Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çĕнĕлле ĕçлени курăнсах каймасть

Категория: Общество Опубликовано: 15.03.2019, 10:00 Просмотров: 487

IMG 4386Килти çỹп-çапа пухакан машинăсем пур урама та кĕреймеççĕ

Пилĕк уйăх каялла республика территорийĕнче йăлари хытă каяшсене пухассипе çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕç. Халĕ çỹп-çап пухассишĕн "МВК Экоцентр" ТЯО регионти оператор яваплă.

Вăхăчĕ çур çула яхăн иртрĕ пулин те, хытă каяшсене халăхран пухассине çĕнĕлле йĕркелени курăнсах каймасть темелле. Ялсенчен çỹп-çап илсе тухасси те яланах графикпа килĕшỹллĕн пурнăçланмасть, район центрĕнчи çỹп-çап контейнерĕсем патĕнче те ăпăр-тапăр йăванса выртнине курма пулать. "МВК Экоцентр" ТЯО квитанцийĕсем вара кашни уйăхрах килеççĕ...

Ялта пурăнакансемшĕн хак пĕчĕкленнĕ

Ялта пурăнакансем йăлари хытă каяшсене турттарса илсе тухнă-шăн мĕн чухлĕ тỹленине нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттерекен канашлура та сỹтсе явнă.

"Ытти регионсемпе танлаштарсан, эпир çỹп-çап пухассине çĕнĕлле йĕркелессине лайăхрах хатĕрленни палăрать. Анчах та чылай чухне пирĕн çĕнĕ тытăма йĕркелесе ярассипе пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тăвасси вăраха тăсăлса каять", - тенĕ Михаил Васильевич канашлура. Калăпăр, йăлари хытă каяшсене пухма мĕн чухлĕ контейнер кирлине халĕ те шутласа палăртман, асăннă коммуналлă пулăшушăн халăхран укçа пухасси те вăраххăн пулса пырать.

Республика ертỹçи "МВК Экоцентр" тулли мар яваплă общест-вăна хăйсем çине илнĕ тивĕçсене туллин пурнăçлама чĕнсе каланă.

Республика ертỹçи хушнипех хальхи вăхăтра уйрăм çынсем пурăнакан вырăнсенчен тата нумай хваттерлĕ çуртсенчен мĕн чухлĕ хытă каяш пуçтарса илсе тухнине шута илеççĕ. Çỹп-çап виçине кура ăна пуçтарнăшăн тỹлемелли хаксене те палăртĕç. Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа ялта пурăнакансен уйăхне çын пуçне 60,71 пус тỹлемелле. Малашне ку хак татах улшăнма пултарать.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем яваплă

Ялсенче халăхран кил-тĕрĕшре пухăнса кайнă çỹп-çапа тиесе тухассине йĕркелессишĕн ял тăрăхĕ сен администрацийĕсем яваплă. Контейнер хăш урамра вырнаçтарассине, ун йĕри-тавра карта тытассине те вĕсенех йĕркелемелле. Анчах та хальлĕхе ялсенче контейнерсем вырнаçтарман, çăва тухсан çак ыйтăва татса парасса шанаççĕ.

Контейнерсем пулманран хальлĕхе ялсем тăрăх уйăхра икĕ хут килти хытă каяшсене пухакан машинăсем çỹреççĕ. Калăпăр, Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи ялсенче михĕсене тултарнă çỹп-çапа пуçтаракан машина мартăн 9-мĕшĕнче çỹренĕ. Анчах та кун пирки пурте пĕлеймен, е пĕлсен те килте пухăннă ăпăр-тапăра илсе тухса паман. Мĕншĕн? Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пĕрремĕшĕ, асăннă машина пур урама та кĕрсе тухман - çулсем япăх пулнăран. Иккĕмĕшĕ, хăшĕ-пĕри çỹп-çапа килтех çунтаратăп тет. Анчах та, "МВК Экоцентр" представителĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакă çỹп-çап пуçтарнăшăн килекен квитанципе тỹлессинчен хăтармасть - вĕсем хăйсен ĕçне пурнăçланă, ялсем тăрăх машина çỹренĕ. Квитанципе тỹлеме тиветех, унсăрăн, парăм пухăнса кайсан, пĕр-пĕр кун сирĕн алăкран суд приставĕсем килсе шаккама пултараççĕ.

Енчен те сирĕн çỹп-çапшăн тỹлесси пирки ыйтусем тухрĕç пулсан, калăпăр, никам та пурăнман çуртшăн е хваттершĕн килекен квитанцисемпе тỹлесси пирки, ытларикунпа кĕçнерникун Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацине çитме пултаратăр. Çав кунсенче унта "МВК Экоцентр" представителĕ халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнать.

Йытăсемшĕн - çăтмах

Район центрĕнчи лару-тăру вара ку енĕпе çапларах: контейнерсенче пухăннă йăлари хытă каяшсене пуçтарса илсе тухсах тăраççĕ темелле. Анчах та кунта пĕр пăтăрмахлă япала пур: район центрĕнчи контейнерсем уçах тăраççĕ. Çỹп-çап пуçтарас ĕçе "МВК Экоцентр" пуçăниччен пурччĕ вĕсен хупăлчисем, халĕ вара - çук. Сăлтавĕ - çỹп-çап пуçтарассишĕн унччен яваплă пулнă организаци çав хупăлчасене пуçтарса тухнинче теççĕ. Халĕ камăн тумалла тет хупăлчасене? Хуравне никам та пĕлмест пулас...

Вăл хушăра вара уçă контейнерсемпе ирĕкре çỹрекен йытăсем пĕр чăрмавсăр хуçаланаççĕ. Чăн-чăн çăтмах вĕсемшĕн апат юлашкийĕсене пухса тухса пăрахнă хутаçсем тултарнă контейнерсем. Йытăсем чакаланнă хыççăн вара контейнер тавра мĕн кăна сапаланса выртмасть пулĕ! Çакă-ши вăл, çỹп-çапа пуçтарассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнни?

Ăçта тата мĕнле тỹлемелле?

"МВК Экоцентр" ТЯО ярса панă квитанцисем тăрăх тỹленĕ чух комисси тытса юлни чылай çынна пăшăрхантарать. Кунта çакна палăртса хăвармалла - тỹлев банк организацийĕсем е почта урлă пурнăçлансан комисси тытса юлаççĕ. Анчах та кунта та комисси виçи тĕрлĕрен. "Сбербанк" урлă укçасăр тỹлесен (безналичный расчет) комисси виçи 1 процентпа танлашать. Ку "Сбербанк Онлайн", "Автоплатеж" тытăмсене пырса тивет. Тĕслĕхрен, банк карттипе усă курса 75 тенкĕ те 70 пус тарифпа тỹленĕшĕн 76 пус çеç хушса тỹлемелле пулать.

Банкра операци ирттерекенсем урлă укçан тỹлесен комисси 2 процент пулать, самообслуживани хатĕрĕсем урлă - 1,5 процент, анчах та комиссин чи пĕчĕк виçи кунта 20 тенкĕпе танлашать. Калăпăр, çак мелсемпе усă курса пĕр çыншăн 75 тенкĕ те 70 пус тỹлетĕр пулсан, сирĕнтен 95 тенкĕ те 70 пус тытса юлĕç.

"Раççей Почтипе" усă курса тỹленĕшĕн те комисси тытса юлаççĕ, кунта унăн виçи 3 процентпа танлашать.

"Почта Банкпа" усă куракансемшĕн комисси 0,5 процентпа танлашать. "Почта Банк" урлă пенси е шалу илекенсен çỹп-çап илсе тухнăшăн панă квитанципе комиссисĕрех тỹлеме пулать.

Çавăн пекех комиссисĕр тỹлемелли çакăн пек май пур: Шупашкар хулинче (Мускав проспекчĕ, 19-мĕш çурт, 11-мĕш корпус, 2-мĕш помещени) "МВК Экоцентр" ТЯО офисĕнче. Анчах та ку районсенче пурăнакансемшĕн меллĕ мар.

Ялта пурăнакансем "МВК Экоцентр" ТЯО-н официаллă сайтне (www.mvkecocenter.ru) кĕрсе харпăр хăй кабинетĕнче регистрациленме пултараççĕ. Регистраци валли телефон номерĕ çеç кирлĕ пулать. Харпăр хăй кабинетĕнчен тỹлесен комисси илмеççĕ.

Алина ИТТИ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2