Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

22 медаль çĕнсе илнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 29.03.2019, 10:04 Просмотров: 428

shaxmatНумаях пулмасть "Хастар" ФСК-ра шкул ачисен регионсем хушшинчи XIII "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" фестивалĕ иртнĕ. Çулсерен иртекен шахмат фестивальне Мари Элти тата Чăваш Республикинчи сĕтелçи вăййин пулас маçтăрĕсем хастар хутшăннă. Спорт уявне йĕркелекенсем тĕрлĕ ỹсĕмри ушкăнсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртнă.

30 медальрен 22-шне хĕрлĕчутайсем çĕнсе илме пултарнă: 7 ылтăн, 8 кĕмĕл, 7 бронза медаль.

2001-2002 çулсенче çурал-нă хĕрсемпе каччăсем хушшинче Елена Афанасьевапа Валерий Кудряшов (Хĕрлĕ Чутай) пĕрремĕш вырăн йышăннă, Диана Мироновапа Лев Абаськин (Мăн Этмен) - иккĕмĕшсем, Яна Никифоровапа Дмитрий Мерзлайкин (Хĕрлĕ Чутай) - виççĕмĕшсем.

2003-2004 çулсенче çуралнă пикесемпе яшсем хушшинче Дарья Романовапа Артем Чеченешкина (Хĕрлĕ Чутай) çитекенни пулман, Полина Медакинапа (Шулю) Максим Кудряшов (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕшсем, Луиза Илюшкинапа Валентин Кондратьев (Мăн Этмен) - виççĕмĕшсем.

2005-2006 çулсенче çуралнисем хушшинче Кристина Ермеева (Мăн Этмен) пĕрремĕш пулнă, Кристина Задворнаяпа (Мăн Этмен) Кирилл Журавлев (Хĕрлĕ Чутай) - иккĕмĕшсем, Светлана Инедеркина (Шулю) - виççĕмĕш.

2007-2008 çулсенче çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăн йышăннă: Кристина Епифановапа Даниил Романов, иккĕмĕш Анна Ятманова (Мăн Этмен), виççĕмĕш Марина Охтярова (Çĕн Атикасси).

2009 çулта çуралнă тата кĕçĕнреххисем хушшинче Анна Акимова иккĕмĕш пулнă, Евгений Кондратьев (Хĕрлĕ Чутай) - виççĕмĕш.

Абсолютлă ăмăртусенче Дарья Романовапа Артем Чеченешкин - пĕрремĕшсем, Елена Афанасьевапа Максим Кудряшов - иккĕмĕшсем.

Пĕтĕмĕшле командăсен зачетĕнче те хĕрлĕчутайсене çитекенни пулман (тренер-преподавателĕсем - Е.Н. Сергеев, А.Ф.Михеев, Н.В.Данилов, Е.И.Инжебейкина).

Çакна та палăртмалла, яшсемпе хĕрсене çак спорт тĕсне явăçтараканĕ Аркадий Туйманов пулнă. Шăпах вăл тăрăшнипе шахмат вăййи районта аталаннă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5