Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Йăла-йĕркене упракан ветеран

Категория: Общество Опубликовано: 29.03.2019, 10:05 Просмотров: 360

mixoparovaМартăн 22-мĕшĕнче Кỹпеш ялĕнче пурăнакан Ольга Федоровна Михопарова хăйĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ. Çак ятпа ветеран çывăх тăванĕсемпе хăнасенчен ăшă сăмахсем йышăннă, РФ Президенчĕн салам Çырăвне тивĕçнĕ.

90 çула çитесси - уй урлă каçасси мар. Çак çулти ватăсен çамрăклăхĕ пĕрпекрех иртнĕ. Нушине сахал мар курма тивнĕ ветеранăн. Мĕн ачаран аслисемпе тан уй-хирте, колхозра, вăрманта ĕçленĕ. Пĕр ĕçрен те хăраса тăман, çутă ĕмĕтпе малалла талпăннă.

Ольга Федоровна мăшăрĕпе пилĕк ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, ачаранах ĕçе хăнăхтарнă.

Паянхи кун та ĕçсĕр лармасть ветеран. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçласанах çĕвĕ машини умне ларать, чăваш кĕпи çĕлеме тытăнать. "Эпĕ чăваш халăх çи-пуçне çĕлеме кăмăллатăп. Ман шутпа мăн асаттесемпе мăн асаннесенчен юлнă йăла- йĕркене, культурăна сума сумалла. Пирĕн чăваш çи-пуçĕ хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать", - хавхаланса каласа парать хăйĕн юратнă ĕçĕ пирки кинемей. 90 çулхи юбилейне те вăл хăнасене хăй аллипе ăсталанă чăваш кĕпипе кĕтсе илнĕ. Çĕвĕ машини те унăн куç умĕнчех ларать. Ăна мăшăрĕ парнеленĕ иккен. Шел те, мăшăрĕн, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн, пурнăçĕ 78 çулта татăлнă.

Ольга Федоровна кашни кунпа савăнса пурăнать, шỹтлеме кăмăллать. "Вăрăм пурнăçăн вăрттăнлăхĕ - ĕçе тата пурнăçа юратнинче", - тет вăл. Ачисен, çичĕ мăнукĕн тата çичĕ кĕçĕн мăнукĕн тимлĕхĕпе юратăвĕ те ватăна пурăнма вăй-хал хушса пырать.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31