Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хытă каяшсене илсе тухасси, хуçасăр йытăсене тытасси...

Категория: Общество Опубликовано: 22.02.2019, 11:42 Просмотров: 969

Февралĕн 20-мĕшĕнче районта пĕтĕм республикăри пекех Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне ирттерме района Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Юлия Стройкова, ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова килсе çитрĕç. Вĕсем ял тăрăхĕсене çитсе, вырăнти халăхпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Район пуçлăхĕ Александр Степанов Атнар ял тăрăхĕнче, райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пулчĕç, шкул коллективĕпе, ял тăрăхĕн активĕпе, халăхпа тĕл пулса калаçрĕç.

Информаци кунĕнче пăхса тухнă тĕп тема - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру. Çырури тĕп самантсене сỹтсе явнă май вĕсемпе çыхăннă район кăтартăвĕсене те тишкерчĕç.

Информкунăн ытти темисем çинче те - хытă каяшсене илсе тухасси, хуçасăр йытăсене тытасси, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси, цифрăллă телекурав çине куçасси - чарăнса тăчĕç.

Хытă каяшсене пуçтарса тухассине çĕнĕлле йĕркелени хальлĕхе нумай ыйту çуратать. Хальхи вăхăтра яллă вырăнсенче çуп-çапа пуçтарса тиесе кайнăшăн тỹлемелли хака кăшт чакарасси енĕпе тишкерỹ ĕçĕсем пыраççĕ.

Урамра ирĕкре çỹрекен йытăсем çынсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çак кунсенче Çĕрпỹ районĕнче урама вĕçерĕнсе тухса тарнă икĕ овчарка пенси çулĕсенчи хĕрарăма кăшласа вĕлернĕ, тата икĕ арçынна хытах амантнă, вĕсене больницăна илсе çитернĕ. Ку ĕç пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

Килте усракан йытăсемшĕн хуçисем яваплă пулни пирки асăрхаттарсах тăратпăр пулин те, пирĕн районта та тăтăшах йытăсем ирĕкре çỹренине курма пулать. Çавăнпа та, инкек таврашĕ ан пултăр тесе, тепĕр хут аса илтеретпĕр - йытăсене кăкарса, хупса усрамалла, ирĕкре çỹретмелле мар.

Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни те пысăк и кек патне илсе çитерет. Информкунра çак ыйтăва сỹтсе явнă май пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ Алексей Ярабаев кил таврашĕнче огнетушитель тытма сĕнчĕ: вăл çав тери хаклă япала мар, пушар тухсан вара питĕ кирлĕ пулма пултарать.

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5