Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 Требуются рабочие на хлебозавод

в город Королев МО.

Вахта 15/15. Питание и общежитие бесплатно.

Зарплата 2500 руб. в день. Выезд 14 апреля.

Тел.: 8 987 122 55 25.

  

 oknaAlivankin

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Пуç таятпăр ветерансем умĕнче!

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2019, 09:54 Просмотров: 406

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май районта тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ. Аслă вăрçă ветеранĕсемпе, салтак арăмĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулассине, вĕсене май пур таран пулăшассине, ветерансене патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ çăмăллăх йĕркисем çинчен ăнлантарассине тĕп вырăна хураççĕ.

1941 çултан пуçласа 1945 çулччен районтан 8020 çын вăрçа хутшăннă. Шел пулин те, паянхи куна районта 9 вăрçă участникĕ кăна юлнă: Трапайри Семен Семенович Шорников, Тумликассинчи Кузьма Кузьмич Аргандейкин, Атнарти Андрей Николаевич Мадебейкин, Утаркассинчи Вера Михайловна Петрова, Пухтанкассинчи Герман Семенович Пудейкин, Ваçкаçырминчи Арсентий Иванович Вадейкин, Çĕн Атикассинчи Клавдия Гавриловна Ижетникова, Тихăнушкăнчи Геннадий Иванович Пакрушов, Хĕрлĕ Чутайри Михаил Михайлович Агафонов.

Паян Герман Семенович Пудейкина "Севастополе ирĕке кăларнăранпа - 75 çул" медальпе чыслĕç.

Район çыннисем вăрçă вăхăтĕнче тылра та ырми-канми ĕçлесе Çĕнтерỹ кунне çывхартнă. Хĕрарăмсемпе ачасем тата ватă çынсем фронта кайнă арçынсемшĕн вăй хунă, çывăрмасăр, канмасăр тыр-пул туса илнĕ, вăрман ĕçленĕ, окопсем те чавнă. Паянхи куна районта 99 салтак арăмĕпе 249 тыл ĕçченĕ пурăнать.

Куратпăр ĕнтĕ, ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать. Çавăнпа та пирĕн тĕп тĕллев - ветерансене ырă сăмахсемпе тата çăмăллăхсемпе тивĕçтересси.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Указ йышăннăранпа районта 266 ветеранпа салтак арăмĕ хăтлă хваттерлĕ е çуртлă пулчĕç. Паянхи куна тата пĕр салтак арăмĕ черетре тăрать.

Районти социаллă хỹтлĕх пайĕ уйăхсерен вăрçă участникĕсемпе салтак арăмĕсене çутăпа тата ăшăпа усă курнăшăн компенсаципе тивĕçтерет.

Тăван çĕршывăн Аслă вăçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине палăртса районта ятарлă план йышăнса хăварнă. Каламалла ĕнтĕ, çав планри чылай ĕç вăя кĕрсе пырать: вырăнти тухтăрсем вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем патне кайса вĕсен сывлăхĕсене тĕрĕслеççĕ, шкул ачисем ветерансене кил-тĕрĕшре пулăшса тăраççĕ, тирпей-илем кỹреççĕ.

Юлашки çулсенче Чăваш Республикин Правительстви, район администрацийĕ тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ветерансен пурнăçне çăмăллатассишĕн нумай тăрăшаççĕ.

Чăваш Енре ватă çынсене пулăшу пама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен пысăкланать, пенсисен виçи ỹсет, социаллă программăсем пурнăçланаççĕ.

В.ЯРАБАЕВА,социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.

Сăнỹкерчĕксенче: паян пурăнакан вăрçă ветеранĕсем. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5