Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

"Пукане" уявĕ пулать

Категория: Общество Опубликовано: 21.06.2019, 12:23 Просмотров: 354

Вырсарникун, июнĕн 23-мĕшĕнче, Вырăсушкăнь ялĕнче "Пукане" йăла уявĕ пулать.

Çулсерен иртекен фольклор уявне кăçал анлăн паллă туса ирттересшĕн. Ăна йĕркелесе ирттерес ĕçе райадминистрацин культура пайĕпе ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем хутшăнаççĕ.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр Кив Атикасси ял тăрăхĕ район администрацийĕпе пĕрле Пĕтĕм Раççейри "Лучшая муниципальная практика" конкурсăн регионти тапхăрне хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăннă, çавна май 120 пин тенкĕпе танлашакан гранта тивĕçнĕ. Асăннă укçапа "Праздник куклы" кĕнеке кăларнă, "Пукане" уявне ирттерме костюмсем çĕлетнĕ.

Йăла-йĕркене упраса хăварма пулăшакан уяв 16 сехетре пуçланать. Районти культура ĕçченĕсемпе пĕрлех унта Оренбургри "Добро" фольклор коллективĕ те хутшăнĕ.

Кив Атикасси ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "Пукане" уявне хатĕрленнĕ май Вырăсушкăнь ялĕнчи Тĕп урамри çул çинче юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Ку ĕç район тата республика пулăшнипе пурнăçланать.

 А.ТИМОФЕЕВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5