Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Чăваш сăвви-юррине уçă саслăн янăратрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 21.06.2019, 12:22 Просмотров: 342

Июнĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ умĕнче Театр çул- талăкне тата Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнакансем чăвашла сăвăсем каларĕç тата юрăсем юрларĕç.

Çеçпĕл Мишшин халалĕсем пурнăçланса пынине кăтартса панă конкурса хаклакансем хушшинче Светлана Асамат сăвăç, юрăç тата композитор, Раиса Сарпи сăвăç пулчĕç.

Палăртма кăмăллă, асăннă конкурса Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. "Чăваш çыравçисен чăвашла сăввисем" номинацире аслă классем хушшинче кăçал 10-мĕш класран вĕренсе тухнă Анастасия Устинова палăрчĕ. Вăл Çеçпĕл Мишшин "Чăваш арăмне" сăввине чуна витермелле ăста каласа пачĕ. "Пирĕн музейра хальччен ку сăвва çакăн пек вулакан шкул ачи пулманччĕ-ха", - терĕ хавхаланса Анастасия Устинова пирки музей ертỹçи Антонина Андреева.

"Чăваш поэчĕсен сăввисемпе çырнă чăвашла юрăсем" номинацире вăтам классем хушшинче Анастасия Ремизова çĕнтерчĕ. Вăл "Ачаран" юррăн нотисене тĕрĕс тытса пырса, питĕ илемлĕн шăрантарса пачĕ, куракансен чунĕсене тыткăнларĕ. Жюри председателĕ Светлана Асамат Настя тĕлĕнмелле пултаруллă пулнине палăртрĕ.

Хĕрачасене конкурса хатĕрлекенĕ - Çĕн Атикасси шкулĕн чăваш чĕлхипе ли- тература вĕрентекенĕ Светлана Мурайкина.

Юлия МАРЕЕВА, Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет ертỹçи. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5