Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Герой йăхне малалла тăсакансем пур

Категория: Общество Опубликовано: 21.06.2019, 12:21 Просмотров: 397

Упукушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçăра паттăррăн çапăçса 1943 çулта пуçне хунă Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Романович Логиновăн йăхне тăсакансем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Паттăр тăванне асра тытакансем пирки тĕплĕнрех пĕлтерес терĕм.

Ачисем

1947 çулта Алексей Романовичăн мăшăрĕ Елена Егоровна хăйĕн хунямăшне, Евдокия Михайловнăна, пытарнă. Ку тĕнчерен кайиччен вăл ывăлĕ Алексей вилнĕ хыççăн Герой ятне тивĕçнине пĕлсе юлнă. Вăхăт иртнĕ май Алексей Логинов çуралса ỹснĕ кил пушанса юлнă. Геройăн Иван шăллĕн хĕрĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ку çурта сутса янă.

Роман Степановичпа Евдокия Михайловна Логиновсем Алексей ывăлне авланса çемье çавăрсан кỹршĕ урамра икĕ пỹлĕмлĕ йывăç çурт лартса панă. Халĕ çав урам Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе хисепленет.

Мăшăрĕ паттăрла пуçне хунă хыççăн икĕ ачипе - Егор ывăлĕпе тата Мария хĕрĕпе - тăлăха тăрса юлнă Елена Егоровна. 1925 çулта çуралнă Михаил ывăлĕ 1945 çулхи февраль уйăхĕнче Польша территорийĕнче пуçне хунă. Елена Егоровна Логинова вара 1983 çулта вилнĕ.

1927 çулта çуралнă Егор ывăлĕ ачаранах куçĕ япăх курнăран инвалид шутланнă, çавăнпа ăна вăрçа та илмен.

Егор Алексеевич Штанаш шкулĕнче сакăр класс пĕтернĕ хыççăн "Жнейка" колхозра вăй хунă, кладовщик, учетчик, счетовод тивĕçĕсене пурнăçланă. Çав хушăрах каçхи шкулта вĕренсе пĕлỹ шайне ỹстернĕ.

Çемье çавăрсан Егор Алексеевич ашшĕн, Алексей Романовичăн, çуртне пăсса ун вырăнне йывăç пỹрт лартнă. Хальхи вăхăтра ун çинче асăну хăми çакăнса тăрать.

Егор Алексеевичпа Вера Яковлевна Логиновсем Галина ятлă хĕр çуратса ỹстернĕ.

Мария Алексеевна вара вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Çĕмĕрлери медицина сестрисен курсĕсенче вĕреннĕ.

Мария Алексеевна Яманкассине качча тухнă, вĕсем мăшăрĕпе, Николай Федорович Гордеевпа, икĕ ача - Валерий тата Маргарита - çуратса ỹстернĕ.

Мăнукĕсем

Валерий Николаевич Гордеев хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать, вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕре кун çути парнеленĕ.

Маргарита Николаевна Шайхаттарова (Гордеева) Тюмень облаçĕнчи Нижневартовск хулинче тĕпленнĕ, унăн та икĕ хĕр.

Галина Егоровна Медведева (Логинова) вара хальхи вăхăтра Тури Çĕрпỹкассинче пурăнать, вăл тивĕçлĕ канури педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Мăшăрĕпе, педагогика ĕçĕн ветеранĕпе Лев Васильевич Медведевпа, вĕсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ.

Кĕçĕн мăнукĕсем

Медведевсен аслă ывăлĕ Василий Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлет.

Марина патшалăх служащийĕсене хатĕрлекен Волгăпа Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Андрей - профессиллĕ художник, Мускаври духовнăй академире вĕреннĕ, Дивеево хулинче ĕçлет.

Татьяна Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ, хальхи вăхăтра страхлав компанийĕнче тимлет.

Сергей - полици капитанĕ, республикăри Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ.

Галина Егоровнăпа Лев Васильевич Медведевсен паянхи кун пурĕ тăхăр мăнук ỹсет.

Пĕтĕмпе вара паян Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Логиновăн кĕçĕн мăнукĕсен 12 ачи паттăр тăванĕн ятне упраса пурăнать.

Геройăн вил тăприйĕ çинче пулнă

2013 çулхи август уйăхĕнче Василий Медведев ват маçаккăшне, Совет Союзĕн Геройне Алексей Романович Логинова, пытарнă вырăна çитсе курнă.

Василий Львович Украинăна ун чухне çемйипе кайнă. Чернигов облаçĕнчи Реп-кински районĕнчи Новоселки ялĕнче пулнă май вĕсем Алексей Логинова пытарнă вырăна çитнĕ. Унта, 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Днепр урлă каçнă май пуçĕсене хунă салтаксене пытарнă çĕрте, кунти çĕрсене ирĕке кăларакансен ячĕпе палăк лартнă тата асăну хăми вырнаçтарнă. Асăну хăми çине кунта ытти салтаксемпе пĕрле Совет Союзĕн икĕ геройне, çав шутра Алексей Романович Логинова та, пытарнине çырнă.

Новоселки ялĕ Днепр юханшывĕн сулахай çыранĕнче, вăрманлă вырăнта, вырнаçнă. Анлă юханшывăн сылтăм çыранĕ Белорусси çĕрĕ шутланать.

Чернобыльти авари хыççăн Новоселки ялĕнче пурăнакансем юлманпа пĕрех иккен. Çавăнпа та Медведевсене ун чухне пĕр ватă хĕрарăм, 74 çулхискер, ертсе çỹренĕ, хăй вăрçă вăхăтĕнче мĕн илтни-курнине каласа панă. Хаяр вăрçă çулĕсенче ача çеç пулнă вăл, çапах та кунти юнлă çапăçусем пирки аслисенчен илтсе асра тытса юлнă. Нимĕçсене хирĕç çапăçнă харсăр совет салтакĕсен, малтанласа тăшмана хăваласа Днепрăн сылтăм çыранне çавăрса илнĕскерсен, çар хатĕрĕсем пĕтсе çитнĕрен фашистсемпе алла-аллăн тытăçма тивнĕ иккен ун чух. Шел те, пирĕннисем вăхăтра пулăшу кĕтсе илеймен. Пĕр тесен, вĕсем Днепр урлă каçса вăрмана кĕрсе пытанма та пултарнă, анчах та унтан каялла çул пулмасса ăнланнă салтаксем. Çавăнпа та юханшывăн сылтăм çыранĕнчех паттăрла пуçĕсене хунă...

Кайран, совет çарĕсем нимĕçсен тылне шала кĕрсен, салтаксен виллисене пухса Днепрăн сулахай çыранне илсе каçнă, тăванла вил тăприне пытарнă.

Медведевсем, Новеселкинче пулнă май, унти тăванла вил тăпри çинчен пĕр ывăç тăпра илсе килсе Елена Егоровнăн, Совет Союзĕн Геройĕн мăшăрĕн, вил тăприйĕ çине хунă.

Лев МЕДВЕДЕВ. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5