Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Выльăхне пăхаççĕ, уй-хирте тăрăшаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 14.06.2019, 09:30 Просмотров: 410

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, сĕт фермисенче ĕçлекенсен тата выльăх самăртакансен ăмăртăвĕнче мала тухнисем Акатуйра район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

"Коминтерн" хуçалăхра ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Галина Сергеева пĕр ĕне пуçне 6768 килограмм, пĕтĕмпе 527 тонна сĕт суса илме пултарнă.

Çак хуçалăхра пăру пăхакан Александр Юманкин талăкра вăтамран пăрусене 790 грамм ỹт хуштарнă, пĕтĕмпе - 67 тонна.

"Свобода" колхозăн выльăх пăхаканĕ Венера Бурина талăкра вăтамран 950 грамм ỹт хуштарнă, пĕтĕмпе - 15 тонна.

"Коминтернра" сыснасене пăхакан Светлана Афанасьева çирĕплетнĕ сысна амисенчен 4277 çура илнĕ.

Çак хуçалăхри сыснасене тăрантаракан оператор Светлана Никифорова талăкне вăтамран 700 грамм ỹт хуштарнă, пĕтĕмпе - 187 тонна.

Кунти сыснасене çитĕнтерекен оператор Лариса Смалайкина талăкне вăтамран 440 грамм ỹт хуштарнă, пĕтĕмпе - 124 тонна.

Çак наградăнах "Свобода" колхозăн ферма заведующийĕ Елена Максимова сĕт суса (110 процент) тата аш-какай туса (104 процент) илессине ỹстернĕшĕн тивĕçрĕ.

Механизаторсем хушшинчи ăмăртура çĕнтернисем те райадминистрацин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕç.

МТЗ маркăллă урапаллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче "Коминтерн" хуçалăхри Николай Лаврентьев палăрнă. Вăл 189,6 условнăй эталонлă гектар ĕç пурнăçланă.

Т-150 маркăллă урапаллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче "Нива" хуçалăхри Игорь Кочеганов çĕнтернĕ. Вăл 640 условнăй эталонлă гектар ĕç тунă.

Джон Дир маркăллă урапаллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче "Коминтернри" Юрий Татаров палăрнă (389,7 условнăй эталонлă гектар).

Гусеницăллă тракторпа ĕçлекенсем хушшинче - "Коминтернри" Алексей Туйманкин. Вăл 122,7 условнăй эталонлă гектар ĕç пурнăçланă.

"Нива" хуçалăхри Евгений Новиков МТЗ маркăллă урапаллă тракторпа çурхи культурăсене 710 гектар çинче акса палăрнă.

Сцена çинче чылай ĕç çыннине чысларĕç, унтан ял тăрăхĕсен юрăпа ташă ăстисем сăмах илчĕç, куракансене чаплă концертпа савăнтарчĕç. Юрă-кĕвĕ янăранă вăхăтрах стадионта суту-илỹ пычĕ, спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç, ача-пăча батут çинче ярăнчĕ, пылак çимĕçпе сăйланчĕ.

А.АЛЕКСЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5