ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Иртнĕ эрнере, майăн 31-мĕшĕнче, Туктамăш ялĕнче харăсах тенĕ пек икĕ инкек пулнă. Аçа çапнăран Тĕп урамри пĕр хуçалăхри çурт тата Пĕчĕк урамри тепĕр хуçалăхри мунчапа сарай çуннă.
Çав каç, чăнах та, хăрушă аслатиллĕ çумăр пулчĕ. Чылайăшĕ сисчĕвленчĕ ĕнтĕ. Шел те, инкексĕр иртмерĕ вăл. Пĕр ялтах - Туктамăшра - аçа çапнине пула икĕ çемье шар курнă. Пĕрисен çурт çивиттине аçа разрячĕ хытах çапнă. Вăхăт нумаях та иртмен, 20 минута яхăн кăна, тепĕр урамра та мунчана аçа çапнă. Кун пекки юлашки çулсенче пулманччĕ, теççĕ пушар ĕçченĕсем. Çавăнпа та заземлени, громоотвод текен япаласем пирки тĕплĕнех шухăшламалла, ăна çурт çывăхĕнче тĕрĕс вырнаçтарни хăрушă инкекрен хăтарма пулăшĕ.
Пилĕк уйăх кăтартăвĕсене тишкерер-ха. Кăçал июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче пĕтĕмпе 15 пушар пулнă, иртнĕ çул çак тапхăртах - 10. Шел те, вут-çулăма пула кăçал та, пĕлтĕр те ку таранччен икшер çын пурнăçĕ татăлнă. Пурте вĕсем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче пурăннă. Пушарсен шучĕ те ку ял тăрăхĕнче палăрмаллах ỹсни сисĕнет: 2018 çулта ку территорире пĕтĕмпе тăватă вут-çулăм инкекĕ пулнă-тăк, кăçал - тăххăр.
Пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ А.Ярабаев пĕлтернĕ тăрăх, кăçал вут-çулăм алхаснин сăлтавĕсем çапларах: электрооборудование вырнаçтарнă тата унпа усă курнă чух правилăсене пăхăнманран - 2 (пĕлтĕр - 3), кăмака тунă тата унпа усă курнă чух правилăсене пăснăран - 2 (4), вутпа асăрханусăр пулнăран - 8 (2), хăй тĕллĕн хыпса илнĕрен - 1 (0), аçа çапнăран - 2 (0). Çак инкексене пула пурăнмалли тăватă çурт, ултă хуралтă çунса кайнă, виçĕ тĕслĕхĕнче вара вут-çулăм типĕ курăкпа çỹп-çап чĕртнĕрен алхаснă, ытти сăлтавсемпе икĕ пушар пулнă.
Н.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |