ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чутай тăрăхĕнчи Владимир Герасимова чылайăшĕ лайăх пĕлет. Вăл чылай çул хушши Хĕрлĕ Чутайри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче футбол енĕпе тренерта тăрăшрĕ. Хальхи вăхăтра "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче çамрăксене футбол выляс ăсталăха туптама пулăшать. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 яхăн çулпа танлашать, çав шутра педагогика тытăмĕнче - 36 çул. Çак хушăра Владимир Герасимов массăллă разрядлă 200 ытла спортсмена хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем пĕрре кăна мар республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă.
Владимир Валентинович Герасимов 1959 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Пчелка ялĕнче кун çути курнă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Ачаранах вăл спорт вăййисене кăмăлланă. Шкултан таврăнсан каçхине е канмалли кунсенче В.Герасимов юлташĕсемпе ытларах футбол выляма юратнă. Çамрăк шкулта, районта иртекен спорт мероприятийĕсене тăтăшах хутшăннă, малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Акă 1976 çулта вăл юлташĕсемпе футбол выляса "Кожаный мяч" кубока çĕнсе илнĕ. 1977-1979 çулсенче Пчелка каччи çар ретĕнче тăнă. Çар тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах вăл спортпа туслă пулнă, тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăннă. Çавăнпа та пулĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн вăл физкультура учителĕ пулас шухăшпа Тула облаçĕнчи Новомосковски техникумне çул тытнă. Кунта та студент спорт енĕпе техникум чысне пĕрре мар хỹтĕленĕ. Вăл кире пуканĕ йăтассипе, çăмăл атлетикăпа тата футбол выляссипе малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Ĕç стажне вара вăл 1981 çулта Питĕркасси шкулĕнче пуçланă, ачасене спортпа туслă пулма пĕтĕм вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă. 1984 çулта В.Герасимов тăрăшнипе Канаш хулинче пурăнакан çамрăксене чутайсем 2:0 шут-па çĕнтерме пултарнă. Калас пулать, Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул стадионĕ пурринче те Владимир Валентинович тỹпи пысăк. Вăл çине тăнипе стадионта тĕрлĕ йывăçсем ỹсеççĕ. Унта хурăнĕ те, çăки те, хырĕ те пур.
Çав вăхăтрах физкультура учителĕ "Октябрь" совхозра (унтан вăл "Питеркинский", "Четайский" хуçалăх та пулчĕ) спорт енĕпе çур ставкăпа инструкторта ĕçленĕ. 1988-1995 çулсенче каçхине ăста физкультурник Питĕркасси ял администрацийĕн çуртĕнче ташă кружокне ертсе пынă. Çавна май ăна 80-90-мĕш çулсенче район сцени çинче тăтăшах курма пулнă. Çулсерен иртекен смотр-отчета та вăл тăтăшах хутшăннă: хорта юрланă, куракансене хăйĕн ташшисемпе те савăнтарнă. В.Герасимов купăс калама та ăста. Хăйĕн купăс çеммипе тăванĕсемпе юлташĕсене юрлаттарать тата ташлаттарать.
1993 çултанпа Владимир Валентинович районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тăрăшнă.
В.Герасимов районти сунарçăсен обществин членĕ те. Пĕчĕклех вăрмана хăнăхнипе те пулĕ сунарçă ĕçне кăмăллать.
Спорт çынни çĕвĕç ĕçĕпе те кăсăкланать. Çамрăклах вăл хăйне валли кĕпе-йĕм çĕленĕ. Тĕрлĕ чĕрчунсен тирĕсенчен çĕлĕксем ăсталани те сахал мар пулнă.
Владимир Валентинович строитель те. Пушă вăхăтра вăл çурхи ăшă кунсенче çынсене кирпĕчрен хитре те капмар çуртсем купаласа пама та ỹркенмест. Кĕркунне вара кăмака купалать. Вăл тăванĕсене, кỹршисене сахал мар кăмака туса панă. Çавăн пекех вăл штукатур-маляр та, стекольщик та, плотникпа столяр та. Пĕр сăмахпа каласан, ỹркенмен ăста валли ĕç тупăнсах тăрать.
Владимир Герасимов çемйипе Питĕркасси ялĕнче тĕпленнĕ. Сăмах май, Владимир Валентинович мăшăрĕпе шăпах спорта кăмăлланине пула паллашнă. "Эпĕ ун чухне футбол пăхма кайнăччĕ. Вова çавăн чухне мана куç хывнă ĕнтĕ... Унтанпа çупа хĕл чылай черетленчĕ. 29 çул пĕрле пурăнатпăр" - тет "Пилеш" ача садĕнче 30-мĕш çул воспитательте вăй хуракан Людмила Александровна. Герасимовсем икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Асли - Екатерина, вăл çемьеллĕ те ĕнтĕ, ашшĕ-амăшне мăнук та парнеленĕ. Евгения хĕрĕ вара Саратоври юридици академийĕнче (прокуратура институтĕнче) ăс пухать.
Герасимовсен çемйинче пурте спортпа туслă. "Эпĕ те шкулта вĕреннĕ чухнех кĕске дистанцисене, эстафета чупма кăмăллаттăм. Районти, республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнаттăм. Хĕрĕмĕрсемпе çемье тупăшăвĕсенче те яланах ăмăртнă, малти вырăнсене йышăннă. Халĕ "Хастар" спорт комплексне çỹреме юрататăп. Волейболла вылятăп, бассейнра ишетĕп. Ачамăрсем те пирĕн спорт шкулне çỹресех çитĕнчĕç. Женя шывра ишме юратать, футбол вăййине кăмăллать, вăл та ашшĕ пекех уншăн чунне пама хатĕр", - тет Людмила Александровна.
Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Владимир Герасимова тĕрлĕ çул-сенче Чăваш Республикин Вĕренỹ министерствин тата Физкультурăпа спорт министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. Пĕлтĕр вара Шупашкарта августăн 23-мĕшĕнче иртнĕ республика шайĕнчи педконференцире Владимир Герасимов "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ" сумлă ята тивĕçнĕ.
Мĕнех, февралĕн 23-мĕшĕнче, чăн-чăн арçынсен уявĕнче, хăйĕн Çуралнă кунне паллă тăвакан тĕрлĕ енлĕ ăста ентешĕмĕре малашне те ырлăх-сывлăх, ĕçре тата спортра çĕнĕ ỹсĕмсемпе çĕнтерỹсем сунатпăр.
Н.ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |