Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Йывăр вăхăтра та тăрăшса вăй хунă

Категория: Общество Опубликовано: 19.07.2019, 11:45 Просмотров: 351

Тусан сахал мар çăтнă

Шуккакасси ялĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнă май инçетрен курăнса ларать. Кунта çутçанталăк питĕ пуян. Ял хăйĕн çăлкуçĕсемпе, улма-çырла пахчисемпе чун-чĕрене тыткăнлать. Çапах та ялăн мăнаçлăхĕ  кунта çуралса ỹснĕ ĕçчен те маттур çыннисем. Вĕсенчен пĕри  Юрий Никитович Кошелев.

Вăл 1939 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăрçă ачи пулнă май çăмăлах пулман унăн пурнăçĕ. Çемьере вĕсем саккăрăн çитĕннĕ, вăл çиччĕмĕш пулнă. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ачисем шку-ла кайма тытăничченех çырма-çатрана ĕне çитерме, хур-кăвакал чĕпписене пăхма тухнă. Ашшĕ, Никита Филиппович, ялта колхоз йĕркеленсен бригадирта тăрăшнă. Вăрçă умĕн ял çыннисем ăна колхоз ертỹçин тилхепине тытса пыма шаннă. Анчах та мирлĕ пурнăçпа ĕçлеме май килмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче çак ĕçренех илсе кайнă. Çав çулхинех ноябрĕн 7-мĕшĕнче Карели фронтĕнче йывăр амансан вут-çулăмран тухаймасăр вилĕмрен çăлăнса юлайман. Унăн паттăрлăхĕ çинчен "За Родину" хаçатра çырса кăтартнине хурлăхлă çырупа пĕрле тăван килне ярса панă.

Пурнăç тути-масине вара Кошелевсен кил таврашĕ ашшĕсĕр иртнĕ май пĕчĕкренех пĕлме пуçланă. Çак йывăр та асаплă çулсенче амăшне, Марина Егоровнăна, паллах, çăмăл пулман. Вăл тăлăха юлнă пĕчĕк ачисем валли сĕтел çинче çăкăр пултăр тесе колхозра ир пуçласа мĕн каçчен ырми-канми вăй хунă, килте йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Вăрçă çулĕсенче ялти хĕрарăмсемпе пĕрле Сăр хĕррипе окоп чавма хутшăннă, Етĕрне, Çĕмĕрле тăрăхне каякан çула тунă çĕрте те пилĕкне авнă. Тỹсмелле пулнă çак йывăрлăхсене çамрăк хĕрарăмăн. Çав тамăклă вăхăтсенче вара тăватă пĕчĕк ачине сыхласа хăварайман пирки çĕрпе хуплама тивнĕ. Юра шкулта вĕреннĕ чух Никита пиччĕшĕпе уроксем хыççăн колхоз лашисемпе тĕрлĕ йывăр ĕçсене пурнăçлама хутшăннă, çуллахи вăхăтра çемьепе пĕрле çурлапа тырă вырнă, кĕлтесене турттарнă, йĕтем çинче тыр-пула тĕшĕлесе тасатнă чухне сахал мар тусан çăтма тивнĕ. Амăшĕн пулăшăвĕ çине анчах шанман каччă, шкул пĕтернĕ хыççăн чун суйланă шофер профессине алла илет. Ун чухне води-тельсене хатĕрлеме Хĕрлĕ Чутайра тытăннă пулнă. Çапла пуçланса кайнă руль умĕнчи кун-çулĕ.

Пурнăç çулĕпе - пите хĕретмесĕр

 Арçын пурнăçĕ çара кайиччен тата ун хыççăнхи тапхăрсем çине пайланать. Вăхăчĕ вара сисĕнмесĕр иртсе пырать. Йывăрлăхсенчен хăраманскер малтан вăл ялти колхозра ГАЗ-51 машина çинче ĕçлет. Яш-кĕрĕмĕн пакунлă çар служби 1958 çулта кĕркунне пуçланса виçĕ çул Азербайджан Республикинче артиллерипе ракета чаçĕнче иртнĕ. Сержантсен шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн ракетчиксен взвочĕн отделени командирĕ пулнă май çар вĕрентĕвĕсене хутшăннине, тĕрлĕ наци çыннисене, тус-юлташĕсене ырăпа аса илет.

Салтакран таврăнсан ĕнерхи аслă сержант юн вĕресе тăнă чухне комсомол путевкипе икĕ-виçĕ çуллăха тесе Çĕпĕре, Пермь облаçĕнчи Гаинский районне, ĕçлеме тухса каять. Кил-çурт çавăрмалла, укçа-тенкĕ ĕçлесе илсе мăшăр тупса авланмалла, килтисене пулăшу памалла. "Çапла майĕпен пурăнса кайрăм. Малтан вăрман хуçалăхĕнче водительте ĕçлерĕм, пĕренесем турттартăм. Кайран механик, электрик ĕçĕсене пурнăçларăм. Шанса панă ĕçе яланах тăрăшса, плансене çирĕплетнĕ график йĕркипе вăхăтра пурнăçлаттăм", - терĕ Юрий Никитович.

Аякра пурăннă май этем çуралнă тăрăха час-часах килсе çỹреймен пирки тунсăхлатех. Унсăр епле-ха. Вăхăт иртнĕ май çамрăк каччă тепĕр пилĕк çул ĕçлесен киле таврăнса сельпо тытăмĕнче таварсем турттармалли машина çинче вăй хума тытăнать. Кăштах пурăнсан 1963 çулта вĕсем пиччĕшĕпе пĕрле ялта кирпĕчрен пысăк çурт лартнă.

Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти кооператив техникумĕнче вĕренсе пĕлỹ илсен хатĕрлев кантурĕн ертỹçинче тăрăшать. Кунта вăл Пи тĕркассипе Хĕрлĕ Чутай хушшинчи юхăннă çурчĕсене юсама май çукки тата вырăнĕ те меллĕ марри пирки хальхи вырăнта çĕр илсе çĕнĕ кантурне туса лартнă. Кайран Çĕнĕ центрта çăкăр завочĕ хута кайсан ăна кунта директор пулма уйăрса лартнă. Ун чухне пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, шыв, электроэнерги, ăшă, канализаци тата ытти ыйтусене татса парас тесе чылай чупма тивнĕ.

Суту-илỹ тытăмĕ, халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтересси аталанса пынă май вăл кайран райпо председателĕн çумĕнче вăй хунă. Паллах, ку ĕçре те кăткăс ыйтусене сахал мар татса пама тивнĕ. Райпо председателĕ Михаил Петрович Чикирин ертсе пынипе ялсенче кивелнĕ лавккасене çĕнетме тытăннă. Чутайра "Березка" ресторан, универмаг, суту-илỹ центрĕн çурчĕсене, Мăн Этменте столовăйпа лавкка тата ыттине те хута янă.

Вăхăт чупать, çулсем иртеççĕ, пурнăç урапи пĕр чарăнмасăр малалла ыткăнать. Çамрăклăхра пурнăç çулĕ çинче хăйĕн юратăвне, Турă çырнине тĕл пулсан Нина Гордеевна учительницăпа çемье çавăрнă. Вĕсем пурнăçăн анлă çулĕпе 50 çул ытла пĕрле утаççĕ. Ĕçчен мăшăр ытти çынсем пекех май пур таран пурнăçпа пĕр тан пыма тăрăшать. Нина Гордеевна ĕмĕрĕпех Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта физика учителĕнче ĕçленĕ.

Ялта вĕсем пĕтĕмпех - кил-çурт таврашĕнчи ампарне, мунчине, çуллахи беседкине, теплицине - хăйсен аллипе ăсталанă. Юрий Никитович хăех платник, каменщик, сварщик, электрик тата ытти ĕçсене пурнăçлать. Мĕн пĕчĕкрен техникăпа туслă пулнă май килти кашни ĕçе пурнăçлама уйрăм приборсемпе усă курать, çĕннине шутласа кăларса теме те итлеттерет. Мăнукĕсем Шупашкартан килсен вĕсене те çакна хăнăхтарать. Ĕçсĕр ларма вĕренменскерсем сад-пахчара мĕн кăна ỹстермеççĕ-ши? Кунта вĕсен арбуз, иçĕм çырли, абрикос, черешня, слива, груша пур. "Кĕтĕрне патша" евĕр сарăлса ларакан панулми йывăççисем вара хăйсен çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Кунта çулсеренех сĕтеклĕ хăяр-помидор, кишĕр-çарăк, суханпала купăста, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем çитĕнтереççĕ.

Шуккакасси тăрăхĕнче Юрий Никитовича ял-йыш та хисеплет. Кирлĕ вăхăтра вăл яланах çынсене ĕçпе тата ытти майсемпе пулăшма тăрăшать. Çамрăклăха аса илсе шỹтлеме те кăмăллать. Çапла, кун-çулĕ унăн çăмăлах килмен. Апла пулин те пурнăç çулĕпе пите хĕретмесĕр, çынлăх туйăмне çухатмасăр утса пырать. Çавăнпа та çывăх çыннисемпе тăванĕсем унпа мăнаçланаççĕ.

Валерий РОМАНОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1