ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Районта тухса тăракан "Пирĕн пурнăç" хаçат ыран 89 çул тултарать. Çак тапхăрта вăл вăрăм та тертлĕ çул утса тухнă, анчах та яланах малалла, хăйĕн тỹрĕ çулĕпе утнă. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă, вулакансене хавхалантарнă, çĕнĕ утăмсем тума пулăшнă.
Хаçат район пурнăçĕнче чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн кашни номерĕнчех - ĕç çыннин пурнăçĕ, кун-çулĕ, районта пулса иртекен мероприятисем, тĕрлĕ информаци.
Хаçат историйĕ питĕ пуян. Хальччен унăн ячĕ 7 хут улшăннă, çав хушăра 10-шар редактор пулнă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1930 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче кун çути курнă, Етĕрнере пичетленнĕ. Вăл 2 çул хушши "Коллективист" ятпа вырăсла тухнă. Тиражĕ - 550 экземпляр. Пĕрремĕш хаçат çине алă пусаканĕ, яваплă редактор çумĕ - Николай Алексеевич Элле пулнă. Иккĕмĕш номерне Д.Андреев яваплă редактор алă пуснă, ытти номерсене - Я.Ефимов.
1932 çулхи август уйăхĕнче хаçат "Красночетаевец" тата "Путь Победы" ятсемпе вырăсла тухнă. Çав çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа чăвашла "Çĕнтерỹ çулĕ" ятпа тухма тытăннă. Тиражĕ 800 экземпляра çитнĕ.
1991 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех хаçат ячĕ - "Пирĕн пурнăç".
Сăмах вăйĕ хăватлă. Журналистсен яваплăхĕ калама çук пысăк. Эпир, редакци ĕçченĕсем, çавна туйса ĕçлеме тăрăшатпăр, умра тăракан тĕллевсене пурнăçлама вăй-хала шеллеместпĕр. Çавăнпа та хаçатра вăй хуракансене кăсăклă материалсемпе савăнтарма, журналистикăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕппĕн утса пыма çи рĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăнăçлăх, чăтăмлăх, пултарулăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп. Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм пултăр, тиражĕ çултан-çул ỹссе пытăр!
Юлашкинчен мĕнпур вулакана, почтальонсене, обществăлла корреспондентсене район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 89 çул çитнĕ ятпа саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей сунатăп.
Алина ОРИНОВА.
Ноябрь 2024 |