Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 

metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи.

 

 obgpn

 

 

Кировская обувная фабрика 

2 апреля 2024 г. в РДК  с 10 до 15 часов состоится 

распродажа обуви из натуральной кожи и 

прием обуви на ремонт.

 

oknaVasya  

 

 

  

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн

Категория: Общество Опубликовано: 02.08.2019, 10:58 Просмотров: 444

IMG 2042

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннипе районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тишкернине пĕлтернĕччĕ. Асăннă канашлура вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн райадминистрацин культурăпа туризм тата архив ĕçĕн пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Михуткина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕ.

Алина Николаевна Питĕркасси ялĕнче 1975 çулта кун çути курнă. 1996 çулта вăл Çĕмĕрлери педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Унтан 2005 çулта Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне, 2009 çулта вара патшалăх службин Атăл-Вятка академине пĕтернĕ.

Алина Михуткина культура тытăмĕнче 2000 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнчен тытăнса тимлет. Чи малтанах вăл районти Культура çуртĕнче методистра, 2003 çулхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа райадминистрацин культура, туризм тата архив ĕçĕн пайĕн ертсе пыракан специалистĕнче вăй хунă. 2012 çултанпа Алина Николаевна тĕп эксперт специалист тивĕçне пурнăçлать.

Районта пурăнакансен канăвне йĕркелес, культура ыйтăвĕсене татса парас ĕçре пысăк ĕç тăвать. Вăл ертсе пынипе район территорийĕнче республикăри тата вырăнти тĕрлĕ мероприятисем - фестивальсем, смотр-конкурссем, уявсем... - çỹллĕ шайра иртеççĕ. Алина Михуткина "Чăваш Республикин культура территорийĕ" проекта (2014 ç.), Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Индряков çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă культурăпа искусство сферинчи "Эпир астăватпăр, эпир мăнаçланатпăр!" инноваци проектне (2015 ç.) пурнăçлассине йĕркеленĕ. Вăл йĕркелỹçĕ кăна мар, чылай мероприятин сценари авторĕ те пулнине палăртмалла. Алина Николаевна ял тăрăхĕсенчи культура учрежденийĕсенче тăрăшакансене те тăтăшах методикăпа практика пулăшăвĕ парать. Вăл Самар, Ульяновск, Тюмень облаçĕсенчи тата Владимир облаçĕнчи Вязники хулинчи обществăлла организацисемпе, Шупашкар хулинчи "Чавал" ентешлĕхпе икĕ енлĕ килĕшсе ĕçлессине аталантарас енĕпе активлă ĕçлет.

Алина Михуткина обществăлла ĕçре те хастарлăхпа палăрса тăрать. Вăл 2010 çултанпа райадминистрацин патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ, 2012 çултанпа районти профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн председателĕ шутланать. Çавăн пекех Алина Николаевна - районти хĕрарăмсен канашĕн председатель çумĕ те.

Алина Михуткинан ĕçри пултарулăхне тата тăрăшулăхне пысăка хурса хакланине унăн тĕрлĕ ведомствăсенчен çулсерен тивĕçнĕ хисеп хучĕсем йышлă пулни çирĕплетсе парать.

Н.МИДАКОВА. 

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31