Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

  

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Викторина "Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе"

Категория: Общество Опубликовано: 19.04.2019, 09:51 Просмотров: 579

"Чăваш чĕлхи кунĕсем" акци шайĕнче "Пирĕн пурнăç" район хаçачĕ викторина ирттерет.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче паллă тăвакан Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн "Хыпар" хаçат пуçарнипе Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, массăллă коммуникацисен тата информаци политикин министерствине пăхăнса тăракан массăллă информаци хатĕрĕсем "Чăваш чĕлхи кунĕсем" акцие хутшăнаççĕ. Акци тĕллевĕ - чăваш чĕлхине чăвашла калаçакансем хушшинче кăна мар, республикăра пурăнакан ытти халăх хушшинче те сарасси тата упрасси.

"Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе" викторинăна хутшăнакансен çак ыйтусем çине хуравламалла:

1. Чăвашсене çутта кăларакан, педагог Иван Яковлевич Яковлев пурăннă хушăра унăн алфавичĕпе усă курса тунă чăваш букварьне миçе хутчен кăларнă?

2. "Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен" саккуна хăçан йышăннă?

3. Чăваш çырулăхне йĕркелекенсенчен пĕри Чутай тăрăхĕпе çыхăннă çын пулнă. Кам-ши вăл?

4. Пирĕн район хаçачĕ миçемĕш çулта чăвашла тухма пуçланă?

Ыйтусен хуравĕсене апрелĕн 23-мĕшĕнче редакцинче 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен çак телефон номерĕсемпе: 8 (83551) 2-12-79 е 8 905 341 06 62 йышăнатпăр. Чи малтан шăнкăравласа тĕрĕс хуравсем панă виçĕ çынна "Пирĕн пурнăç" район хаçатне 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнса паратпăр.

Редакци. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31