Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачалăхĕ те ĕçре иртнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 07.03.2019, 13:38 Просмотров: 518

soldatkinaВăрçă ачисем çултан-çул сахалланса пыраççĕ. Ара, вĕсен пурнăçĕ йывăр саманара иртнĕ-çке. Пурнăç нушине пур енчен те астивме тивнĕ вĕсен: килте тунă çи-пуçпа, хĕлĕн-çăвĕн çăпатапа çỹренĕ, аслисемпе тан уй-хирте ĕçленĕ. Выçăллă-тутăллă ỹснĕскерсем пурнăç тути-масине, çăкăр хакне аван чухлаççĕ.

Акă Мишеркасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шулюра пурăнакан Елизавета Евдокимовна Солдаткинан (хĕр чухнехи хушамачĕ - Сорокина) ачалăхĕ те ĕçре иртнĕ. Мишеркасси шкулĕнче 4-мĕш класчен кăна вĕренме май килнĕ унăн. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех Шулюри фермăра вăй хунă, сыснасене пăхнă çĕрте ĕçленĕ, уй-хирте те тăрăшнă. Сысна фермине Ваçкаçырми ялне куçарсан пăрусене пăхнă. Çав хушăрах лесничествăра сунар бригадинче вăй хунă. Мăшăрĕпе, Виталий Федоровичпа, 3 ывăлпа 2 хĕре кун çути парнеленĕ (шел те, 2 ывăлĕн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă), вĕсене ура çине тăратма вăй-хал çитернĕ. Ирпе ирех ĕçе чупнă. Ĕçе кайиччен ачисене валли çăкăр та пĕçерсе хăварнă, вĕри апат та хатĕрленĕ. Кил-тĕрĕшре те тăрăшнă.

Сакăр теçеткерен иртнĕ кинемей (вăл мартăн 9-мĕшĕнче 85 çул тултарать) халĕ те ахаль лармасть: кил-тĕрĕшре ĕçлет, алса-чăлха çыхать, çăм арлать, кукăль пĕçерет. Çуллахи кунсенче пахчаран кĕме пĕлмест: йăранĕсене майлать, çумкурăкран тасатса тăрать, уттине те турать-пуçтарать. Хăйĕн пахчине тасатса çитерсен мăнукĕсене пулăшма васкать. Пушă вăхăтра хаçат-журнал вулать. Мăнукĕ пĕлтернĕ тăрăх, мамаккăшĕн килĕнче пир тĕртмелли урапа та пур. Вăл темиçе çул ĕçлемест ĕнтĕ. Анчах та Елизавета Евдокимовна мăнукĕсене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, пỹлĕмсене сармалли тăсăк кавирсем тума вĕрентнĕ.

Хĕрĕ-ывăлĕ, мăнукĕсем ватăна хисеплеççĕ. Вĕсем ăна яланах пулă-шаççĕ. Ара, вĕсене вăл ачаран ĕçе явăçтарнă. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен фермăран тухма пĕлмен. Уроксем пĕтнĕ-пĕтмен амăшĕ патне фермăна чупнă, хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă.

Халĕ ветеран кинĕпе пурăнать, кĕçĕн мăнукĕсене пăхма та вăхăт тупать. Кинемей 12 мăнукĕн, 17 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсене курса савăнать, çав хушăрах вĕсене те пулăшма вăй-хал çитерет.

Елизавета Евдокимовна паянхи кун та хăйĕн ĕлĕкхи сăпайлăхне çухатман. Уçă кăмăлне, ăшпиллĕхне ачисене, мăнукĕсене тата кĕçĕн мăнукĕсене парнелет. Çакă мар-и ватă çын ăраскалĕ?

А.ВАСЮКОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1