ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕ, РФ Патшалăх Думи, РФ Çутĕç министерстви тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕ пулăшнипе "Стратегия будущего" вĕрентỹ проекчĕсен фончĕ кăçалхипе виççĕмĕш хут çамрăксен проекчĕсен конкурсне йĕркелесе ирттернĕ. Çак конкурсăн малтанхи тапхăрне Атнар шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнма кăмăл тунă, вĕсене историпе тата обществознанипе вĕрентекен çамрăк учитель Елизавета Владимировна Александрова хавхалантарнă.
Конкурса хутшăнакансен виçĕ номинацирен пĕринпе проект хатĕрлемелле пулнă. Вĕсенчен заявкăсене апрель уйăхĕн варриччен кĕтнĕ.
Кăшт вăхăт иртсен Атнар шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Екатерина Князеван тата Ольга Федорован ĕçĕсем конкурсăн тепĕр тапхăрне тухни паллă пулнă. Ку хĕрачасен хăйсен ĕçĕсене хỹтĕле-ме Мускава каймаллине пĕлтернĕ.
Мускав çулĕ çывăх мар, çавăнпа та унта кайма Екатерина Князева кăмăл тунă, ăна ашшĕпе амăшĕ те, шкул коллективĕ те тĕрев панă, хавхалантарнă.
Çапла вара Екатерина Князева хăйĕн вĕрентекенĕпе Елизавета Александровапа пĕрле майăн 7-9- мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ "Наша история" форума хутшăннă. Асăннă форум шайĕнче Екатерина конкурса тăратнă хăйĕн ĕçне (вăл "Почему важно изучать и помнить историю России?" эссе çырнă) хỹтĕленĕ.
"Катя маттур, хăйĕн ĕçне те аван çырса хатĕлерĕ, Мускавра та хỹтĕлев вăхăтĕнче хăйне çирĕп тытрĕ, пăлханнине палăртмарĕ. Эпĕ унран та ытла пăлхантăм пулĕ", - тет Елизавета Владимировна хăйĕн вĕренекенĕ пирки.
Çĕршыв шайĕнчи конкурса хутшăнакансене Мускаври "Измайлово" хăна çуртне вырнаçтарнă. Виçĕ кун хушшинче вĕсем ĕçлĕ вăйăсене, лекцисене хутшăннă, Мускав тăрăх илсе çỹрекен экскурсире пулнă.
Майăн 9-мĕшĕнче кăнтăрлаччен "Космос" хăна çуртĕнче конкурса хутшăнакансене чысланă. Екатерина Князевапа Елизавета Александрова иккĕшĕ те сертификатсене тивĕçнĕ: Екатерина - конкурсăн Мускавра иртнĕ тапхăрне хутшăннăшăн, Елизавета Владимировна - талантлă çамрăка тупса палăртнăшăн, ăна пулăшнăшăн тата пĕрле пулнăшăн.
Каçхи вара учительпе вĕре-некенĕ киле киличчен Мускавра хăйсем тĕллĕн курса çỹренĕ, Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе пулнă илемлĕ фейерверксем пăхса савăннă.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |