ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Эпĕ Александр Дмитриевич Смалайкин ĕçленĕ тапхăрта колхозра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçларăм. Шкул пĕтерсен, 1969 çулта, ĕç кĕнеки уçсах вăл канăва кайичченех тĕрлĕ специальноçпе ĕçлерĕм: уй-хир бригадирĕнче, аслă агрономра, районти хуçалăхсене комбикормпа тивĕçтерсе тăракан (ОКЦ-15) цех начальникĕнче, профсоюз комитечĕн председателĕнче, Пантьăкри ĕçтăвком председателĕнче. Çавăнпа та Александр Дмитриевич Смалайкин колхоз председателĕпе пĕрле ĕçленĕ вăхăта паянхи кун пек астăватăп. Унпа пĕр вăхăтра ĕçленĕшĕн савăнатăп.
Вăл ĕçленĕ тапхăрта ялхуçалăх продукцине туса илсе çĕршыв планне тултарас енĕпе çирĕп ыйтатчĕç. Çав вăхăтрах колхозра ĕçлекенсене те тыр-пулпа, утă-улăмпа çителĕклĕ тивĕçтермелле пулнă. Пирĕн хуçалăхăн ун чухне сухаламалли çĕр лаптăкĕ 2517 гектар йышăнатчĕ, тата улăхсенче, Сăр юханшывĕ хĕррипе, хăй тĕллĕн çитĕнекен çарансем ешеретчĕç. Çак сухаламалли çĕр çинче çулсерен 1400-1500 гектар таран тĕштырă, 220-240 гектар çĕрулми, 15 гектар пахча çимĕç, 200 гектар выльăх кăшманĕ, ытти çĕр лаптăкĕ çинче пĕр тата нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтертĕмĕр. Хăмла пахчи 30 гектар йышăнатчĕ, панулми сачĕ 28 гектар ешерсе ларатчĕ. Хуçалăх патшалăха ялхуçалăх продукцине сутассипе малта пыратчĕ: тĕштырра 840 тоннăран 1020 тонна çитертĕмĕр, çĕрулми, пахча çимĕç, хăмла, кантăр тата уй-хирпе выльăх продукцине сутса тупăш самай илеттĕмĕр. Колхозра выльăх шучĕ те сахал марччĕ: сумалли ĕнесем - 520 пуç, чупнă пăрусем, çамрăк вăкăрсемпе пăрусем, лашасем. Икĕ хутлă комплексра сыснасем, сурăхсем, чăх-чĕп, пыл хурчĕсем тытнă. Выльăх-чĕрлĕхе апатпа тивĕçтерсе продукци илмелле пулнă пирĕн. Çак ĕçе пурнăçлама А.Д.Смалайкин правлени членĕсемпе колхозниксем умĕнче пысăк ыйту тăратрĕ, сухаламалли кашни гектар çинче тухăç хăпартмаллине каларĕ. Тепĕр майлă каласан, сухаламалли çĕр лаптăкне ỹстерсе колхозăн кĕлечĕсене тыр-пул ытларах хывма тĕллев лартрĕ.
Вăл вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти ГЭС-а ĕçлеттерсе Атăл юханшывне хăпартма палăртнăччĕ. Колхоз территорийĕпе юнашар Сăр хĕррипе çитĕнекен вăрман шыв айне пуласса пĕлтернĕччĕ. Çавăнпа та Хирлỹкасси çаранĕпе Сăр юханшывĕ хушшинчи юманлăха пĕтĕмпех касрĕç. Ял çыннисем вăл вырăна "Ăскасан", "Акиян" теççĕ. Ку лаптăк 300 гектар ытларах йышăнать. Каснă хыççăн ку вырăнта юман тункатисем ларатчĕç. А.Д.Смалайкин вăрман хуçалăх директорĕпе В.С.Илларионовпа килĕшỹ турĕ, Сăр юханшывĕ айне çитиччен выртакан çĕрсемпе усă курма ирĕк илчĕ. Йывăç тункатисене кăкласа пуçтарма, çĕре сухаласа ĕçлеме юрăхлă тума 1984 çулхи май уйăхĕнче пуçăнтăмăр. Юман тункатисене кăкласа тракторсем ял халăхĕ валли турттарчĕç. Ялхуçалăх культурисене акма юрăхлă çĕр тăвас тесе тракторсем, плугсем, дисклă сỹресем çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлерĕç. Техникăн хатĕр-хĕтĕрĕсем кунта вăрçă хирĕнчи пек çĕмĕрĕлчĕç. Трактор бригадин бригадирĕсем уй-хиртен тимĕр-тăмăр йăтса утатчĕç, каялла саппас пайсем çитеретчĕç. Çак 300 ытла гектар çĕр лаптăкĕ çинче майăн 24-мĕшĕнче кукурузпа хĕвелçаврăнăш хутăшĕ, сĕлĕпе пăрçа, вика акса пĕтертĕмĕр. Хуçалăхăн сухаламалли çĕр лаптăкĕ 2800 гектартан иртрĕ. Асăннă уйра çĕнĕ çĕр çинче тухăç питĕ лайăх пулчĕ. Август уйăхĕн вĕçĕнче çак уйрах Курган меслечĕпе силос хывса хăвартăмăр - колхоз выльăхĕ валли апат çите- лĕклĕ пулчĕ. Çапла майпа Александр Дмитриевич ертỹçĕ лартнă тĕллев туллин пурнăçланчĕ.
Çурт-йĕр, асфальт çул сарнă вăхăтсем те куç умĕнчех. Утаркассинчен пуçласа Этмене, çав хушăрах Ваçкаçырми ялĕ çывăхĕнчен Сăр юханшыв хĕррине, Пантьăкри механизациленĕ тата Утаркассинчи йĕтемсем çине каякан çулсене шăпах А.Смалайкин тăрăшнă вăхăтра турĕç. Çĕмĕрлери чугун çул хĕрринчи станцие вак чул тиенĕ вакунсем килетчĕç. Вак чула хуçалăхри машинăсем кăнтăрла та, çĕрле те турттаратчĕç. Пĕррехинче колхоз ертỹçи каçхине Ваçкаçырми ялĕ çумĕпе иртсе каякан çул çинчи вак чул турттармалли вырăна çитсе машинăсене мĕнле тиесе килнине сăнама хушрĕ. Эпĕ машинăсене ирчченех пăхрăм. Çу талнă тĕле çак вырăнта вак чул купин сăрчĕ ỹссе ларчĕ. Вăл хăй те çĕр çывăрман, ирпе-ирех ман пата çитрĕ, ĕç пирки ыйтрĕ.
Хуçалăхра тăватă комплекслă бригада ĕçлетчĕ. Кашнинчех тыр-пул, çĕрулми упрамалли кĕлетсем, машинăсемпе тракторсен паркĕсем, выльăх-чĕрлĕх витисем, сыснасем самăрлатмалли комплекс тата ыттине те йĕркелесе ятăмăр. Ялсенче пысăк плотинăсем тăвасси те унăн пуçарăвĕпех пулса пычĕ. Çак плотинăсене паянхи кун та ватти-вĕтти çỹреме кăмăллать, пулă тытма васкать.
Пантьăк ялĕнчи шкула çĕкленĕ чухне те сахал мар тăрăшрĕ А.Смалайкин. Районти музейра юсав ĕçĕсене тума колхозри строительсен бригадине ĕçе машинăпа турттарассине йĕркелерĕ вăл. 2-мĕш комплекслă бригадăн платникĕсем музея юсаса пĕтеричченех ĕçлерĕç.
Хуçалăхри ĕçсене механизацилессине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ ертỹçĕ. Пĕр тĕслĕхпе кăна çирĕплетсе паратăп. Çỹлерех асăнтăм ĕнтĕ, çĕрулми лаптăкĕ 220-240 гектар йышăнатчĕ. Ăна пуçтарса кĕртес ĕçе 100 проценчĕпех механизациленĕ тесен те йăнăш мар. Уйра иккĕмĕш çăкăра кăларса-пуçтарса илекен ятарлă 9 техника ĕçлетчĕ. Мехток çинче çĕрулми суйламалли пункт (КСП-15) пурччĕ, хранилищĕре - транспортерсем. Ытти ĕçсене те техникăпа пурнăçлаттăмăр.
Районти, республикăри хуçалăхсен опычĕпе паллашса вĕсене хамăр колхозра пурнăçа кĕртес енĕпе тимлетчĕ ертỹçĕ. Хуçалăх валли специалистсем хатĕрлессипе те ĕçлетчĕ. Унăн тăрăшулăхне пула "Искра" колхоз районти тата республикăри малта пыракан хуçалăхсен ретĕнче пычĕ. А.Д.Смалайкинăн ĕçĕсене ăна пĕлекенсем ыррипе кăна асăнаççĕ. Шел те, ун хыççăн ĕçленĕ ертỹçĕсем хуçалăха сыхласа хăвараймарĕç.
Н.КОРОБКОВ, районти АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ.
Ноябрь 2024 |