Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.02.2019, 11:45 Просмотров: 393

Февралĕн 20-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарчĕ.

Раççей историйĕнче çакă - 25-мĕш Çыру, Путиншăн вара - 15-мĕш. Ăна итлеме Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Аслă суд ертỹçисем, çĕршывăн ĕç тăвакан власть органĕсем, губернаторсем, общество ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем пухăннă.

Президент Çырăвне вуланă çĕре Чăваш Республикин делегацийĕ те, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе, хутшăннă.

Хăйĕн сăмахне Президент демографипе социаллă сфера ыйтăвĕсенчен пуçларĕ. Владимир Путин халăха упраса хăварасси тата çемьесене пулăшасси тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕ. Владимир Владимирович нумай ачаллă çемьесене паракан тỹлевсене ỹстерме, вĕсем валли налуксене çăмăллатма, ача сачĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă йывăрлăхсене пĕтерме, çемьесене ипотека тĕлĕшпе пулăшма чĕнсе каларĕ.

Çавăн пекех Президент сывлăх сыхлавĕпе вĕрентỹ сферисенчи çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. "Земство тухтăрĕ" программăпа ялсене ĕçлеме каякансен çул ỹсĕмне пăхассине пăрахăçлаççĕ, тухтăрсене пĕр миллион тенкĕлĕх, фельдшерсене 500 пин тенкĕпе танлашакан пулăшу парĕç. 2020 çултан пуçласа "Земство учителĕ" программа пурнăçланма тытăнмалла, педагогсене те пĕр миллион тенкĕлĕх пулăшу парасшăн. Эппин, малашлăхра пире чылай улшăну кĕтет, пирĕн пурнăç вĕсене пула лайăхланасса шансах тăратпăр. Çырури тĕп самантсем çинче тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕсенче чарăнса тăрăпăр.

Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Эпĕ те чылай Раççей гражданинĕ пекех çĕршыв ертỹçи Федераллă Пухăва тухнă Çырăва тимлесех итлерĕм. Мана Владимир Путин Президент демографи ыйтăвне уйрăм тимлĕх уйăрни килĕшрĕ. Владимир Владимирович нумай ачаллă çемьесене (тỹлевсем ỹстерсе, налуксем тата ипотека проценчĕсене чакарса...) пулăшмалли çинчен каларĕ. Пенсионерсем пирки те манмарĕ вăл. Халăхăн пурнăç шайне ỹстермелли тата ытти пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва хускатрĕ. Кашни ыйтăва конкретлăхпа çыхăнтарни кăмăла кайрĕ. Владимир Владимирович каланă тăрăх, чылай ыйту тĕлĕшпе плансем кăна мар, социаллă пулăшу мерисен хатĕр пакечĕ пирки сăмах пырать. Çырура палăртнă тĕп шухăшсем, плансемпе хушусем çĕршывра пурăнакансен, çав шутра пирĕн район çыннисен, пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшас тĕллевлĕ тесе шутлатăп. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5