Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Май уявĕсене - парăмсемсĕр

Категория: Общество Опубликовано: 26.04.2019, 10:57 Просмотров: 387

Май уйăхĕн малтанхи кунĕсенче паллă тăвакан уявсем çывхарнă май пирĕнтен чылайăшĕ кану кунĕсемпе туллин усă курма тăрăшать. Пĕрисем пахчари ĕçсене пурнăçлама васкаççĕ, теприсем çав хушăрах уяв кĕрекине ларма та, ăшă енне кайса канма та вăхăт тупаççĕ.

Анчах та сирĕн парăмсем çурхи кăмăла пăсма пултарни пирки ан манăр! Парăмсем пурри çинчен пĕлменни е пĕлнĕ çĕртех вĕсене татма тăрăшманни пăтăрмахлă чылай кĕтменлĕх патне илсе çитерме пултарать. Парăмсемшĕн сирĕн пурлăха арестлесе туртса илме, банк картти çинчен сирĕн укçана илме пултараççĕ.

Парăмçăсене Раççей тулашне тухма та чараççĕ. Енчен те сирĕн 30 пин тенкĕпе танлашакан (е унран пысăкрах) парăм пур-тăк, сире чикĕ леш енне кайма ирĕк памĕç. Енчен те эсир парăма икĕ уйăх хушшинче парса татман-тăк, 10 пин тенкĕпе танлашакан парăмшăн та çĕршывран кăларса ямĕç. Алимент тỹлеменнисен вара парăмĕ хуть те мĕн чухлĕ пулсан та çĕршывран тухса кайма ирĕк çук.

2019 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейри 35 пин парăмçа çĕршывран тухма чарнă. Кун пеккисем районта та пур - 500 яхăн çын. Пурĕ вара районта 3 пине яхăн парăмçă шутра.

Паян, апрелĕн 26-мĕшĕнче, республикăра "Хăвăн парăмусем пирки пĕл" акци иртет. Енчен те сирĕн парăмсем пуррипе çуккине пĕлес килсен, суд приставĕсен республикăри управленийĕн сайтне (r21.fssprus.ru) кĕрсе "Банк данных исполнительных производств" сервиспа паллашăр. Унта ятпа хушамата, ашшĕ ятне, хăçан çуралнине кăтартсан парăмсем пирки информаципе паллашма пулать. Саккунпа килĕшỹллĕн, парăмсем пирки пуçланă ĕçе хупиччен ку сведенисемпе пурин те паллашма ирĕк пур.

Э.ОРИНОВ, районти суд приставĕсен пайĕн пристав-исполнителĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1