ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Апрелĕн 15-мĕшĕнче республика цифрăллă телекурав çине куçрĕ. Телекуравăн çĕнĕ ĕмĕрĕ Раççейри ытти 19 регионти пекех 10 сехетре пуçланнă.
Цифрăллă телекурав çине куçма ĕлкĕрейменнисем валли телевизорпа аналогли ĕçлеме пăрахнă пирки информаци роликĕ эрне хушши каять. Çавăн пекех экран çинче цифрăллă курав йышăнакан оборудование мĕнле вырнаçтармалли пирки информаци пырать. "Вĕри лини" телефон номерĕпе - 8 (8352) 26-11-11 - специалистсенчен пулăшу илме те май пур. Шăнкăравсене тунтикунран пуçласа эрнекунччен 9 сехетрен пуçласа 19 сехетчен йышăнаççĕ.
Спутникпа кабельлĕ телевидени малтанхи йĕркепех ĕçлет. Вĕсене йышăнма хушма оборудовани туянмалла мар.
Республикăра цифрăллă телекурав çине куçнă чухне уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе ĕçлеме пуçланă пирки пĕлтернĕччĕ. Социаллă пулă- шупа тивĕçтерес йĕркене ЧР Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи 78 № йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ.
Аса илтеретпĕр, цифрăллă эфир тата спутник сигналне йышăнмалли оборудование 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2019 çулхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннине çирĕплетекен документ пулмалла. Заявленисене вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне тăратмалла. Документсене 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Цифрăллă телекурав çине куçнă май ултавçăсен аллине çакланасран та асăрханмалла. Вĕсем организаци ĕçченĕсем пек пулса республикăра пурăнакансене цифрăллă телекурав çине куçмалли оборудование туянма тата вырнаçтарма сĕнсе çỹреççĕ, çавăншăн укçа ыйтаççĕ. Цифрăллă сигнал йышăнмалли хатĕрсене пысăк лавккасенче тата почтăсенче туянма май пур. Антеннăн чи пĕчĕк хакĕ 300 тенкĕпе танлашать, приставкăн - 900 тенкĕ. Приставкăна хăй хальлĕн е волонтерсене "вĕри лини" телефонĕпе чĕнсе вырнаçтарма пулать. Волонтера кирлĕ хатĕрсем вырнаç-тарнăшăн укçа тỹлемелле мар. Пулăшу - тỹлевсĕр. Ултавçăсен тĕлне пулсан укçа-тенкĕ те ытларах тăкакланĕ.
РАЙОНТА
. Ял тăрăхĕсен специалисчĕсем пухнă кăтартусемпе килĕшỹллĕн, районти 45 çын цифрăллă телекурав çине куçма хирĕçленĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри эрехпе айкашать, теприн килĕнче электричество çути те çук...
. Апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне районти ялсенче цифрăллă телекурав кĕртсе ĕлкĕреймен 400 ытла кил юлни паллă. Кил хуçисем çывăх вăхăтра цифра çине куçас шухăшлă.
. Цифрăллă телекуравпа çыхăннă республикăри "вĕри лини" çине районтан тăватă ыйту панă. Виççĕшне татса панă та ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра юлашки ыйтăвĕпе ĕçлеççĕ.
. Апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне районта компенсаци илме ыйтса çырнă тăватă заявлени регистрациленĕ.
Ноябрь 2024 |