Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

  

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Шахматла выляни тĕллевсене пурнăçлама пулăшать

Категория: Общество Опубликовано: 12.04.2019, 09:38 Просмотров: 432

IMG 3137Вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пыракан, спортра та палăракан шкул ачисене палăртнине пурнăçлама, çитĕнỹсем тума мĕн пулăшса пырать? "Вăхăта тĕрĕс уйăрма пĕлни, хăйсене аталантарни, тăрăшуллă пулни", - тейĕ чылайăшĕ. "Тата шахмат вăййи", - хушса хурĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11 А класра вĕренекен Елена Афанасьева, кăçал республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраканскер.

Елена 2-мĕш класра чухнех шахматла выляма пуçланă, ăна çак вăййа пиччĕшĕ хăнăхтарнă. Хĕрача шахматла выляма вĕренсе пынă, ăсталăхне Евгений Николаевич Сергеев тренер патĕнче туптанă. Килте вара ашшĕпе тата пиччĕшĕпе вылянă.

Шахматла выляссипе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă май кăтартăвĕсем те лайăхлансах пынă. Районта иртекен йăлана кĕнĕ "Сăр тăрăхĕ - шахмат тăрăхĕ" шахмат фестиваленчĕ Елена тăтăшах пĕрремĕш вырăн йышăнать. Районта кăна мар, республика шайĕнчи ăмăртусенче те тăтăшах малти вырăнсене тухать вăл.

Шахматла вылянисĕр пуçне Елена "Хастар" спорткомплекса волейбол секцине çỹрет, вăл - команда капитанĕ.

Спортпа туслă пулни, шахматла выляни хăйне вĕренỹре те пулăшса пынине пытармасть Елена. Аван паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраканскер, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене, фестивальсене, олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнсах тăрать. Унсăр пуçне волонтерсен шкулти юхăмĕн ĕçне, ыркăмăллăх акцийĕсене, çамрăк армеецсен смотрĕсене, вăййисене хутшăнма та вăхăт тупать.

Ашшĕпе-амăшĕ, çывăх çынни-сем, юлташĕсем Еленăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăннăран, ăна хавхалантарса, пулăшса пынăран маттур хĕр упраç тĕллевĕсем патне çирĕппĕн утать. Кăçал шкул саккипе сывпуллашсан вăл Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрес шухăшлă. Мал ĕмĕтлĕ хĕре патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытма, суйласа илнĕ специальноçпе вĕренме кĕме, пурнăçăн анлă сукмакĕ çине çирĕппĕн тăма сунас килет.

А.КАРПОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31