Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Компенсаци параççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 05.04.2019, 10:27 Просмотров: 601

Республикăра цифрăллă телекурав çине куçнă чухне уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Асăннă категорие камсем кĕреççĕ? Компенсаци виçи миçе тенкĕпе танлашать? Çакна валли мĕнле документсем кирлĕ? Кун пирки Чăваш Республикин Информполитика министерствинчен çапла ăнлантараççĕ.

- Приемник туянма тăкакланнăшăн компенсацие камсем тивĕçеççĕ?

- Социаллă пулăшупа тивĕçтерес йĕркене ЧР Министрсен кабинечĕн 2019 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи 78 № йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Компенсацие çак категорири граждансем тивĕçеççĕ:

  • çын пуçне тивекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен (Чăваш Республикинче çирĕплетни) пĕчĕкрех-тĕк;
  • сахал тупăшлă çемьесем тата пĕччен пурăнакан граждансем (саккунпа килĕшỹллĕн çак ушкăна кĕреççĕ пулсан);
  • Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем (Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнаççĕ пулсан).

- Мĕнле суммăна тавăрма пулать?

- Тỹлевсĕр 20 канала республика территорийĕн пысăк пайĕнче (99,1 процент) курма май пур. Çỹлерех асăннă ушкăна кĕрекен граждансем оборудовани комплекчĕн хакĕнчен 1750 тенкĕ таран тавăрма пултараççĕ. Вăл тулли комплект (антенна тата при-ставка) е хатĕрсен уйрăм тĕсĕ пулма пултарать.

Цифрăллă эфир сигналĕ çавăрса илмен территорисенче (республикипе пурĕ 83 ял, пирĕн районта - Пчелкăпа Тихăнушкăнь) пурăнакан çак категорири граждансем спутник оборудованийĕн комплекчĕн хакĕнчен 6500 тенкĕ таран тавăрма пултараççĕ. 20 канала спутник урлă пăхнăшăн абонент тỹлевĕ илмеççĕ.

- Оборудование мĕнле тапхăрта туянни кирлĕ? Компенсаци илес тесен заявление ăçта тăратмалла?

- Цифрăллă эфир тата спутник сигналне йышăнмалли оборудование 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннине çирĕплетекен документ пулмалла. Заявленисене вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне тăратмалла. Документсене 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Заявлени çумне çак документсене тăратмалла:

  • паспорт е çын кам пулнине çирĕплетекен документăн копийĕ (заявлени çыраканăн тата ỹссе çитнĕ çемье членĕсен);
  • ача çуралнине е усрава илнине çирĕплетекен свидетельство копийĕ;
  • Чăваш Республикин территорийĕнче пурăннине çирĕплетекен документăн копийĕ;
  • заявлени çыраканăн тата çемье членĕсен юлашки виçĕ уйăхăн тупăшне кăтартакан докуменчĕсем;
  • оборудовани докуменчĕсен копийĕсем;
  • оборудовани туянма тăкакланнине ĕнентерекен тỹлев докуменчĕсен копийĕсем (квитанци, чек).

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1