ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Мартăн 6-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйсен ĕçĕнче палăрнă хĕрарăмсене патшалăх наградисемпе тата нумай ачаллă амăшĕсене "Анне" паллăпа чысланă. Палăртма кăмăллă, вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕп эксперт специалистра тимлекен Светлана Михайловна Бродюкова "Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" паллăна тивĕçнĕ.
Светлана Михайловна 1966 çулта Питĕркасси ялĕнче çуралнă. Вăл 1995 çулта Улатăрти ялхуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, ялхуçалăх производствин бухгалтерĕн специальноçне алла илнĕ. 2011 çулта вара Атăлçи-Вятка патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалне ăнăçлă вĕçленĕ.
Ĕç биографине 1984 çулхи август уйăхĕнче районти кино кăтартмалли предприятире пуçланă. Кунта вăл 1998 çулхи октябрьччен бухгалтерта вăй хунă. Унтан 2005 çулхи декабрь уйăхĕччен Питĕркасси ял администрацийĕнче секретарьте тимленĕ. 2006-2008 çулсенче Светлана Бродюкова Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра, 2008-2016 çулсенче ертсе пыракан эксперт специалистра, 2016-2018 çулсенче тĕп эксперт специалистăн ĕçĕсене туса пыраканра тăрăшнă. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнчен тытăнса вара Светлана Михайловна асăннă ял тăрăхĕн администрацийĕнчех тĕп эксперт специалистра вăй хурать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 34 çулпа танлашать пулсан, вĕсенчен 20 çулне вăл муниципаллă службăра - Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕнче - тимлет.
Светлана Михайловна обществăлла ĕçре те хастар. 2006 çултан тытăнса 2018 çулччен вăл Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулнă. Хальхи вăхăтра унăн вырăнти уйрăмĕн политканашĕн членĕ шутланать. Светлана Бродюкова 1996 çултанпа тĕрлĕ шайри суйлавсене йĕркелес ĕçе хутшăнать, вăл суйлав комиссийĕн членĕ те, секретарĕ те, председателĕ те пулнă. Лайăх кăтартусене тивĕçнĕшĕн ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотипе (2015, 2018 ç.ç.), РФ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн Тав сăмахĕпе чысланă. 2002 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне те вăл активлă хутшăннă. Çакăншăн РФ Статистика енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн кăкăр паллине тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне Светлана Михайловнăна РФ профсоюзĕн ЦК Президиумĕн "Раççей патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен профсоюзне 90 çул" юбилей медалĕпе (2008 ç.), вырăнти хăйтытăмлăха аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн ЧР муниципаллă пĕрлешĕвĕсен Канашĕн Хисеп грамотипе (2016 ç.), районăн обществăпа политика пурнăçне активлă хутшăннăшăн "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе (2016 ç.) наградăланă.
Ял тăрăхĕн пурнăçĕнче те Светлана Бродюкова активлăхпа палăрать. Питĕркассинчи "Хăмăш" фольклор коллективне районта кăна мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Светлана Михайловнăна та унăн йышĕнче тĕрлĕ шайри мероприятисенче сцена çинче тăтăшах курма пулать.
Н.МИДАКОВА.
Ноябрь 2024 |