Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Продается 

корова с теленком, все вопросы по телефону

8937 955 75 08

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Шăпах вĕсен тылра ырми-канми ĕçлеме тивнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 01.03.2019, 10:15 Просмотров: 1011

Çулсем иртнĕ май ăру та улшăнать. Пирĕн вара вĕсене манмалла мар. Аслă Çĕнтерĕве мĕнле хакпа тивĕçнине, тăнăçлăха мĕнле хакпа сыхласа хăварнине асра тытмалла. Çамрăк ăрăвăн пирĕн халăхăн çар тата ĕç паттăрлăхĕпе мăнаçланмалла, ветерансене хисеплемелле, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă Аслă Отечественнăй вăрçă геройĕсене сума сумалла. Паянхи кун пурăнакан ветерансене хисеплесе вĕсен çĕнсе илнĕ ĕçне тимлĕн упрамалла.

Пирĕн Тăван çĕршыв историйĕн летопиçне хĕрарăмсемпе ачасен ĕç паттăрлăхĕ те çырăнса юлнă. Вĕсен вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчен пуçласа хаяр çапăçу мĕн пĕтиччен чылай йывăрлăх витĕр тухма тивнĕ. Шăпах вĕсен тылра ырми-канми ĕçлеме тивнĕ.

Çакăн пек хĕрарăмсен йышĕнче - Атнар ял тăрăхĕнче пурăнакан Клавдия Ивановна Абрамова тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчи Вера Николаевна Ейкова. Вĕсем çак кунсенче хăйсен 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ, çывăх çыннисемпе тăванĕсенчен, хăнасенчен салам сăмахĕсем йышăннă. Сумлă юбилейĕсемпе ветерансем Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам Çырăвне тивĕçнĕ. К

Клавдия Ивановна вăрçă пуçланнă чух 12 çулта пулнă. Ытти çамрăксем пекех тылра вăй хунă. Тем пек йывăр пулнă пулин те Етĕрнери педагогика училищине пĕтернĕ. Унтанпа вара вăл хăйĕн ĕçне ачасемпе çыхăнтарнă. Çур ĕмĕрне яхăн вăл кĕçĕн класра вĕренекен ачасене халалланă. Çав хушăра Клавдия Ивановна хĕрлĕчутайсен темиçе ăрăвне вĕрентсе воспитани панă. Мăшăрĕпе тăватă ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене ура çине çирĕп тăратма пултар-нă. Паянхи кун ветеран мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнать. Тăванĕсемпе кỹршисем ĕçлеме юратакан, ырă кăмăллă ватăна хисеплеççĕ, унăн сĕнỹ-канашĕсене шута илеççĕ.

Вера Николаевна мĕн ачаран колхозра тăрăшнă. Паянхи кун мăшăрĕпе, Юрий Николаевичпа, Тихăнушкăнь ялĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен пĕр ывăл пур. Шăпа Вера Ейкована ачине малтанлăха пĕччен ура çине тăратма пỹрнĕ пулин те вăл пуçне усман, малаллах талпăннă. Ывăлĕ тахçанах Надым хулинче тĕпленнĕ, апла пулин те тăван килне килсе çỹреме вăхăт тупма тăрăшать. Виçĕ мăнукĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, кĕçĕн мăнукĕсем те пур ветеранăн. Халĕ ватăсем кил-тĕрĕшри ĕçсене хăйсемех пурнăçлаççĕ, сад-пахчари ĕçсене те пĕрле тăваççĕ.

- Пĕтĕм пурнăç ĕçре иртрĕ. 90 çула та çитрĕм. Аса илмелли, каласа памалли пайтах. Тăван колхозра ырми-канми ĕçлерĕм. Ывăлăмăра та ачаранах ĕçе хăнăхтартăмăр. Лайăх çын пулса ỹсрĕ вăл, - тет ветеран.

А.АЛЕКСЕЕВА. 

Добавить комментарий