ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Çулсеренех çĕршывăмăрта тата пирĕн республикăра тĕрлĕ сăлтавсене пула чылай ача вилет. Шел те, пирĕн районта та юлашки çулсенче ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулчĕç. Акă иртнĕ çулта хĕр пĕрчи шыва кайса вилчĕ. Мĕн чухлĕ хурлăх, куççуль...
Çакна шута илсех ĕнтĕ ашшĕ-амăшне хăйсен пепкисем тĕлĕшпе тимлĕхе ỹстерме, вĕсене асăрхаттарсах тăма сĕнес килет. Пĕчĕккисем аслисем пăрăннă хушăра чỹречерен ỹкме те пултараççĕ, асăрхаса çитереймесен вĕри апатпа е шывпа пиçсе каясси те инçех мар. Ача пĕчĕк пулсан та вăл интересленсе, йĕри-таврарипе паллашас тĕллевпех таçта та хăпарса кайма пултарать. Çакна шута илмеллех, вĕсем çитме пултарнă вырăнта хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласем хăвармалла мар. Шыв хĕрне те ачасене аслисемсĕр кайма юраманни, ыйтмасăр çурт умĕнчен пăрăнмалла марри пирки те тăтăшах асăрхаттарса тăмалла.
Халĕ чылай ялта асфальт çул пур. Ачасем унта велосипедпа, роликсемпе, самокатпа ярăнма кăмăллаççĕ. Хытарнă çулпа вара машина та сахал мар çỹрет. Тепĕр чух çамрăксем руль умне ларсан пысăк хăвăртлăхпа çỹреме юратаççĕ, ача вара ăнсăртран çул çине сиксе тухма пултарать. Çуллахи вăхăтра ял урамĕ хушшинчи хытарман çул-па та чылай транспорт чупать. Кун пирки те пепкĕрсене аса илтерсех, тимлĕ пулмаллине асăр-хаттарсах тăмалла.
Хваттерте, кил-çуртра ачасене хăйсем тĕллĕн хăвармалла мар. Шăпах аслисем çук вăхăтра вĕсен пĕчченлĕхпе усă курса аслисем чарнă ĕçсене пурнăçлас килет. Çапла ачасем шăрпăкпа вылянăранах пушар тухни те сахал мар пулнă. Хупса хăварнă пỹлĕмрен тухса тараймасăр ачасем тĕтĕм-сĕрĕмпе вилни те пулкалать.
Хамăр ачасемшĕн эпир, аслисем, яваплă. Çавăнпа та вĕсен хăрушсăрлăхĕ пирĕн алăра пулнине манар мар, тимлĕхе ỹстерер, асăрхануллăрах пулар. Ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхне, тимсĕрлĕхне пула сиксе тухнă хăрушă инкек ĕмĕрлĕх тарăн йĕр хăварать. Çавăнпа та тĕпренчĕкĕрсене ытларах тимлĕх уйăрăр, вĕсем сывă та телейлĕ ỹсчĕр тесе хăвăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвăр!
Районти тĕп больница.
Ноябрь 2024 |