Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

  

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ачасем çемье ăшшинче ỹсчĕр

Категория: Общество Опубликовано: 12.04.2019, 09:38 Просмотров: 434

hd 36Нумаях пулмасть-ха, районти виçĕ е ытларах çул çитмен ача ỹстерекен ултă çемьене нумай ачаллă çемье удостоверенине панăччĕ. Аса илтеретпĕр, ятарлă удостоверение Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе пама тытăннă. Палăртма кăмăллă, апрелĕн 4-мĕшĕнче тата тепĕр вунă çемье асăннă удостоверение илме тивĕç пулчĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура ятарлă удостоверени парас мероприяти райадминистрацин ЗАГС пайĕнче иртрĕ. Çак кун нумай ачаллă çемье удостоверенине Хĕрлĕ Чутайри Татьяна Михайловнăпа Анатолий Ильич Тимкинсем, Туктамăшри Алина Петровнăпа Петр Николаевич Тинехпейкинсем тата Надежда Анатольевнăпа Александр Ильич Мидаковсем, Шулюри Людмила Михайловнăпа Юрий Гурьевич Инжебейкинсем, Черемушки поселокĕнчи Нелли Витальевнăпа Александр Александрович Колендрейкинсем тивĕçрĕç. Вĕсем пурте виçшер ача ỹстереççĕ. Çавăн пекех çул çитмен тăватă ача çитĕнтерекен Пĕрремĕш Липовкăри Оксана Николаевнăпа Александр Валерьевич Катушкинсем тата Сорăмри Оксана Юрьевна Сорокина, Кỹпешри пилĕк ачаллă Лариса Валериевнăпа Николай Александрович Сядайкинсем тата Питĕркассинчи Светлана Витальевнăпа Андрей Владимирович Мачуженкосем (вĕсен те пилĕк ача) асăннă удостоверениллĕ пулчĕç. Кунсăр пуçне Хĕрлĕ Чутайри Екатерина Николаевна Вазикова çак кун алла икĕ пĕлтерĕшлĕ документ илчĕ - виççĕмĕш пепки çуралнине ĕнентерекен свидетельствăпа нумай ачаллă çемье удостоверенийĕ.

Сумлă хăнасем вара нумай ачаллă çемьесене саламланă май чылай ырă та ăшă сăмах каларĕç, малашне те ачисене çемье ăшшинче çитĕнтерме ырлăх-сывлăх, телейпе тăнăçлăх сунчĕç. Удостоверение тивĕçнĕ кашни çемьене район администрацийĕн Тав çырăвĕпе те чысларĕç.

Н.ПЕТРОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31