ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче Афганистан çĕрĕ çинчен совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 30 çул çитрĕ.
Афганистанра 10 çул хушши пынă вăрçăра, 1979-1989 çулсенче, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр миллион ытла çын тухнă, 15 пин салтак пуçне хунă.
Чăваш Енрен унта тăватă пин çурă салтак пулнă, 115-шĕ вилнĕ, тăваттăшĕ хыпарсăр çухалнă. Районтан 119 каччă Афганистанра пулнă. Вĕсенчен иккĕшĕ - Геннадий Иванов тата Юрий Макаров - пуçне хунă. Шел те, Чечен вăрçи те пирĕн ентешсен кун-çулне вăхăтсăр татнă. Вăрçă вут-çулăмĕнче Валериан Быковпа Сергей Эзенкин пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлнă.
Çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланисене асăнмалли кун салтак-интернационалистсем кашни çулах пĕрле пухăнаççĕ. Кăçал та вĕсем чи малтанах район ертỹçисемпе тĕл пулса çавра сĕтеле хутшăнчĕç. Тĕлпулăва район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистрацин пуçлăхĕ Александр Башкиров, Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссарĕ Александр Прокопьев, районти социаллă службăсен представителĕсем хутшăнчĕç, салтак-интернационалистсене службăна тивĕçлĕ пур нăçланăшăн, хăюлăх кăтартнăшăн тав сăмахĕ каларĕç.
Çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕн редакци водителĕ Николай Исправников тивĕçрĕ.
Ачасемпе çамрăксене гражданпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе тỹпе хывнăшăн Иван Сатлайкин, Владимир Хохлов, Василий Ефремов район администрацийĕн Тав сăмахне илме тивĕç пулчĕç.
Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе активлă пулнăшăн тата Афганистан çĕрĕ çинчен совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа çар ĕçне хутшăннă Владимир Илюшин, Александр Васюков, Юрий Егоров, Геннадий Никитин, Василий Афанасьев Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссарĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
"Афганистан ветеранĕсен Раççейри канашĕ" тата "Вăрçă ветеранĕсем" обществăлла организацисен районти уйрăмĕсен ертỹçисем Александр Хозайкинпа Юрий Егоров сăмах илчĕç. Ветерансен юхăмне аталантарма тата çирĕплетме тỹпе хывнăшăн, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе активлă хутшăннăшăн район пуçлăхĕ Александр Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров, Питĕркасси, Тралькасси тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен ертỹçисем Афганистанри вăрçă инваличĕсен тата унта суранланнисен республикăри "Вăрçă инваличĕсем" обществăн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Вĕсен йышĕнчех обществăлла организацин активлă членĕсем - Юрий Егоров, Юрий Матвеев, Александр Хозайкин, Геннадий Никитин, Владимир Чеченешкин.
Çавра сĕтел наградăлассипе кăна вĕçленмерĕ. Кунта ялсенче пурăнакансем ертỹлĕхпе пĕрле тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.
Унтан, йăлана кĕнĕ тăрăх, пурте Афганистанра пуçĕсене хунă ентешсене асăнса палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.
Сăмах май, çар форми тăхăннă салтак-интернационалистсене райадминистраци çурчĕ патне утнă чухнех халăх асăрхарĕ. Вĕсене уявпа кашни иртен-çỹрен саламларĕ. Афган вăрçине хутшăннисем те (Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисем 9-рăн кăна юлнă) çултан-çул сахалланса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсен малашне те хăйсен ветерансен юхăмне аталантарса тата çирĕплетсе пымалла пултăр. Пĕр-пĕринпе тĕл пулма савăнăçлă сăлтавĕ тупăнсах тăтăр.
Александр ХОЗАЙКИН, "Афганистан ветеранĕсен Раççейри канашĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн ертỹçи:
- Афган вăрçине хутшăннисемпе кашни çулах пухăнма тăрăшатпăр. Шел те, районта Афган вăрçине хутшăннисене пурне те палламастпăр, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем мероприятисене хутшăнма вăхăт тупаймаççĕ. Акă кăçал та пĕр-пĕрне хисеплесе çавра сĕтеле хутшăнтăмăр. Шупашкара çитсе салтак-интернационалистсене халалланă концерт кайса куртăмăр. Çакна та хушмалла, кăçал чылайăшĕ уява салтак форми тăхăнса тухрĕ. Пăхма илемлĕ. Салтак тумĕ вăл хăюлăха, паттăрлăха, патриотизма сăнлать. Çавăнпа та Çĕнтерỹ кунĕнче те пурте салтак тумне тăхăнма палăртса хутăмăр.
Юрий ЕГОРОВ, Афганистанри вăрçă инваличĕсен тата унта суранланнисен "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацин районти уйрăмĕн ертỹçи:
- Афган вăрçине хутшăннисене çулсерен республикăри, ун тулашĕнчи сывлăха çирĕплетмелли санаторисене кайма путевка параççĕ. Унта пурте тỹлевсĕр. Çулшăн кăна тăкакланма тивет. Кăмăл пулсан мăшăрсене те пĕрле илме пулать. Хальлĕхе Мускав облаçĕнчи санаторие кайма икĕ путевка пур. Çакна валли "Вăрçă инваличĕсем" обществăлла организацин районти уйрăмне çитмелле.
А.ВАСЮКОВА.
Ноябрь 2024 |