ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!
Все объявления и реклама дублируются
в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм".
МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)
ПРОДАЮ:
ДРОВА КОЛОТЫЕ:
дуб, береза, липа. Доставка.
Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.
.
Кировская обувная фабрика
25 ноября в РДК с 10 до 15 часов состоится
распродажа обуви из натруальной кожи
и прием обуви на ремонт.
ИП Кощеева Н.А.
Муниципальное автономное учреждение
"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального
округа Чувашской Республики
приглашает на работу электрика
оплата согласно штатному расписанию.
Тел.: 8 937 012 15 13
Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!
Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru
Июлĕн 2-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе наци проекчĕсемпе çыхăннă лару иртнĕ. Раççей Президенчĕ çумĕнчи президиум Канашĕн ларăвĕ видеоконференци мелĕпе иртнĕ.
Дмитрий Медведев çĕршывра наци проекчĕсене пурнăçлама тытăннăранпа вăхăт çителĕклĕ иртнине, çавăнпа та халĕ ку енĕпе ĕç-хĕле мĕнле йĕркеленине хаклани пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Наци проекчĕсене пурнăçлама регионсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси вăхăтра пулса пырать тенĕ Правительство Председателĕ. 2019 çулта 12 наци проектне пурнăçа кĕртме тата инфратытăма çĕнетмелли комплекслă плана пурнăçлама 1,7 трлн ытла тенкĕ пăхса хунă.
Видеоконференци мелĕпе иртнĕ лару хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе канашлу ирттернĕ. Михаил Васильевич регионти наци проекчĕсене пурнăçлама уйăрнă укçапа вăхăтра тата вырăнлă усă курма хушнă.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики 11 наци проекчĕ шутне кĕрекен 67 федераллă проектран 52-шне пурнăçланă çĕре хутшăнать. Вĕсене 2019-2024 çулсенче пурнăçлама тĕрлĕ финанс çăлкуçĕнчен 77,1 млрд тенке яхăн укçа уйăрма палăртаççĕ. Асăннă суммăран пĕр пайĕ (27,3 проценчĕ) "Хăрушсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем", "Демографи" (22,1 процент), "Вĕрентỹ" (15,7 процент), "Сывлăх сыхлавĕ" (11,9 процент) проектсене пурнăçлама каять.
Наци проекчĕсем енĕпе ĕçсем пирĕн районта та пулса пыраççĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет "Хальхи йышши шкул", "Кашни ачан ăнăçăвĕ", "Социаллă активлăх", "Ачаллă çемьесене пулăшасси", "Пуласлăх учителĕ" проектсене хутшăнать.
Райадминистрацин вĕренỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, "Хальхи йышши шкул" проектпа килĕшỹллĕн 2019 çулта Атнарти, Хĕрлĕ Чутайри тата Мăн Этменти вăтам шкулсенче цифра тата гуманитари профилĕн "Точка роста" центрĕсене йĕркелĕç. Çакна валли 4800,0 пин тенкĕ уйăрнă.
"Кашни ачан ăнăçăвĕ" проектпа килĕшỹллĕн 5-18 çулхи ачасен 73 процентне хушма пĕлỹпе тивĕçтермелле.
"Социаллă активлăх" проектпа ачасемпе çамрăксен таланчĕсемпе пултарулăхне аталантарассине, вĕсене ырă ĕçсем тăвассине явăçтарассине (добровольчество) пăхса хунă. Паянхи куна районти 1000 çын волонтерсен юхăмĕнче тăрать, ку _ çамрăксен 39,6 проценчĕ.
Хушма пĕлỹпе тивĕçтерес енĕпе районта Ачасен искусство шкулĕ, Ачасен пултарулăх çурчĕ тата "Хастар" ФСК ĕçлеççĕ. Вĕсенче 5-18 çулхи ачасен 71 проценчĕ хушма пĕлỹ илет. ГТО нормисене районти шкул ачисен 87,8 проценчĕ пурнăçланă.
Шкул ачисене вĕренме хальхи йышши хăтлă условисем туса парас тĕллевпе 2018 çулта Мăн Этмен шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Хальхи вăхăтра капиталлă юсав ĕçĕсем Хĕрлĕ Чутай тата Мăн Этмен шкулĕсенче пурнăçланаççĕ.
Çитес çулсенче юсав ĕçĕсене Атнарти тата Çĕн Атикассинчи вăтам шкулсенче, "Пилеш" ача садĕнче ирттерме палăртнă. Тури Çĕрпỹкассинчи, Мишеркассинчи тата Шулюри шкулсенче вара спортзалсене юсаса çĕнетесшĕн.
А.КАРПОВА.
Ноябрь 2024 |