Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

  

 oknaAlivankin

 

Требуются дворники в 

Голицино МО. Вахта 15/15. Общежитие предоставляется.

Зарплата 50000-55000 вахта.

Трудоустройство официально.

89871225525  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Çамрăклăхпа илемлĕх, çунатлă ĕмĕтсен уявĕ

Категория: Общество Опубликовано: 28.06.2019, 09:16 Просмотров: 445

IMG 1668Июнĕн 25-мĕшĕнче районти шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç. Пур выпускника та пĕр çĕре пухакан çамрăклăхпа илемлĕх, çунатлă ĕмĕтсен уявĕ Хĕрлĕ Чутай салин Çĕнтерỹ лапамĕнче иртрĕ.

Районти тăватă шкултан вĕренсе тухакан 67 выпускника ĕмĕрте пĕрре пулакан уяв ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕн проректорĕ Илья Царевский саламларĕç, малашлăха пысăк шанăçпа пăхма, килĕшекен професси суйласа илсе пурнăç çулĕ тăрăх тивĕçлĕн утма сунчĕç.

Ăсату каçне Атнарти вăтам шкулта вĕренекенсем илемлĕ ташăпа уçрĕç. Палăртмалла, пур шкултан вĕренсе тухакансем те уявра хăйсен ташă пултарулăхĕпе паллаштарни ăсату каçне илĕртỹллĕрех турĕ.

Уявăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕсенчен пĕри шкултан аван паллăсемпе вĕренсе тухнисене чыслани пулчĕ. Кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухнă икĕ выпускник медале тивĕçрĕ: Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Светлана Пахинова тата Çĕн Атикасси шкулĕнчи Александра Скворцова. Вĕсен ашшĕ-амăшне: Елена Ивановнăпа Юрий Григорьевич Пахиновсене тата Полина Львовнăпа Владимир Владимирович Скворцовсене - Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.

Çавăн пекех уявра патшалăх экзаменĕсенче бысăк балсем пухнисене те чысларĕç: Атнар шкулĕнчи Ольга Ухлейкинан вырăс чĕлхипе 96 балл, Алексей Степановăн вырăс чĕлхипе 85 балл; Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Светлана Пахинован вырăс чĕлхипе 96 балл, химипе 95 балл, биологипе 86 балл, Виктория Серинан вырăс чĕлхипе 91 балл, акăлчан чĕлхипе 90 балл, Ксения Тимофееван вырăс чĕлхипе 80 балл, Мария Фадееван вырăс чĕлхипе 82 балл, Нелли Альгешкинан вырăс чĕлхипе 80 балл, Анастасия Мидейкинан вырăс чĕлхипе 80 балл; Çĕн Атикасси шкулĕнчи Александр Максимовăн вырăс чĕлхипе 91 балл, Александра Скворцован вырăс чĕлхипе 94 балл, математикăпа 82 балл, историпе 89 балл пулнă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăсату каçĕнче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" паллă та пачĕç. Палăртса хăвармалла, ГТО нормисене районти шкулсенчен кăçал 9-11-мĕш классенчен вĕренсе тухакан 65 ача пурнăçланă. Уявра вара "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" ылтăн паллăна тивĕçнĕ выпускниксене - Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Елена Афанасьевана, Олеся Чубайкинана, Диана Михопарована, Дмитрий Мерзлайкина, Владислав Тунейкина, Максим Ербулаткина, Дмитрий Козлова, Артем Эзенкина, Мăн Этмен шкулĕнчи Снежана Казакована, Çĕн Атикасси шкулĕнчи Анастасия Вашуркинана, Александр Максимова, Кристина Иванована, Вероника Якимована, Атнар шкулĕнчи Алексей Степанова, Илья Сапожникова, Дмитрий Илларионова, Юрий Ивантаева - чысларĕç.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчен вĕренсе тухакан Иван Федоров çамрăк спортсменăн, кире пуканне йăтас енĕпе Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн, ашшĕпе амăшĕ те, Надеждăпа Михаил Федоровсем, Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Район центрĕнчи савăнăçлă мероприяти хыççăн выпускниксем класăн-класăн пайланса уяв каçне малалла тăсрĕç, ташласа-юрласа савăнчĕç.

Ир енне вара шурăмпуç çăлтăрĕ ĕнерхи ачасен умри пурнăç çулне çутатрĕ...

А.КАРПОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5