Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 Кировская обувная фабрика

20 мая в РДК с 10 до 15 часов состоится распродажа весенней обуви 

из натуральной кожи и прием обуви на ремонт.

 


 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хура тинĕс хĕрринчи кунсем асра юлмалла иртнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.03.2019, 09:12 Просмотров: 486

IOg6iFGd2hoФевралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 12-мĕшĕччен Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă "Смена" Пĕтĕм Раççейри ача-пăча центрĕнче "Эпĕ - гражданин" ятпа патриотла вĕрентỹ смени иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ачасем пухăнса каннă, вĕреннĕ, ăмăртнă, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, çĕнĕлĕхсене ăша хывнă...

Районти шкулсенче пĕлỹ илекен ачасем тăрăшса вĕреннĕшĕн тата спортри, пултарулăхри çитĕнỹсемшĕн Хура тинĕс хĕрринчи лагерьсенче канмалли путевкăсене тăтăшах тивĕçеççĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 10 Б класра ăс пухакан Петр Романов та çак кунсенче "Смена" лагерьтен тулли кăмăлпа таврăннă. Çĕнни, асра юлмалли уншăн Хура тинĕс хĕрринче туллиех пулнă.

Петр Романов - Хĕрлĕ Чутай шкулĕн çамрăк армеецĕсенчен пĕри. Пĕлтĕр вăл шкул командипе пĕрле салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадин республика шайĕнчи тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Унтан ку команда Галина Александровна Мидюкова физкультура учителĕ ертсе пынипе Тамбов хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи Спартакиадăна хутшăннă.

Петр Трапай ялĕнче пурăнать, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 8-мĕш класранпа вĕренет. Вĕренỹре "тăваттă" тата "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, физкультура тата ОБЖ предмечĕсемпе уйрăм çитĕнỹсем тăвать. Волейбол тата çăмăл атлетика енĕпе тăтăшах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать, каччăн çăмăл атлетика енĕпе 2-мĕш аслă разряд та пур. Пĕлтĕр Петр "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплексăн кĕмĕл паллине тивĕçнĕ.

"Питĕ тăрăшуллă, пуçланине вĕçне çитерме хăнăхнă яш, вăхăтне шел-лемесĕр, яваплăха туйса тăрăшать", - тет Петр пирки Галина Мидюкова вĕрентекен.

Тăрăшулăхне курах ĕнтĕ Петр Романов кăçал Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн стипендине те тивĕçрĕ.

"Смена" лагерьте каннă вăхăт пирки вара Петр çапла каласа парать: "Тинĕс хĕрринче пĕрремĕш хут пулнă май маншăн кунта çутçанталăкĕ те, лагерь вырнаçнă территори те питĕ кăсăклă пулчĕç. Кунта канма майĕ чăннипех çителĕклех. Эпĕ ытларах "Астăвăм вахтинче" тăтăм, çакăншăн 1-мĕш номерлĕ пост удостоверенине те тивĕçрĕм. Унсăр пуçне автомат сỹтсе пухассипе, стройпа утассипе çыхăннă занятисене хутшăнтăм, гражданла тата патриотизмла проектсене хỹтĕлерĕм.

Унсăр пуçне эпир "Пуласлăх паркĕнче" пулса куртăмăр, унта пире хăш-пĕр профессисем пирки каласа пачĕç.

Интереслĕ мероприятисĕр пĕр кун та иртмерĕ, паллă çынсемпе лекцисем те пулчĕç. Ятарлă вĕрентỹ модулĕсенче пире профессисене теорипе практика енĕпе те хăнăхтаратчĕç.

Геленджик хулине пейнтбол выляма кайни те асра юлчĕ, унта тĕрлĕ отрядри ачасем командăсем çине пайланса вăй виçрĕмĕр.

Пĕтĕмĕшле илсен эпĕ Хура тинĕс хĕрринчи "Смена" ача-пăча центрĕнче пулса курнăшăн питĕ савăнатăп. Çак çулçỹрев манăн тавракурăма анлăлатрĕ, нумай япала çине урăхла куçпа, çĕнĕлле пăхма вĕрентрĕ".

Халĕ вара Петр Романов çăмăл атлетика енĕпе апрель вĕçĕнче пулакан республика Кубокне хатĕрленет. Пуласлăхне МЧС енĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленекен çамрăка малашлăхра спортра та, вĕренỹре те ăнăçу сунас килет.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2