Объявления

 

ВНИМАНИЮ РЕКЛАМОДАТЕЛЕЙ!

Все объявления и реклама дублируются

в группах райгазеты в социальных сетях "Одноклассники", "ВКонтакте", "Телеграм". 

 

 metall-ViD

МеталлВиД, село Красные Четаи. (16+)

ПРОДАЮ:

ДРОВА КОЛОТЫЕ:

дуб, береза, липа. Доставка.

Тел.: 8 965 6877557, 8 908 307 01 21.

.                 

oknaAlivankin

Кировская обувная фабрика

25 ноября  в РДК с 10 до 15 часов состоится

распродажа обуви  из натруальной кожи

и прием обуви на ремонт.

   ИП Кощеева Н.А.

Муниципальное автономное учреждение

"Центр хозяйственного обеспечения" Красночетайского муниципального

округа Чувашской Республики

приглашает на работу электрика

оплата согласно штатному расписанию.

Тел.: 8 937 012 15 13

 

 

 

Деятельность территориальных отделов муниципального округа

Минцифры Чувашии

Мы в Телеграм

Дорогие друзья! Мы принимаем объявления на сайт!

Подробности по телефону: 8(83551)2-11-67, 8 (905) 341-06-62.E-mail: krchpress@chtts.ru , smi06@cap.ru  

Хамăр пăрахатпăр - хамăрăнах пуçтармалла

Категория: Общество Опубликовано: 16.08.2019, 14:21 Просмотров: 346

Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, çỹп-çап ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Республикăри ял-хула таврашĕнчи çырма-çатра ăпăр-тапăрпа тулса ларнă 17 пине яхăн вырăна шута илнĕ.

Çĕнĕлĕхе çирĕпленме вăхăт кирлĕ

Çỹп-çап пухмалли тытăма тĕпрен улăштармасăр ку енĕпе йĕрке тума çукки куçкĕрет. Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Енре реформа вăя кĕчĕ, çỹп-çап пухакан регион операторĕ ĕçлеме пуçларĕ. Малтанхи вăхăтра çак çĕнĕлĕх халăха самаях пăлхантарчĕ. Хуларисем, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем çỹп-çап пухнине хăнăхнă тейĕпĕр. Ялтисемшĕн вара, чăннипех те, пысăк кĕтменлĕх тата ăнланма йывăр япала пулчĕ. Çак ĕç-хĕлшĕн укçа тỹлемелле пуласси те çынсене самаях тавлаштарчĕ. "Пирĕн çỹп-çап çук", - текенсем те йышлăччĕ, мĕншĕн тесен ял çынни ĕмĕртен кирлĕ мар япаласенчен хăйне майлă хăтăлма хăнăхнă. Е кăмакара çунтарнă, е пахча хыçне кăларса пăрахнă. Çавнашкал хăтланса тăван тавралăха сиен кỹни, Çĕр-аннемĕре варалани пирки вара никамах та шухăшламан.

Çак самантсене шута илсен хальхи вăхăтра çỹп-çап реформи питех те вырăнлă пулни пĕрре те иккĕлентермест. Анчах, кирек епле çĕнĕлĕх пекех, ăна пурнăçра çирĕпленме, унăн хăйнеевĕрлĕхĕсене ăнланма, хăнăхма вăхăт кирлĕ. Уйрăмах ялтисене. Кунта çỹп-çап пухмалли вырăнсем хальччен пулман. Халăхăн шухăш-ăнлавĕ те урăхларх. Малтанхи вăхăтра, чăнах та, йывăрлăхсем сахал мар пулчĕç. Çỹп-çапне пухма пуçламан - килĕрен тỹлев квитанцийĕсене валеçеççĕ. Е тата çын тахçанах çут тĕнчерен уйрăлнă, апла пулин те почта ешчĕкне ун ячĕпе килнĕ хута чиксе хăвараççĕ...

Усал йăлана пăрахаймаççĕ...

Çỹп-çап реформи вăя кĕнĕренпе ырă улшăну сахал мар пулчĕ. Ял урамĕсем тăрăх ятарлă техника графикпа палăртнă кунсенче тỹрех йĕркеллĕ çỹреймерĕ пулин те (кунта çанталăк та, ытти сăлтав та витĕм кỹчĕ) кил-тĕрĕшри хытă каяшсене вăхăтăн-вăхăтăн михĕпе пуçтарасси пулса пычĕ. Халĕ вара ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тăрăшнипе пур ялта та тенĕ пек контейнер вырăнĕсем йĕркелерĕç. Чылай ял çынни майĕпен тĕрлĕ çỹп-çапа михĕлесе купаласа хума тытăнчĕ. Часах пур çĕрте те çĕнĕ йышши, виткĕчлĕ контейнерсем пулĕç.

Михĕсем купалани пирки асăннă май çакна та каламасăр иртме çук. Хăш-пĕр çынсен те шухăшлавĕпе ăсĕ çапларах, те вĕсем юри çапла хăтланаççĕ: ăçта кирлĕ, çавăнта хăйсен ăпăр-тапăрпа тултарнă миххисене хурса хăвараççĕ. Чылайăшĕ кун евĕр ỹкерчĕке çул хĕрринче курнах ĕнтĕ. Йытăсем вĕсене çурса тăкаççĕ те, выртать вара унти çỹп-çап йĕри-тавра сапаланса. Нивушлĕ ятарласа уйăрнă вырăна хума çук çав михĕсене. Сăмах май, контейнер вырăнĕсенче те кун пекки тĕл пулать-ха, анчах та кунта тепĕр чух регион операторĕн (палăртнă вăхăтра пуçтарса кайманран) е халăхăн (эрне вĕçĕнче кăна ятарлă машина килет пулин те çỹп-çапа эрне пуçламăшĕнче тухса хураççĕ) айăпĕ пур. Йытăсем "ĕçсĕр" çỹремеççĕ, вĕсен те хăйсен хырăмне тăрантармалла.

Кунтах çакна та асăнмасăр иртме çук. Тепĕр çын хăйĕн кил таврашĕнче нимĕнле çỹп-çап та пухăнмасть тесе çирĕплетет, квитанци килсен те çỹп-çап пухнăшăн тỹлеместĕпех тет. Хăй вара çывăхри пралука, çул кĕтесне е çырма-çатрана ăпăр-тапăр тухса пăрахать. Тепри тỹлет пулсан та хăнăхнă йăлине пăрахаймасть, çырмана е уя тиесе тухать. Мĕншĕн ун пек хăтланатăн тесе асăрхаттарсан та хăйĕн усал ĕçне тăвать. Вĕреннĕ, тивĕçлĕ ĕçре тимлекен çынсемех е вĕсен çемье членĕсем те кун пек тунине пĕрре мар курма тỹр килчĕ.

Асăннă реформăна шăпах тăван тавралăха тасамарлăхран хăтарас, йĕри-тавра тирпейлĕх хуçалантăр тесе пуçарнă. Пирĕнтен нихăшĕ те килте хытă каяшсем çук тесе калаймасть. Пурин те çĕмрĕк савăт-сапа, кивелнĕ, юрăхсăра тухнă ăпăр-тапăр тупăнатех. Е тата халĕ пĕчĕк ача çитĕнтерекенсен, вырăнпа выртакан ватă çынна пăхакансен памперс чылай пухăнать. Ăна вара çунтарма çук вĕт. Çавăнпа та пĕчĕккĕн пухса пырса пĕтĕм ăпăр-тапăра ятарлă машина килнĕ кун тухса кăна хумалла пек.

Пурпĕрех тỹлеместĕп текенсем пирĕн хушăра çук мар. Çутăшăн, газшăн тỹлетпĕр вĕт-ха. Çỹп-çап пухнăшăн та тỹлемеллех. Парăм пухăнса кайсан пуçа хыçмалла ан пултăр. Пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса пропискăра тăракан кашни çын пуçне парăм сахал мар пухăнать-çке. Квитанцире миçе çын пурăнни пирки тĕрĕсмарлăх пур-тăк, çакна регион операторĕ патне кирлĕ документсем çитерсе тỹрлетме май пур. Çак ĕçе хăвăрăн пурнăçламалла, сирĕншĕн çакна никам та тумĕ.

"Экоцентр" регион операторĕ патне ыйтусем пур-и е кирлĕ документсем тăратмалла? Унăн представительне кашни ытларикун тата кĕçнерникун Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕнче курма пулать.

Халăхпа ĕç ăнать

Унта-кунта çỹп-çап йăванать е свалка туса яни пирки çыратпăр, социаллă сетьсенче ỹкерчĕксем те вырнаçтараççĕ. Анчах та çакна хамăрах, çынсем, тăватпăр-çке. Таврара çỹп- çап сапаланса выртни кама килĕшĕ? Çакна камăн килсе тасатса памалла-ши? Кун пирки шалăп пулсан кашнинче ял тăрăхĕн ĕçченĕсем килсе тасалаймаççĕ. Вĕсем мĕншĕн айăплă? Вĕсен унсăр та тĕрлĕ ĕç нумай.

Акă, нумаях пулмасть, "ВКонтакте" социаллă сетьре хамăр района халалланă ушкăнра вырнаçтарнă материала тĕл пултăм. Унта кăçалхи июль уйăхĕн варринче район çынни "Экосреда Чувашии" проекта Уйпуçпе Турхан ялĕсем хушшинчи çăвана кĕриччен тахçанхи çỹп-çап купи выртни пирки пĕлтернине çырнă. Сăнỹкерчĕкĕсем те пур. Халăх шухăшлавĕпе интересленсе аяларах вырнаçтарнă комментарисемпе те паллашас-ха терĕм. Унта ку вырăнта тирпейлени пирки асăннă. Августăн 5-мĕшĕнче Çĕн Ирчемес ял çыннисем субботник ирттернĕ иккен: çỹп-çапне çунтарнă, курăкне çулнă. Çакна сăнỹкерчĕксемпе те çирĕплетнĕ. Сăваплă вырăнта тирпейлĕх хуçаланни лайăх кăна вĕт. Çывăхри ял çыннисем те пуçтармасан унта камăн кайса тирпейлемелле? Тĕрĕс тунă, кар тăрса ĕçленĕ те ырă ĕç тунă. Çак ĕçе йĕркелекен çын хисепе тивĕç, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Пĕччен кайса пуçтарнипе пулмасть çав, халăхпа вара "ту çавăрма" та пулать тесе ахальтен каламан. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ. Хамăр çỹп-çап пăрахса тултарнă- хамăрăнах пуçтармалла, килсе тирпейлесе парасса кĕтмелле мар. Пур çĕрте те çапла ял халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса та хисеплесе, итлесе пурăннă пулсан йĕри-тавра та тирпей-илем, хăтлăх хуçаланĕччĕ, пирĕн урамсемпе ялсем, территорисем тата тасарах, хитререх пулĕччĕç. Пĕтĕмпех хамăр алăра!

 

Шăнкăравлăр! Пĕлтерĕр! Çырăр!

Хаклă вулаканăмăрсем! Çỹп-çап пухас енĕпе чăрмавсемпе кăлтăксем пур-тăк тата йĕри-тавра тирпейсĕрлĕх хуçаланакан вырăнсем пурри çинчен пире те çырса пĕлтерме пултаратăр. Çакна пахалăхлă сăнỹкерчĕксемпе çирĕплетсе парсан тата аванрах. Çивĕч материалсем хаçат страницисенче тата социаллă сетьсенче вырăн тупсан, тасамарлăхпа пĕрле кĕрешсен усси пуласси иккĕлентермест. 

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1