Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Икĕ йывăç çурт çуннă

Категория: Общество Опубликовано: 22.02.2019, 11:43 Просмотров: 361

Инкек куçа курăнса килмест тесе ахальтен каламаççĕ. Харпăр хăйĕн килĕнче пушар тухма пултарасса та никам та шутламасть. Акă Питĕркассинче пурăнакан пилĕк ачаллă çемье те февралĕн 13-мĕшĕнче кил-çуртсăр тăрса юласса чухламан та. Телее, çил-тăвăлпа вут-çулăм хытах алхаснă вăхăтра килте никам та пулман, çемье членĕсем пурте чĕрĕ-сывă. Пушар электрохатĕртен тухма пултарнă.

Тепĕр кунне вара Туктамăш ялĕн че пĕччен пурăнакан арçын çуртĕнче вут-çулăм "хуçаланнă", кил хуçин кĕлетки пиçсе кайнă. Сăлтавĕ - пирус туртнă чух вутпа асăрханусăр пулнинче. Палăртса хăвармалла, асăннă арçын килĕнче пушар пĕрремĕш хут кăна тухмасть. Аса илтеретпĕр, паянхи куна кăçал район территорийĕнче виçĕ пушар тухрĕ, пĕлтĕр ку тапхăрта тăватă вут-çулăм инкекĕ пулнăччĕ.

Районта пурăнакан хисеплĕ çыннăмăрсем! Пĕчĕк çăмăлттайлăх, асăр ханусăрлăх пысăк инкекпе вĕçленме пултарнине асра тытăр. Кивĕ электропралуксене çĕннипе ылмаштарма васкăр, юсавсăр оборудованипе усă ан курăр, вут тивертсен е пĕр-пĕр электрооборудование розеткăна чиксен тимлĕхсĕр ан хăварăр, ачасене шăрпăкпа выляма юраманни пирки асăрхаттарсах тăрăр. Ан манăр: инкеке асăрхаттарма çăмăлрах!

А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1