Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Вĕсен ĕçĕ - кашнин чĕринче

Категория: Общество Опубликовано: 29.03.2019, 10:05 Просмотров: 476

IMG 7611Мартăн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче культура тытăмĕнче тăрăшакансен професси уявне халалланă мероприяти иртрĕ.

Унччен маларах район делегацийĕ Шупашкарта иртнĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă, унта пĕлтĕр ял тăрăхĕсенче вырнаçнă муниципаллă культура учрежденийĕсем хушшинче ирттернĕ конкурс çĕнтерỹçисене сертификатсем парса чысланă. Пирĕн районтан асăннă хисепе районти Культура çурчĕн хормейстерĕ Василий Ефимович Романов тата Питĕркасси библиотекин тĕп библиотекарĕ Оксана Николаевна Мидушкина тивĕçнĕ.

Районта иртнĕ уяв каçĕнче халăха хăйсен ташши-юррипе савăнтаракан культура ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсенчи пултарулăх коллективĕсене çỹрекенсем хисепе тивĕçрĕç.

Культура тытăмĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата профсоюз ĕçне активлă хутшăннăшăн районти Культура çурчĕн заведующине Ольга Александровна Сергеевана Республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Культура тытăмĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата юбилей ячĕпе районти Культура çурчĕн фольклор енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Галина Ананьевна Сергеева район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе тата халăх пултарулăхĕн аталанăвне тỹпе хывнăшăн Владимир Семенович Кузьмин (Атнарти Культура çурчĕ), Альбина Николаевна Иванова (Мăн Этменти Культура çурчĕ), Владимир Ильич Максимов тата Николай Петрович Горшков (Тралькассинчи Культура çурчĕ), Алина Витальевна Фролова (Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ), Светлана Васильевна Чумакова (Кив Атикассинчи Культура çурчĕ), Роза Михайловна Конистаркина (районти Культура çурчĕ), Татьяна Геннадьевна Зарубина (Ачасен искусство шкулĕ) район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Башкировăн Тав сăмахне тивĕçрĕç.

Чыслав хыççăн "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать!" смотр-отчет шайĕнче районти Культура çурчĕн пултарулăх коллективĕсем куракансене хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç.

А.КАРПОВА.

Фоторепортаж - редакци сайтĕнче тата "Одноклассники" социаллă сечĕн ушкăнĕнче. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5