ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Чи сăваплă та чи аслă уяв кунĕнче Мускавра кашни çулах Çĕнтерỹ парачĕ иртет. Йăрăс та патвар кĕлеткеллĕ, кĕрнеклĕ, маттуртан та маттур салтаксемпе курсантсем, çар çыннисем стройпа хитре, пĕр харăссăн, çирĕппĕн утнине курма питĕ кăмăллă.
Çĕнтерỹ парадне хутшăннисем хушшинче пирĕн район каччисем те пулни пире питĕ савăнтарать. Кăçалхи парада, акă, Туктамăш ялĕнчи Константин Алексеевич Секайкин хутшăннă.
Костя Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн кадет класĕнчен вĕренсе тухрĕ, халĕ Рязаньти В.Ф.Маргелов арми генералĕ ячĕпе хисепленекен сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче пĕрремĕш курсра пĕлỹ илет.
Кадет класĕнче вĕреннĕ чухнех Костя тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене, салтак çулне çитмен çамрăксен спартакиадисене хутшăнатчĕ, малти вырăнсене йышăнатчĕ. Паллах, кадет класĕпе пĕрле кашни çулах районти Çĕнтерỹ лапамĕнче иртекен парада хутшăнатчĕ. Кăçал вара вăл Мускаври парада хутшăнма тивĕçнĕ.
"Çĕршывăн тĕп хулинче иртекен Çĕнтерỹ парадне хутшăнас кăмăллисем туллиехчĕ, анчах унта пурне те илмеççĕ. Мана кадет класĕнче вĕреннĕ чух илнĕ пĕлỹпе ăсталăх, стройпа утма пĕлни, кĕлеткене йăрăс тытни, утнă чух урана илемлĕ ярса пусни, командăсене итлеме пĕлни питĕ пулăшрĕ. Çавăнпах ĕнтĕ парад умĕн виçĕ эрне малтан эпĕ парад ирттермелли площадкăна çитрĕм.
Парад репетицийĕсене тата хăй парад кунне шута илсен эпир Мускавра пурĕ тăватă кун пултăмăр, ытти вăхăтра вара Мускав çывăхĕнче пурăнтăмăр, унтах парада хатĕрлентĕмĕр. Парад умĕн икĕ эрне малтан пире спецназпа пĕрле утассине пĕлтерчĕç...
Çĕнтерỹ кунĕнче Хĕрлĕ площадьре иртекен парада хутшăнма май килнĕшĕн питĕ савăнатăп, çакăншăн хама май мăнаçланатăп та", - хăпартланса пĕлтерчĕ Константин Секайкин.
Константинăн ашшĕпе амăшĕ, Людмилăпа Алексей Секайкинсем, ывăлĕ хутшăннă парада майăн 9-мĕшĕнче телевизорпа пăхайман, мĕншĕн тесен çав кун вĕсем иккĕшĕ те ĕçре пулнă. Ĕçĕ вара вĕсен, районти полици уйрăмĕнче тăрăшаканскерсен, вăл кун çакăн пек пулчĕ - район центрĕнче Çĕнтерỹ кунне уявланă вăхăтра йĕрке хуралĕнче тăрасси.
Людмила Анатольевна пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем парада кайран интернетпа усă курса пăхнă. Тулĕк вăт ывăлне асăрхаса юлайман - Костя телекамерăсем пулнă енче утман иккен. Паллах, çакна пула вĕсемшĕн пулăм пĕлтерĕшĕ чакман - виçĕ ывăл ỹстерекен Секайкинсем, сăпайлăхне пула çакна уççăн палăртмаççĕ пулин те, асли Хĕрлĕ площадьри парада хутшăннăшăн мăнаçланаççех.
Константин Секайкин парада хутшăннипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи кадет класĕнче пĕрле вĕреннисем те мăнаçланаççĕ, юлташĕпе мухтанаççĕ вĕсем. "Маттур, Костя, кадетсенчен пĕрремĕш Мускаври парада хутшăнчĕ, анчах та эпир пирĕн класра вĕреннисенчен малашне ыттисем те çак парада хутшăнасса шанатпăр, пирĕн хушăра курсантсем татах пур-çке", - теççĕ "Авангард" кадет класĕнчен вĕренсе тухнисем.
Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи вĕрентекенсем те вĕсем пĕлỹ панă яш асăннă парада хутшăнни пысăк чыс пулнине палăртаççĕ. Кадетсен наставникĕ Эдуард Романов та хăйĕн вĕренекенĕпе мăнаçланнине пытармасть: "Костя салтак çулне çитмен çамрăксен спартакиадине темиçе те хутшăнчĕ. Икĕ хутĕнче спартакиада халĕ хăй вĕренекен Рязаньти сывлăшпа десант çарĕсен аслă училищинче иртрĕ, унта унăн тĕрлĕ ăмăртусенче хăйĕн ăсталăхĕпе чăтăмлăхне самай кăтартма тиврĕ. Аслă пĕлỹ илме çак вĕренỹ заведенине ахальтен суйласа илмерĕ пуль ĕнтĕ вăл... Стройпа утассипе Костьăн пултарулăхĕ пысăк пулни кадет класĕнче вĕреннĕ вăхăтрах палăрчĕ. Çар училищинче пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех унăн ăсталăхне асăрхани, Хĕрлĕ площадьри парада хутшăнма суйласа илни Костьăн хăнăхăвĕсемпе пултарулăхĕ чăннипех çỹллĕ шайра пулнине çирĕплетет".
Юлашкинчен вара çакна палăртса хăварас килет - Аслă Çĕнтерĕве 74 çул çитнине халалласа Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ çар парадне хутшăннăшăн Константин Секайкин Раççей Оборона министерствин медальне тивĕçнĕ.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |