕ 207 пин тенкĕ пулнă, 1970 çулта ку хисеп 457 пин тенке çитнĕ. Колхозăн тем тĕрлĕ техникă та пулнă: 30 ытла трактор, 20 автомашина, 9 комбайн, хăватлă бульдозер, автокран, экскаватор тата ытти те. Патшалăх çуллен çителĕклĕ минераллă удобрени уйăрса панă. Сысна ашĕ туса илмелли комплекса та хута янă кунта.

Колхоз хăйĕн вăйĕпе çуллен çĕнĕ çуртсем лартнă. Мишеркассинчи вăтам, Пантьăкри 8 çул вĕренмелли шкулсем валли 5 çурт, учительсем валли хваттерсем, клубсем, лавккасем, фельдшер пункчĕсем, ачасем валли Сăр хĕрринче "Туслăх" лагерь çĕкленĕ. Сăр юханшыв леш енчи кỹршĕллĕ тата туслă "Путь к коммунизму" колхозпа çыхăнăва çирĕплетнĕ. Деянри 8 çул вĕренмелли тата Мишеркассинчи вăтам шкул коллективĕсем туслă пулнă. Колхозра пултаруллă ĕçченсем ỹссе çитĕннĕ. 30 çынна орденсемпе, медальсемпе чысланă. Е.Иванова экономист-агроном, В.Мартышкин бригадир, М.Кириллова доярка, Е.Морозова пăру пăхакан, А.Куликовпа П.Долгов трактористсем орден кавалерĕсем пулса тăнă. Хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтрах хăй аслă парти шкулне вĕренсе пĕтернĕ тата темиçе хутчен район Канашĕн депутачĕ, КПСС райкомĕн бюро членĕ пулнă.

Колхоз çулран-çул республикăри, çĕршыври паллă хуçалăхсен тĕслĕхĕпе аталанса, ỹссе пынă. Патшалăха тырă, çĕрулми, сĕт, аш-какай тата ыттине сутмалли плансене ытлашшипех ирттерсе тултарнă. 1970 çулта колхозăн пĕтĕм укçа-тенкĕ тупăшĕ 1 миллион та 374 пин тенке çитнĕ, хуçалăх рентабельлĕхĕ 42,6 процентпа танлашнă. Çак ĕçре парти организацийĕпе правлени, ялхуçалăх специалисчĕсен тỹпи пысăк пулнă. 1970 çул кăтартăвĕсем тăрăх, колхоз РСФСР Ялхуçалăх министерствипе ялхуçалăхĕнчи хатĕрлев ĕçĕнчи рабочисемпе служащисен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн Президиумĕн куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялавне тата укçан пĕрремĕш преми илме тивĕç пулнă.

1971 çулта пултаруллă хуçалăх ертỹçине Александр Дмитриевич Смалайкина ялхуçалăх производствине аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн тата патшалăха выльăх-чĕрлĕхпе пахча çимĕç продукчĕсене сутас тĕлĕшпе пилĕкçуллăх планне пурнăçланăшăн Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă, Ленин орденĕпе чыс тунă. Унăн ятне ЧАССР Ĕç Мухтавĕн, Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Пысăк çитĕнỹ çулĕ çине тăнă колхоз председательне хамăр районăн КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйланă. Ертсе пыракан ĕçре чылай çул пулни Александр Дмитриевич Смалайкина тăван районăн экономикипе хуçалăхне тата вĕрентỹпе культурине çĕкленĕ çĕрте те сахал мар паха ĕç тума май панă. Района аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ предприятисемпе организацисем уçса вĕсене çамрăк специалистсемпе çирĕплетнĕ. Çавăн пекех вăл хулапа ял хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес ĕçе те куçран вĕçертмен. Республикăри пысăк предприятисем пулăшу панипе колхозсенче хушма цехсем уçнă. ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă тапхăрта сессисенче тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явнă çĕре активлă хутшăннă.

1979 çулта Александр Дмитриевич чирлеме тытăнсан каллех "Искра" колхоза таврăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан ăна районти "Çын тата çутçанталăк" музейĕн директорĕ пулма шаннă.

Александр Смалайкинпа юратнă мăшăрĕ пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăннă. Вĕсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕре çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Александр Дмитриевич 2006 çулхи октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă.

 Герой пулса никам та çуралмасть. Çак сумлă ята ăнăçлă ĕçсемпе çĕнсе илеççĕ. Пурнăç ăна ĕçпе пиçĕхсе йывăрлăхсене çĕнтерме, ачаранах çăкăр хакне пĕлме, малашлăха шанса ырми-канми вăй хума вĕрентнĕ.

В.РОМАНОВ, Туктамăш ялĕ.

 

Февралĕн 21-мĕшĕнче 10 сехетре А.Д.Смалайкин çуралнă çурт çинче асăну хăми уçаççĕ. 10 сехет те 30 минутра "Çын тата çутçанталăк" музейра савăнăçлă мероприяти пулать. Кăмăл тăвакансене, хăй вăхăтĕнче пĕрле ĕçленисене музейра хапăл туса кĕтеççĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1