ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çутçанталăк кашни тапхăрта хăйне май илемлĕ: çулла тĕрлĕ тĕслĕ пулнипе кăмăла çĕклет, хĕлле вăл пире шурă асамлă тĕсĕпе тыткăна илет, кĕркунне сарă тата хĕрлĕ сарă тĕссемпе чуна савăнтарать, çуркунне вара вăрăм ыйхă хыççăн тавралăх чĕрĕлсе ешĕл симĕс тум тăхăннипе уйрăм вăй хушать.
Çутçанталăк та, çын пекех, хăйне пăхнине, упранине тата сыхланине туять. Пирĕн хушă-ра тавралăх илемне упраса хăварма тăрăшакансем пурри, чăнах та, савăнтарать. Çакăн пек çынсем хушшине манăн Туктамăш ялĕнче пурăнакан Петр Каленова кĕртес килет. Вăл 2010 çултанпа уйри шурлăх пулнă вырăнта, масартан инçех мар, кашни çул тĕрлĕ йывăç-тĕм лартать. Хам та çак ялтах пурăннă май, ăна кĕреçе йăтса утнине пĕрмаях куратăп. Унăн пĕчĕк вăрманĕнче пилешпе улмуççи те, çĕмĕрт те пур. Ытларах пайĕ - çăкапа хурăн. Кунта ларса киленме, канма вырăн та йĕркеленĕ Петр Иванович. Йывăçсем хушшинчи курăка та вăл çăвĕпех çулса-типĕтсе тата пуçтарса-тирпейлесе тăрать.
Туслăх паркĕ ят парас шутлă-ха вăл ку илемлĕ вырăна. Çывăх вăхăтра кĕмелли вырăн (арка) йĕркелесшĕн. Чикĕсене палăртас тĕллевпе машинсен кивĕ ураписене вырнаçтарнă, вĕсене шурă сăрăпа сăрланă. Аякранах илемлĕн курăнса лараççĕ.
П.Каленов лартнă йывăçсем асăрханусăр ял çыннисем типĕ курăк çунтарнăран пĕр çул вут-çулăмран та шар курнăччĕ. Ун чухне Петр Иванович çак йывăçсемшĕн чунтан куляннăччĕ. Вĕсене вăл кашни кун сăнаса-пăхса тăрать-çке, епле-ха чун ан ыраттăр? Паян та Петр Каленова пăшăрхантараканни çук мар. Сăтăр тăвакансем тупăнсах тăраççĕ. Усал чунлă çынсем пĕрмаях пĕр вырăнта сиен кỹреççĕ иккен: халĕ те чикĕри урапасене кăларнă, йывăçсене кăкласа ывăтнă. Эпĕ пынă вăхăтра Петр Иванович хăйĕнпе кỹршĕре пурăнакан Валерий Тагайкинпа пĕрле шăпах урапасем илсе килнĕччĕ, вĕсене вырăнне вырнаçтаратчĕç.
Пĕр чĕптĕм те çутçанталăкшăн ырă ĕç туман çын кăна çапла хăтланма пултарать тесе шутлатăп. Хăй ĕмĕрĕнче йывăç-тĕм лартнă, шăварса пăхса тăнă, унăн çимĕçĕпе е илемĕпе киленме пĕлекен çын ун пек тумаççех ĕнтĕ. Тавралăх нимĕнпе те илĕртмест пулсан мĕншĕн-ха шăппăн кăна иртсе каяс мар. Çук вĕт, мĕнле те пулин сăтăр тумаллах, "аллисем кĕçĕтеççĕ" пулинех.
Таврари илемлĕхшĕн тăрăшакан çын ĕçне хисепле-мелле пек. Çамрăк çын çапла чунсăрла ĕç тăвать-тăк, ăна тĕрĕс воспитани парса çитĕнтермен теме пулать, ку аслă çулсенчи çын-тăк - вăл хăйĕн ачисене мĕнле çын пулма вĕрентет-ши текен ыйту çуралать. Пирĕн хушăра, çывăхра çакăн йышши чунсăр çынсем пулни сисчĕвлентерет. Çутçанталăка ним шелсĕр сиен кỹме пултаракан çын ытти усал ĕçе те çăмăллăнах тăваять. Çакă шухăша ярать, хăратать те...
Петр Каленов пек çутçанталăк тусĕсем пирĕн хушăра пурпĕрех ытларах тесе шутлатăп. Вăл лартнă йывăçсем туктамăшсене, иртен-çỹрене тата чылай çул киленĕç кỹрессе шансах тăратăп.
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |