Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Ĕçпе юрă, спорт уявĕ пухрĕ халăха

Категория: Общество Опубликовано: 14.06.2019, 09:31 Просмотров: 394

Акатуй чăннипех халăх уявĕ. Çак уявра хресчен çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн кăмăлпах канать. Кăçал тĕп уяв район çыннисемпе хăнасене "Чавал" уçланкăна мар, стадиона пухрĕ. Райпо тытăмĕнче ĕçлекенсем, уйрăм предпринимательсем уява пухăннă ватти-вĕттине, яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа, ял ĕçченне яланхи пекех апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕç.

Чутай çĕрĕ çине кăçал та уявпа саламлама килсе çитнĕ сумлă хăнасене хĕрлĕчутайсем ваттисен йăли-йĕркипе çăкăр-тăварпа, чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ертсе пынипе сумлă хăнасем - Чăваш Республикин çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн пулăшуçи Вячеслав Бенда, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Валерий Павловăн пулăшуçи Надежда Чаленко тата ыттисем - районти 10 ял тăрăхĕн тата предприятисемпе организацисен хăна картишĕсене курса çаврăнчĕç, апат-çимĕçĕпе, ал ĕçĕсемпе, юрă-ташă пултарулăхĕпе, Театр çулталăкне халалланă куравпа паллашма пултарчĕç.

Çĕр ĕçченĕн ĕçĕ хисепре

Илемлĕ сцена çинче салам сăмахĕсем сахал мар янăрарĕç. Ĕçре тăрăшулăхпа палăрнисем, производствăра малта пыракансем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ячĕпе хĕрлĕчутайсене Надежда Прокопьева саламларĕ, çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн çĕр ĕçченĕсене тав турĕ. Ялхуçалăхĕнчи тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕн сысна пăхаканĕ Лариса Смалайкина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн "Свобода" колхозăн тата "Коминтерн" ЯХПК-ан ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕсем Алина Ильинапа Алина Сорокина Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕç.

Хăйĕн ĕçĕпе палăрнăшăн райпо коллективĕ республика шайĕнчи наградăсене тивĕçрĕ. Райпо председательне Александр Степанова Чăвашпотребсоюзăн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинчи республикăри экономика ăмăртăвĕсенче çăкăр туса илессипе чи пысăк кăтарту тунăшăн çĕнтерỹçĕ Дипломĕпе чысларĕç. Çавăн пекех потребитель организацийĕсем хушшинче пĕтĕмĕшле ĕçе аталантарассипе иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн свидетельство пачĕç. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата районăн социаллă экономика аталанăвне витĕмлĕ тỹпе хывнăшăн Ачкасси ялĕнче пурăнакан Юрий Яндайкин "Хĕрлĕ Чутай районĕн Хисеплĕ гражданинĕ" ята тивĕçрĕ.

Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн Д.Кузнецов уйрăм предприниматель хуçалăхĕнче трактористра тăрăшакан Михаил Аркадьев, "Свобода" колхозра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан Анатолий Алексеев, "Нива" ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Сергей Чернов район пуçлăхĕн Тав сăмахне илме тивĕç пулчĕç.

Потребитель кооперацийĕнче тăрăшакансене те наградăларĕç. Вĕсем: "Четайское" ТЯО-ра пекарьте вăй хуракан Алина Коршунова, Лариса Серейкина, "Янтарь" ТЯО ĕçченĕ Михаил Сергеев, "Питание" ТЯО-н буфетчиципе поварĕ Галина Наумова тата Алена Патьянова.

А.ВАСЮКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1