Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пултаруллисене - депутат стипендийĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.03.2019, 10:13 Просмотров: 432

Февралĕн 22-мĕшĕнче районти Нумай функциллĕ культура центрĕнче Çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалланă уяв каçĕ иртнĕ. Унта пултаруллă та талантлă шкул ачисене Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн ятран паракан стипендине тивĕçнине ĕнентерекен сертификатсем парса чысланă.

Кăçал депутат стипендине Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен Дарья Волкова, Хусанушкăнь шкулĕнчи Вадим Степкин, Питĕркасси шкулĕнчи Сергей Вазин, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Вашуркина тата Вероника Якимова, Тури Çĕрпỹкасси шкулĕнчи Анастасия Яковлева, Атнар шкулĕнчи Руслан Никитин, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Петр Романов, Виктория Серина тата Яна Никифорова тивĕçнĕ.

Çавăн пекех уяв каçĕнче çамрăксене гражданла тата патриотла, кăмăл-сипет воспитанийĕ парас ĕçе тỹпе хывнăшăн райадминистрацин финанс пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ, Тинĕс çар флотĕнче службăра пулнисен районти обществăлла организацийĕн членĕ Петр Баринов, райадминистрацин право ĕçĕсен секторĕн эксперт специалисчĕ, районти Ашшĕсен канашĕн членĕ Алексей Матюшкин, район больницин врач-наркологĕ, пограничниксен çарĕнче службăра тăнисен районти обществăлла организацийĕн председателĕ Александр Яковлев РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Уяв каçне çавăн пекех район пуçлăхĕ А.Степанов, райадминистраци пуçлăхĕ А.Башкиров, Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов хутшăннă. Чыслав хыççăн уява пухăннисем концерт курса савăннă.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2