ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Шĕмшеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Леонид Николаевич Тверсков апрелĕн 20-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илет. Унăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче, йывăр тапхăрта иртнĕ. Арçын ача пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса çитĕннĕ, халăхпа пĕрле колхозра тăрăшнă. Сăр юханшывĕ хĕрринчен лашапа утă, вутă-шанкă турттарнине лайăх астăвать-ха ĕçпе тыл ветеранĕ.
Тверсковсен çемйинчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине нимĕç фашисчĕсене çапса аркатма иккĕн тухса кайнă. Чи малтан 1939 çулта салтака кайнă Николай фронта лекнĕ. Унтан Леонидăн тепĕр пиччĕшĕ Дмитрий Николаевич 1942 çулта вăрçа кайма повестка илнĕ. Анчах та Хĕрлĕ Çар паттăрĕсем вăрçă вутĕнчен тухайман, хаяр та юнлă çапăçу хирĕнче çĕршыва хỹтĕлесе пуçне хунă.
1948 çулта пултаруллă çамрăка ялти комсомолецсен пухăвĕнче вĕсен ертỹçи пулма суйланă. Салтакран аслă сержант çар званийĕпе таврăнсан вăл районти вăрман хуçалăхĕнче лесникра ĕçлеме тытăннă. Тăрăшуллă пулнăран шанса панă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ăна вăхăтра тата пахалăхлă тума вăй-хăват çитернĕ. "Ĕçе яваплăха туйса, юратса пурнăçламалла, ун чухне пĕрле тăрăшакансем те хисеплеççĕ", - терĕ ĕç ветеранĕ. Вăл ертсе пынипе бригада яланах чи лайăххисен йышĕнче пулнă. Кашни çынпа вăл ăшă кăмăлпа калаçнă, пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Вĕсем тăрăшнипе ỹссе ларнă вăрманлăх, сарăлса выртакан кỹлĕсемпе пĕвесем паянхи кун та чуна çĕклеççĕ, тăван тавралăха илем кỹреççĕ.
Ĕçленĕ хушăрах маттур ертỹçĕ куçăмсăр майпа Сĕнтĕрвăрри хулинчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ.
Унăн ĕç кĕнекинче 40 çул хушшинче тав сăмахĕсене çырма вырăн та юлман. Ĕçри хастарлăхшăн панă Хисеп хучĕсемпе ытти наградăсене асăнса пĕтереймĕн. Вăл 1988 çулта "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ахальтен мар ăна Чăваш Республикин тата хамăр районăн вăрман хуçалăх аталанăвĕн Хисеп кĕнекисене кĕртнĕ. Çавăн пекех тыл ĕçченĕ пулнă май совет халăхĕ нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа Аслă Çĕнтерĕве 50, 60 çул çитнĕ ятпа патшалăх медалĕсене илме тивĕç пулнă.
Çапла Леонид Николаевич хăйĕн телейне юратнă ĕçре тата мăшăрĕпе Елизавета Ефимовнăпа пĕрле 64 çул килĕштерсе пурăнса тупнă. Ĕçченскерсем хăй вăхăтĕнче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытнă, сад лартса çитĕнтернĕ. Туслă мăшăр виçĕ ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисемпе мăнукĕсем тăван киле час-часах килсе çỹреççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Вĕсемшĕн вăл питĕ савăнать. Çывăх çынсем юнашар пулни, ял тăрăхĕн администрацийĕпе çыхăну тытни ăна вăй-хăват парса тăрать. Çу кунĕсенче вăхăтне пахчара ирттерет е вăрмана кайса килме кăмăллать.
Леонид Николаевич ăслă, интеллигентлă, анлă тавракурăмлă çын пулни тỹрех курăнать. Унпа калаçнă чухне нумай пĕлме пулать, ăна итленĕçемĕн итлес килет. Ăна ялта ватти-вĕтти хисеплет. Районта аслă ăрусен пĕрлĕхĕнче те тимлет вăл, ял тăрăхĕн администрацийĕнче тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать.
Малашнехи пурнăçра Леонид Николаевича вăрăм кун-çул, лайăх кăмăл-туйăм сунатпăр, чирлемесĕр пурăнса çĕр çула çитме сĕнетпĕр.
Валерий РОМАНОВ.
Ноябрь 2024 |